Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Улам (тĕпĕ: ула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пир айне саркаланӑ улам ҫине краҫҫын сапрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кимӗ йӗри-тавра ҫӗмрӗк пичкесем, ещӗксем, карҫинкӑсем, турпас таврашӗ тата улам чӳхенсе ҫӳрет, хӑш чухне шерте е пӗрене вилӗ ҫӗлен пек ишсе ирте-ирте каять.

Вокруг лодки качаются разбитые бочки, ящики, корзины, щепа и солома, иногда мертвой змеей проплывет жердь или бревно.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хура ҫӳҫӗ ҫинче, юр пӗрчисем пек, арпа ялтӑртатать, ҫӑм юбки ҫумне улам пӗрчисем ҫыпҫӑннӑ…

В черных волосах ее, как снежинки, блестела мякина, соломинки прилипли к шерстяной юбке…

Мӗншӗн Чижик авӑн ҫапнӑ ҫӗре лекмерӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

40. Улам ывӑлӗсем вӑрҫа хастар, ухӑпа перекен ҫынсем пулнӑ, вӗсен нумай-нумай ывӑл-мӑнук пулнӑ: ҫӗр аллӑ таран.

40. Сыновья Улама были люди воинственные, стрелявшие из лука, имевшие много сыновей и внуков: сто пятьдесят.

1 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Унпа пӗртӑван Ешек ывӑлӗсем: малтанхи ывӑлӗ Улам, иккӗмӗшӗ — Иеуш, виҫҫӗмӗшӗ — Елифелет.

39. Сыновья Ешека, брата его: Улам, первенец его, второй Иеуш, третий Елифелет.

1 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Улам ывӑлӗ: Бедан.

17. Сын Улама: Бедан.

1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Махир арӑмӗ Мааха ывӑл ҫуратнӑ та ӑна Кереш ят панӑ, унӑн пӗртӑванне Шереш ят хунӑ; Шереш ывӑлӗсем: Улам тата Рекем.

16. Мааха, жена Махирова, родила сына и нарекла ему имя Кереш, а имя брату его Шереш. Сыновья его: Улам и Рекем.

1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех