Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тух сăмах пирĕн базăра пур.
Тух (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ ҫакна тишкӗрсе тух та дояркӑсем мӗн тунине пӑхкаласах тӑр.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эсӗ тух вара.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ан ҫи, тух, кӗрешӗпӗр.

— Не ешь, выходи, поборемся, — говорит Йыван.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

— Ан ҫи-ха, тух, кӗрешӗпӗр.

— Не ешь-ка, выходи, поборемся, — говорит Йыван.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Тух, кӗрешӗпӗр.

— Выходи, поборемся.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

— Ҫакӑнта юн тулсан эсӗ, шӑллӑм, шырама тух мана.

— Если она наполнится кровью, братишка, выйди меня искать.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

«Пирӗнпе пурӑнни килӗшмест пулсан, тух та вӗҫ кунтан, сана никам та вӑйпа тытса тӗмасть!» — тесе тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Тух халех!

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Хире тух та — текех Хӗветура сасси ян-ян-ян!.. — хута кӗреҫҫӗ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Леш енне те кӗрсе тух.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗр черкке эрех ӗҫсе тух

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Эсӗ ниҫта та ан тух, папаша, — терӗ ҫак самантра куперен пуҫне кӑларнӑ вырӑс.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Пӗр-пӗр хулана малтанхи хут каятӑн пулсан, нихҫан та унӑн историне пӗлмесӗр ҫула ан тух

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫур ҫӗрте Кӑнарпа Чӑрӑш Туҫа хушшинчи ҫул ҫине тух.

В полночь выйди на дорогу между Конарами и Вторыми Тойзями.

Сас ҫухатнӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/467

Йывӑр пулсан, тух, ӗҫ фермӑра кӑна мар, терӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

«Пухвир патне кай та хуса тух ӑна ют хӗрарӑм патӗнчен, киле хӳтерсе таврӑн», тесе улттӑ-ҫиччӗ каласан та итлемерӗ Улюк, мӗскӗнленсе ҫӳреместӗп, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Утса пыратчӗ Анатолий Семенович вӗтӗ чул сарнӑ ҫулла — ун умне сик тух сулахайри ҫырма енчен пӗчӗкҫӗ шурӑ йытӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тух-ха, тух!

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑвӑртрах эрех илсе тух!

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Ташла, Укаҫ! Тух ташша!» — хуҫланман сылтӑм урине тӑсса хурса, тепринпе ҫӗре кӗрӗс-керӗс! тапса, енчен енне тайӑлса, купӑсне пӗтӗм вӑйран туртать Тимуш тепӗр чух, ӗҫкӗрен-мӗнрен кӑштах сыпса, кӑштах хӗрнӗ пек пулса таврӑнсан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех