Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тусӗн (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эли, — сумлӑн, вӗрентсе калакан сӗмпе пуҫларӗ вӑл; самаях канӑҫсӑрланать, тусӗн йӗрӗпе хускалма хатӗрпе пӗрех, — эпир, шӗкӗр турра, санӑн ылханлӑ киммӳнте виҫӗ ҫул пӗрле сӗтӗрӗнсе ҫӳретпӗр ӗнтӗ, ҫавӑнпа та эпӗ, ырӑ ҫыннӑм, санӑн тӗлӗнтермӗшӳсене ҫителӗклех тӗпченӗ, анчах ҫакнашкал путсӗрлӗхе нихӑҫан та кӗтменччӗ!..

— Эли, — солидно, увещевательным тоном заговорил он, встревоженный и уже решившийся идти по следам друга, — мы, слава богу, таскаемся три года вместе на твоей проклятой скорлупе, и я достаточно изучил ваши причуды, сударь, но такой подлости не было никогда!

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

— Джесси суеҫтермест, — ассӑн сывласа илчӗ те Ева хӗр тусӗн кӗренленнӗ пичӗпе киленет, — анчах эпир мӗн таран тӗрлӗрен!

— Джесси не лукавит, — вздохнула Ева, любуясь ее порозовевшим лицом, — но как все мы различны!

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тусӗн аптӑравлӑхӗ ӑна та кӑштах куҫрӗ, унсӑрӑн Джесси «арҫын килӗнчи еркӗн хӗрарӑм» е «хӗрӳ туйӑм» йышши янӑравлӑ та хитре сӑмахсем пирки хӑпартлансах пуплемелле те.

Оно ей слегка передалось, в противном случае Джесси охотно продолжала бы рассуждать о таких звучных, красивых словах, как «наложница» или «страсть».

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вилнӗ (вӗлернӗ) тусӗн арийӗччӗ ку.

Это была любимая ария умершего.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Ван-Конет «Тип ҫӗрпе тинӗсӗн» йывӑҫ картлашкипе тайӑласран асӑрханса, ҫирӗппӗн пусса хӑпарать, чавси вӗҫӗнче — качча кайман хӗрарӑмсен хаваслӑ тӗнчинчи тусӗн — Лаура Мульдвейӑн — ҫӳхе сивӗ пӳрнисем.

Держась с затрудненной твердостью, Ван-Конет всходил по деревянной лестнице «Суши и моря», неся на сгибе локтя тонкие холодные пальчики Лауры Мульдвей, своей приятельницы из веселого мира холостых женщин.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Брюс тенкел ҫине хут листи хучӗ, кулкаласа темӗн ҫырма пикенчӗ, Тилли вара тусӗн хул пуҫҫинчен тӗршӗнсе вулать.

Брюс положил на скамейку листок бумаги и стал, посмеиваясь, писать, а Тилли читал через плечо друга.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Грэй хӗре аллисенчен чӑмӑртаса тытрӗ те — ӑҫта кайсан хӑрушӑ маррине ӑнланса Ассоль куҫҫульпе йӗпеннӗ питне ҫапла асамлӑн килсе ҫитнӗ тусӗн кӑкӑрӗ ҫумне пытарчӗ.

Грэй взял ее руки и, зная уже теперь, куда можно безопасно идти, она спрятала мокрое от слез лицо на груди друга, пришедшего так волшебно.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл ҫеҫ ӑнланӗ тусӗн асапне.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Хуҫа тусӗн арӑмӗ чи малтанах хӑйӗн упӑшкишӗн каҫарма ыйтрӗ, мӗншӗн тесен унӑн упӑшкипе, вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫав кун ирпе схнувнх пулнӑ.

Она извинилась прежде всего за мужа, который, по ее словам, сегодня утром схнувнх.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак кун хуҫа патне унӑн тусӗн арӑмӗ хӑйӗн икӗ ачипе кӑна ҫӗрле пулсан тин пычӗ.

В назначенный день уже поздно вечером явилась только жена друга с двумя детьми.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Приходько хӑй тусӗн ҫемйине кӗрсе курса тухнӑ.

Приходько навестил семью своего друга.

Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пӗррехинче вӑл хӑйӗн сутанчӑк тусӗн виҫӗ ҫулхи ывӑлӗ килӗнчен сиккелесе тухнине курать.

И вот раз увидел, как трехлетний сынишка вероломного друга вприпрыжку выбежал из дома.

Купцапа унӑн пӗлӗшӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Сяо Сян тин хӑйӗн ҫывӑх тусӗн сивӗпе хӗрелнӗ типшӗм питне курчӗ.

Только теперь Сяо Сян разглядел худощавое лицо друга, обветренное и раскрасневшееся от мороза.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӑкӑрӗнчен ухӑ тивнипе вилекен Арторикс хӑйӗн ҫывӑх тусӗн ятне асӑнса: — Спартак! Элизиумра… курӑп сана… — тесе ӳкрӗ.

Арторикс, пронзенный стрелой в грудь, повалился на землю, крикнув с нежностью своему другу: — Спартак! В Элизиуме… увижу тебя…

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вара вӑл вилнӗ тусӗн сылтӑм аллине хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ.

Он прижал к груди доблестную руку убитого друга.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Фатыма тусӗн инкек пулнине ӑнланатчӗ тейӗн, — вӑл ун ҫумне пырса ларатчӗ те ӑна тӑрӑшсах ҫулатчӗ, анчах урӑх уншӑн нимӗн тума та пултараймастчӗ.

Фатима как будто понимала, что с ее другом случилась беда, садилась возле него, заботливо облизывала его, но больше ничего сделать для него не могла.

IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Унтан вӑл вилнӗ; вилнипе вӑл лайӑх тунӑ, Николай патша пулнӑ кичем, кӗрхи пек сӑнсӑр вӑхӑтра ҫавӑн пек ҫынсем — вилесле амансан та ватӑ лекарь ҫинчен астӑвакан, вилес умӗн те хӑйӗн тусӗн ывӑлӗ пирки ыйтнисӗр пуҫне нимӗн хушса хӑварма та пӗлмен ҫынсем пеккисем кирлӗ пулман.

Потом он умер и хорошо сделал, прозаическому, осеннему царствованию Николая не нужно было таких людей, которые, раненные насмерть, помнят о старом лекаре и, умирая, не знают, что завещать, кроме просьбы о сыне приятеля.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Король тусӗн тата юратнӑ советникӗн — Гомесӑн тӗссӗр хӑмӑр плащӗпе чулланнӑ сӑн-пичӗ яка стена ҫинче хура хӗрес пекех кичеммӗн курӑнса тӑнӑ.

Коричневый плащ и каменное лицо главного советника и королевского любимца де Гомеса — такой же строгий орнамент, как чёрное распятие на гладкой стене.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Унӑн вӗренекенӗ пулнӑ Мигель, унӑн тусӗн Сервантес тухтӑрӑн ывӑлӗ, епле майпа-ха ҫак ҫапкаланса ҫӳрекен комедиантсем хушшине лекме пултарнӑ?

Как мог попасть сюда, к странствующим комедиантам, Мигель, его бывший ученик, сын его друга, лекаря Сервантеса?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Владимир Ильич тусӗн турпас пек типсе хытнӑ лаптак аллине ҫепӗҫҫӗн хӑй ывҫине илет.

Владимир Ильич взял его плоскую, как щепка, руку.

Йывӑр ҫухатусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех