Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тимӗрҫӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Тимӗрҫӗ (тĕпĕ: тимӗрҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыран мар тепӗр кун мана тытайман пулӑттӑн кунта — ҫар вӗренӗвне илсе каяҫҫӗ пире, — тимӗрҫӗ ҫамки ҫинчи тарне тутӑрпа шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тимӗрҫӗ лаҫҫине Уртемей мучи ахаль килмен, ӗҫпе — ҫава туптаттарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн чуль пурӑнатӑп, кун пек ҫуркуннене астумастӑп, — ялти патриарх Калта Уртемейӗ тимӗрҫӗ лаҫҫине шавлӑн пырса кӗчӗ те Ванюша алӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Те ӑна тимӗрҫӗ вучахӗ пӗҫертнӗ, те ачаран кӗре сӑн-питлӗ ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш ӗҫне пӗтерсе тимӗрҫӗ лаҫҫинчен таврӑнатчӗ, Ваҫиле лавккана тӑварпа шӑрпӑк туянма килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗркӗчсене сарса янӑ ӗнтӗ, мӑлатук ҫӗкленӗ тимӗрҫӗ ӗҫе хатӗр тӑрать…

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунта тимӗрҫӗ цехӗнчи вучах умӗнче тӑракан рабочисен, правлени картишӗнче пухӑннӑ колхозниксен, сейнер палуби ҫинче тӑракан пулӑҫсен ӳкерчӗкӗсем пур.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ташла, тимӗрҫӗ, аллу ҫыннӑнни пек мар сан, тем тума та, тем ӑсталама та пӗлекен, пурне те тӗлӗнтерекен алӑ — ташшу та ҫыннӑнни пек ҫеҫ мар пулмалла сан.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Тухрӗ те тепӗр кун ирхине Павӑл тимӗрҫӗ лаҫҫинчен пирус туртма арман чулӗ ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Хывӑнса тӑхӑнмасан та юрӗ, — хӗрсен ҫулне пӳлчӗ тимӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ӗҫ вӑл Павӑлӑн хӑйӗн те нумайччӗ-ха, талӑкӗ-талӑкӗпе сунтал умӗнче тӑмалӑх та пурччӗ, апла пулин те, Павӑл тимӗрҫӗ лаҫҫине вӑхӑтра хупса тухма алӑ ҫавӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Хуллен ҫеҫ утрӗ тимӗрҫӗ, анчах тем вӑхӑтра кантӑр пусси урлӑ каҫрӗ, Акивер хӗррине пырса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Пӗлтӗр ҫулла вӑл тимӗрҫӗ лаҫҫи умне пӗр машина хӑма-пӗрене пырса тӑкрӗ те урамри ачасем пулӑшкаланипех сцена пекки ӑсталарӗ, ларма саксем турӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ав, килнӗренпе тӑватӑ-пилӗк сӑмах каларӗ-и, каламарӗ те-и. Ир тӑрать те тимӗрҫӗ лаҫҫине каять, таврӑнать те килте ӗҫ тупать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Павӑл тимӗрҫӗ лаҫҫинчен иртерех таврӑнчӗ те амӑшне: «Сӑра ту, анне, ҫитӗ каччӑра ҫӳресе, вӑтӑралла пыратӑп», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

«Тимӗрҫӗ Патманов тин салтакран таврӑннӑ пекех-ха вӑл, вунсаккӑрти хӗр те сиксех качча тухӗ-ха ӑна», — теҫҫӗ ялта.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Энтри те тимӗрҫӗ лаҫҫинчех ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Виссарион Игнатьевич каланӑ тӑрӑх, аслашшӗне Марина касӑ йышӑнма хушман, апла пулин те Тимахван мучи састӑпне тимӗрҫӗ лаҫҫине кайсах ҫивӗчлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫичӗ Пӳртре Шелеми тимӗрҫӗ килӗнче Чӗкеҫ ятлӑ хӗрача ӳснӗ.

В Сюндюкове в семье кузнеца Шелеми росла девочка, звали ее Ласточка.

Чӗкеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/519

Пирӗн ача сачӗпе тимӗрҫӗ лаҫҫи тӗлме-тӗл…

Куҫарса пулӑш

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех