Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗлӗнмелли (тĕпĕ: тӗлӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫав бандит ҫинчен каланисенчен чи тӗлӗнмелли вӑл — хӑйӗн арӑмне, Ылтӑн алӑллӑ Сонькӑна ҫӗрле вӑрлани.

Но одна история об этом бандите была удивительнее других, рассказывали, будто свою жену, Соньку Золотую Ручку, он украл ночью.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук.

— В этом нет ничего удивительного.

14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Кимме ҫыран хӗрринчен винтовкӑпа кӗрӗслеттерсе кӗтсе илнӗ пулсан та, кунта тӗлӗнмелли нимӗнех те ҫукчӗ.

Не было бы ничего сверхъестественного, если бы у самого берега лодку встретил винтовочный залп.

1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Манра ним тӗлӗнмелли те ҫук.

Во мне нет ничего чудесного.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Чи тӗлӗнмелли вара, чӑхсем те чӗрех иккен.

А удивительнее всего то, что и куры не умерли.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫавӑнпа та ашшӗн кӑмӑлӗ ҫав тери начар пулнишӗн ним тӗлӗнмелли те ҫук.

Надо ли удивляться, что папа был мрачно настроен!

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫакнашкал законсемпе судьясем чухне хамӑн тӑвансенчен хам алла тӑрса юлнӑ ҫӗр (унпа манӑн тӑвансем ултӑ ӑру хушши усӑ курса пурӑннӑ пулин те) хальхи вӑхӑтра ман алра е манран виҫҫӗр миль инҫетре пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫынни аллинче пулмаллипе пулмалла маррине татса пама вӑтӑр-хӗрӗх ҫул кирлӗ пулнинчен нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук.

Немудрено, если при таких законах и с такими судьями требуется тридцать-сорок лет, чтобы выяснить, мне ли принадлежит поле, доставшееся от моих предков, владевших им в шести поколениях, или какому-либо чужеземцу, живущему за триста миль от меня.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑнпа та насус ҫинчен илтсенех ашшӗ пир пек шуралса кайса пӗтӗм кӗлеткипе чӗтреме пуҫланинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук.

И потому нечего удивляться, что он побледнел как полотно и даже задрожал всем телом, когда услыхал про насос.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Мӗн тӗлӗнмелли?

Оно и понятно.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кунран тӗлӗнмелли ҫук.

И это неудивительно.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук — лашасем вӗт тӗлӗнмелле лайӑх чӗрчунсем, хӑнасенчен кашниех Лукоса ачашласа илме тӑрӑшрӗ.

Да оно и понятно — ведь лошади такие чудные животные, все так и норовили погладить Лукаса.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Альфред вара унпа юнашар ҫав тери мӗскӗннӗн курӑнать, кунран тӗлӗнмелли те ҫук.

Ну и несчастный же вид был у бедного Альфреда, и неудивительно!

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Чӑнах та, кунта нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук: ман куҫсем пит пысӑк япаласене курма хӑнӑхнӑччӗ те, ман хама куҫкӗски ҫинче курас та килместчӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑнтан эпӗ хама ытла та ниме тӑман пӗчӗк чӗрчун тесе йӗрӗнсе шутлама пуҫлаттӑмччӗ.

И в самом деле, глаза мои до того привыкли к предметам чудовищной величины, что я не мог смотреть на себя в зеркало, так как это порождало во мне очень неприятные мысли о моем ничтожестве.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кунтан нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук.

В этом нет ничего удивительного.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кунтан нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, мӗншӗн тесен кунти кашни пӑр катӑкӗ пирӗн Европӑри пӑр катӑкӗсенчен пин те сакӑрҫӗр хут пысӑкрах.

В этом нет ничего удивительного: каждая градина здесь почти в тысячу восемьсот раз больше, чем у нас в Европе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унти ҫынсем пиртен, Европӑри ҫынсенчен, мӗн чул ҫӳллине шута илсен, кунта ытла тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук.

Если принять во внимание разницу в росте между европейцем и туземцем, такая высота не казалась сколько-нибудь удивительной.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑйӗнчен темиҫе хут пӗчӗк ҫынна курсан, вӑл пит мӑнаҫланса кайнинчен ним те тӗлӗнмелли ҫук: король майрин хӑнасене йышӑнмалли малти пӳлӗмӗнче мана тӗл пулсан, мӑнкӑмӑлланса аллисене ик аяккине тӗкӗлесе тытатчӗ те ман ҫине сӗмсӗрленсе пӑхса тӑратчӗ.

Немудрено, что при виде создания, во много раз уступавшего ему ростом, он гордо подбоченивался и нагло поглядывал на меня при встречах в передней королевы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук, — хуравларӗ Эмиль.

— Тут нет ничего хитрого, — ответил Эмиль.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унтан эпӗ Блефуску императорӗ хама панӑ ылтӑна, его величествӑн портретне тата ытти тӗлӗнмелли япаласене кӑтартрӑм.

Затем я показал ему золото, полученное от императора Блефуску, портрет его величества и другие диковинки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кунта тӗлӗнмелли нимех те ҫук, мӗншӗн тесен его величество хӑйӗн юратнӑ ҫыннин сӑмахӗсен айӗнче пулнӑ.

В этом не было ничего удивительного, ибо его величество находился под сильным влиянием своего фаворита.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех