Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тротуар сăмах пирĕн базăра пур.
Тротуар (тĕпĕ: тротуар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тротуар хыҫҫӑн тротуар хыҫа юлнӑ май кочегар йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫав самантрах картах сикрӗ: ун ҫине шӑтарасла тинкерсе… хирӗҫ…

Переходя с тротуара на тротуар, кочегар посмотрел вокруг и вздрогнул: не сводя глаз,

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Ефимкӑпа Михайло Степанович хушшинчи ҫыхӑнусем час-час пулнӑ та вӗсем нумай пулнӑ теме ҫук; вӗсем хытӑ ятланинчен, чул сарнӑ урам пӑсӑлнӑшӑн, тротуар юписем ҫӗрнӗшӗн, вӗсенчен урапасемпе ҫунасем ҫакланнӑшӑн хыттӑн юнанинчен мала иртмен; Ефимка хӑйӗн айӑпне туйнӑ та, ассӑн сывласа, урамсене чул арман, тротуарсем пулман пирки вӗсене пачах та юсаман ырӑ вӑхӑтсене аса илнӗ.

Нельзя сказать, чтобы сношения Ефимки с Михаилом Степановичем были особенно часты или важны; они ограничивались строгими выговорами, сопряженными с сильными угрозами за то, что мостовая портится, за то, что тротуарные столбы гниют, за то, что за них зацепляются телеги и сани; Ефимка чувствовал свою вину и со вздохом поминал то блаженное время, когда улиц не мостили и тротуаров не чинили по очень простой причине — потому что их не было.

I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Егорушкӑпа иккӗшӗ вӗсем чылайччен чул сарнӑ урамсемпе пычӗҫ, унтан тротуар кӑна хывнӑ урамсене куҫрӗҫ, юлашкинчен чул та сарман, тротуар та хывман урамсене пырса кӗчӗҫ.

Он и Егорушка долго шли по мощеным улицам, потом шли по улицам, где были одни только тротуары, а мостовых не было, и в конце концов попали на такие улицы, где не было ни мостовых, ни тротуаров.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫапла республикӑран тата округ бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрнипе территорири «Малыш» ача сачӗ патне кайма тротуар сарма май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Вӑл тротуар варринче ним хускалмасӑр тӑчӗ те, урампа пыракансем унтан пӑрӑнса иртрӗҫ, ун ҫине каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Молчать! — командир сассипе кӑшкӑрчӗ те Завьялов ӑна хирӗҫ, тротуар ҫинче тӑракан Прохоровӑна аллипе сулса чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӑрӑр ҫакӑнта! — кӑшкӑрчӗ те вӑл, такси тытас тесе, тротуар ҫинчен урам варринелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов тротуар тӑрӑх пӗчченех утрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Васса тротуар пекех хытнӑ сукмак тӑрӑх пушмакӗпе мӑнаҫҫӑн шак-шак тутарса малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кунта стела вырнаҫтарнипе ҫеҫ ҫырлахман, аслӑ ҫултан пӑрӑнса кӗме бетон тротуар та сарнӑ, ларса канма сак лартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Вокзалӑн пысӑк территорийӗнче специалистсем тротуар плиткине сарнӑ, ҫавӑн пекех хальхи урамри хунарсене вырнаҫтарнӑ.

На большой территории вокзала специалисты уложили тротуарную плитку, а также установили современные уличные фонари.

Нацпроекта пула Туймазӑри чугун ҫул станцийӗн территорийӗ улшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3412127

Тротуар тенӗрен, кунта урамсем ансӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Ҫул хӗррипе тротуар тӑвас, ҫутӑпа тивӗҫтерес тата ытти ыйтусем пирки сӑмах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Ҫӑмӑл машина ӑна ирттерсе яманран вӑл унпа ҫапӑннӑ, кайран тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ.

Поскольку легковая машина не пропустила его, он столкнулся с ней, а потом вылетел на тротуар.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пушар сӳнтерме тухнӑ машина пӑтӑрмаха лекнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35648.html

Вӑл кӑкӑрӗнче шалта темскер тирнӗ пек сисрӗ те тротуар хӗрнех тӗмеллерех ҫӗрти курӑк ҫине канма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Сылтӑм аллинчи туйине вӑл е пӳрнисем ҫинче вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫавӑркаласа илет, е калаҫнӑ хушӑра ӑна сӑркӑҫпа (кистьпе) картина ӳкернӗ чухнехи пек вылятать, е хул айне хӗстерет, е ҫурӑм хыҫне тытать, е тата унпа тротуар хӗрринчи чул катӑкӗсене шӑк-шак тутарса хускатать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тротуар сарлакӑш утса пырать вӑл, чарӑнать те алӑкне ҫӳлерех сиктерет е сӑмсине хыттӑн шӑнкӑртать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унта халь тӑрӑшсах тротуар плиткине хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8

Виҫӗ юлташ темле автобуса кӗрсе ларнине Таранов асӑрхарӗ-ха, анчах тем самантра тавралӑх уншӑн нӳхреп пекех тӗттӗмленчӗ, кӗҫех вӑл ахлата-ахлата пылчӑклӑ йӗпе тротуар ҫине лӗнчӗр кукленсе ларчӗ…

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Урам урлӑ каҫсан йӗпе тротуар ҫинче ӑнсӑртран шуҫса ӳкес мар тесе анаталла Таранов васкамасӑр утрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех