Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗнчере (тĕпĕ: тӗнче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи вӑхӑтра тӗнчере пулса иртекен пулӑмсем культурӑпа йӑла-йӗрке, нацисемпе конфессисен хушшинчи ҫураҫулӑхпа туслӑ хутшӑнусен витӗмлӗхне тепӗр хутчен ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Происходящие в настоящее время в мире события в очередной раз подтверждают значимость культуры, традиций, межнационального и межконфессионального согласия и диалога.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Канченджанга (8586 м), тӗнчере ҫӳллӗшпе виҫҫӗмӗш

Канченджанга (8586 м), третья вершина мира

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ — геотермаллӑ ҫӑлкуҫ, АПШ-ра чи пысӑкки, виҫипе тӗнчере виҫҫӗмӗш.

Большой призматический источник — геотермальный источник, самый большой в США и третий по размеру в мире.

Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 1%83%D2%AB

Тилли халӑх йӑлипе хӑй миҫе ҫул пурӑнасса куккукран ыйтанҫи пулать, ҫав вӑхӑтрах куккука ӗненмест, хӑйне ҫеҫ шанать, куккука ӗненес пулсан та вӑл ҫакна аван чухлать: тӗнчере никам та икӗ ӗмӗр пурӑнса курман, икӗ ӗмӗр пурӑнма май пулсан, «ырӑ улпутсем» нихҫан та вилмӗччӗҫ, халӑха пусмӑрласа пурӑнӗччӗҫ те пурӑнӗччӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пирӗн ҫӗршыв радиоприемнӑй точкӑсен шучӗпе тӗнчере малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫакна пурне те эпир Совет космонавчӗсем Ю. Гагаринпа Г. Титов тӗнчере чи малтан космоса ҫӗкленсе ҫӗр тавра ӑнӑҫлӑ вӗҫсе ҫаврӑннинчен те аван куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Вӑрҫӑчченхи хӗрӳллӗ ӗҫсенче, тӗнчере вут-ҫулӑм ялкӑшнӑ вӑхӑтра, халӑхсем мирлӗ кун-ҫулшӑн кӗрешсе телейлӗ пурнӑҫ тунӑ тапхӑрта — кирек хӑҫан та сӑвӑҫсен сасси пӗр савӑнӑҫлӑн, пӗр ҫилӗллӗн е хаваслӑн та йыхравлӑн илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Уярӑн «Шурча таврашӗнче», Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр» (1-мӗш кӗнеки), Степан Асланӑн «Ахрат», Мранька Микихверӗн «Ӗмӗр сакки сарлака» (1-мӗш кӗнеки), Мария Ухсайӑн «Кӑра ҫилсем» романӗсем тӑрӑх виҫетчӗҫ, Алексей Талвирӗн «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫне вара хӑш-пӗр критиксем тӗнчере халиччен пулман произведени вырӑнне хума хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Халь ӗнтӗ совет литературин пур тӗлӗшрен те паха произведенийӗсем ҫитмен ҫӗршыв тӗнчере ҫук та.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Парижри RATP хула транспорчӗн компанине (вӑл Париж тулашӗнчен те Иль-да-Франс тӑрӑхра, кӑшт ӗҫлет) — пассажир ҫаврӑнӑшӗпе тӗнчере пиллӗкмӗшне вырӑнта тӑраканнине — ертсе пынӑ.

19 мая 2015 года возглавила компанию парижского городского транспорта RATP — пятую в мире по пассажирообороту, которая частично осуществляет перевозки также за пределами столицы на территории региона Иль-де-Франс.

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 49 768 км², ҫапла май вӑл Намибин чи пысӑк наци паркӗ шутланать, тӗнчере ку виҫепе 4-мӗш вырӑн йышӑнать.

Общая площадь составляет 49 768 км², таким образом это крупнейший национальный парк Намибии и 4-й по величине в мире.

Намиб-Науклуфт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D0% ... 1%84%D1%82

2013 ҫулта Швейцарирен килнӗ туристкӑна мӑшкӑланӑ хыҫҫӑн пӗтӗм тӗнчере шӑв-шав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн штатӑн тӗп министрӗ туризм полицине йӗркелесси пирки пӗлтернӗ.

После получившего международный резонанс изнасилования туристки из Швейцарии в 2013 году главный министр штата объявил о намерении создать туристическую полицию.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

1931 ҫулта кит тытас ӗҫе йӗркелес тӗллевпе тӗнчере килӗштерсе ӗҫлеме пуҫланӑ.

В 1931 году началось международное сотрудничество в области регуляции китобойного промысла.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Николай Егоровичпа Александра Ивановна ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Тӗнчере татах тепӗр туслӑх ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тӗнчере ай-яй йывӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Юмахри ӗҫсем пирки чарӑнса тӑмастӑп, ҫак юмаха пӗлмен ҫын тӗнчере ҫук пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем тем чухлех ҫӳреҫҫӗ халь ҫут тӗнчере.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр салху ҫын юлмӗччӗ тӗнчере, пурте выляса-кулса ҫеҫ ҫӳрӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Крупп мул хуҫин хурҫине мухтатчӗ ылханлӑ Гитлер, — терӗ Виталий каласан-каласан, — хамӑр ӑстасем шӑратнӑ хурҫӑ тӗнчере чи ҫирӗппи пулчӗ, юлташсем!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех