Шырав
Шырав ĕçĕ:
10-11. Аслӑ священник усал Симон элекленӗ пек мар, пачах урӑхла пулнине кӑтартса панӑ: ку пуянлӑх — пӗтӗмпех тӑлӑх арӑмсемпе тӑлӑх ачасем упрама шанса панӑ пурлӑх, пӗр пайӗ — питӗ паллӑ ҫыннӑн, Товия ывӑлӗ Гирканӑн, пурлӑхӗ; мӗнпурӗ тӑватҫӗр талант кӗмӗл, икҫӗр талант ылтӑн; 12. вӑл: сӑваплӑ вырӑна, пӗтӗм тӗнчипех хисепе хуракан Турӑ Ҫуртне, никам та тӗкӗнес ҫук тесе шанса тӑракансене ниепле те кӳрентерме юрамасть, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Леш пуҫкӑшӑльсем вара Хелемпе Товия валли, Иедайпа Софония ывӑлӗ Хен валли пулӗҫ, асӑнмалӑх вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче упранӗҫ.14. А венцы те будут Хелему и Товии, Иедаю и Хену, сыну Софониеву, на память в храме Господнем.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: 10. Хелдай, Товия тата Иедай тыткӑнран, Вавилонран, таврӑнчӗҫ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Товия ырӑ кунҫулпа мӗн ватӑличченех пурӑннӑ, хӑйӗн хунӗпе хунямӑшне чипер чысласа пытарнӑ; ӗнтӗ вӗсенӗн мӗнпур пурлӑхӗ те, ашшӗн пурлӑхӗ те ӑна юлнӑ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Товия арӑмӗпе, ачи-пӑчипе Екбатана хӑй хунӗ Рагуил патне куҫса кайнӑ.После того Товия с женою своею и детьми своими отправился в Екбатаны к Рагуилу, тестю своему,
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Товитпа Товия ура ҫине тӑрсан Ангела текех курман вара.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫак сӑмахсене илтсен, Товитпа Товия аптӑраса кайнӑ, хӑранипе иккӗшӗ те ҫӗре ӳпне ӳкнӗ.16. Тогда оба смутились и пали лицем на землю, потому что были в страхе.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсем патне хӑнана Ахиахар тата хӑйпе пӗртӑванӗн ывӑлӗ Насвас та ҫитнӗ; 18. вӗсем Товия туйне ҫичӗ кун хушши савӑнӑҫлӑн уявланӑ.17. И пришел Ахиахар и Насвас, племянник его, 18. и весело праздновали брак Товии семь дней.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ эпӗ Товия ывӑлӑма куратӑп, тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Рафаил каланӑ: Товия, эпӗ санӑн аҫун куҫӗ уҫӑласса пӗлетӗп; 7. эсӗ унӑн куҫне ватпа сӗр, вара куҫӗ йӑмӑхса ыратнӑ пек пулӗ те, вӑл ӑна шӑлса илӗ, шур илни сирӗлӗ вара, сана курӗ вӑл, тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫапла вара, Товия хӑйӗн ҫулне ӑнтарнӑшӑн Турра тав туса, Рагуилпа унӑн арӑмне Еднӑна тав туса килне кайма тухнӑ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Товия каланӑ: ҫук, аттем патне хамах яр, тенӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Туй ӗҫки вӗҫленсессӗн ӗнтӗ Товия Рагуила каланӑ: ярах ӗнтӗ мана, халӗ те аттемпе аннем мана курасса сунмаҫҫӗ пулӗ, тенӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Куллен-кун вӑл хула тулашне, ачисем кайнӑ ҫул ҫине, тухса тӑнӑ; кунӗпе нимӗн те ҫимен, ҫӗрле вара Товия ывӑлӗшӗн йӗнӗ, йӗме чарӑнман; Рагуил унӑн ывӑлне тупа тутарса туй ӗҫки иртсе кайиччен, вунтӑватӑ талӑк иртиччен, тытса тӑнӑ кунсене вӑл ҫапла ирттернӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Товия ашшӗ Товит ӗнтӗ кашни куна шутласа тӑнӑ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Товия вара арӑмне пехилленӗ.
Тов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Товия ӗнтӗ Рафаила чӗнсе илсе каланӑ: 2. Азария тӑванӑм, хӑвпа пӗрле пӗр чура, икӗ тӗве ил те Миди ҫӗрне Рага хулине Гаваил патне кай; эсӗ унтан манӑн кӗмӗлӗме илсе килӗн, тата ӑна хӑйне те ман патӑма туя ертсе кил.
Тов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Товия вара акӑ ҫапла каласа кӗлтунӑ: эй аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ мухтавлӑ, Санӑн сӑваплӑ яту та мухтавлӑ, вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех чаплӑ!
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем пӳлӗмре хӑйсем иккӗшех юлсан, Товия вырӑн ҫинчен тӑнӑ та каланӑ: тӑрах, тӑванӑм, Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвар, ҫырлахтӑрччӗ Вӑл пире, тенӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кӗнӗ чухне Товия, Рафаил каланӑ сӑмаха аса илсе, хайхи пуллӑн чӗрипе пӗверне тӗтӗркӗче хурса тӗтӗрнӗ.2. Он же идя вспомнил слова Рафаила и взял курильницу, и положил сердце и печень рыбы, и курил.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.