Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӑмахлатӑн (тĕпĕ: сӑмахла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Асамҫӑ пекех сӑмахлатӑн эсӗ, мучи, — старике мухтаса илмесӗр чӑтаймарӗ Ишмук.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗнле вилӗм ҫинчен сӑмахлатӑн, тусӑмҫӑм?

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсӗ акӑ ялан хӑвӑн ҫинчен сӑмахлатӑн, хӑлхасене хуплас килет.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ытлашши сӑмахлатӑн, Лупин-Горбатый князь!

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тем пирки сӑмахлатӑн эсӗ, нимӗн те ӑнланмастӑп, — терӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунти пек турӑ ҫынниех, сӑмахласса та кунти ҫынпа сӑмахланӑ пекex сӑмахлатӑн унпа; ҫапах та чӗре патӗнчи… сӑмаха каласси патне, ҫитсен куратӑн: ҫук! ӑслӑ ҫынсем, анчах сана кирлисем мар! ҫакан пек ҫынсемех, анчах сана кирлисем мар! ҫук, тӑвансем, вырӑс чунӗ юратнӑ пек юратма, ӑспа е мӗнпе те пулин урӑххипе мар, турӑ панипе мӗн-пурӗпе, хӑвӑн ӑшӑнта пуррипе мӗн-пурӗпе юратма-а!.. пултараймаҫҫӗ!» тет Тарас; вӑл аллине сулать, кӑвакарнӑ пуҫне силлесе илет, мӑйӑхне хускатса малалла калать:

Также божий человек, и разговоришься с ним, как с своим; а как дойдет до того, чтобы поведать сердечное слово, — видишь: нет, умные люди, да не те; такие же люди, да не те! Нет, братцы, так любить, как русская душа, — любить не то чтобы умом или чем другим, а всем, чем дал бог, что ни есть в тебе, а… — сказал Тарас, и махнул рукой, и потряс седою головою, и усом моргнул, и сказал:

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Сӑмахлатӑн та!

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Мӗн сӑмахлатӑн, Иванов… чарӑн!

— Что вы, Иванов, полноте!

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Акӑ, эсӗ кунта мужиксемпе сӑмахлатӑн, ун пек те кун пек… эпӗ — ӑнланатӑп, тӳрӗ марри, ирсӗрри пит нумай — тӗрес, ачам…

Вот ты там с мужиками говоришь, то да се… я понимаю, очень много неправильного, подлого — верно, брат…

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Ҫапла ҫав, тӗрӗс сӑмахлатӑн эсӗ, — килӗшрӗ Таграт.

— Да, ты правильно рассуждаешь, — согласился Таграт.

Тавыль пурнӑҫӗнчи улшӑну // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Сӑмахлатӑн, анчах усӑсӑр, — ҫирӗппӗн татса каларӗ Макариха.

— Толкуешь, да не то! — твердо возразила Макариха.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пит чипер сӑмахлатӑн эс…

Хорошо ты говоришь…

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сӑмахлатӑн! — терӗ те Петя, мӑнаҫлӑн пуҫне сулчӗ.

— Говоришь! — Петя с достоинством кивнул головой.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех