Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сценӑна (тĕпĕ: сцена) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗн тума та ҫук, Обломов театра кайрӗ, унта вӑл сценӑна ҫӑтса ярас пекех анасларӗ, ӗнсине хыҫкаларӗ, урисене пӗр-пӗрин ҫине хуркаласа ларчӗ.

Нечего делать, он ехал в театр, зевал, как будто хотел вдруг проглотить сцену, чесал затылок и перекладывал ногу на ногу.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫак сценӑна аса илсенех манӑн пуҫӑм ҫаврӑнма тытӑнать.

У меня кружилась голова, когда я вспоминал об этой сцене.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах инкекӗ акӑ ӑҫта — крепостной театрти сценӑна ыран тин ӳкермелле, — декорацисем пирки ӗҫ чарӑнса тӑчӗ, ыран кӑна эпӗ Мускава тариччен хам мӗнле пулнине лайӑх тавҫӑрса илме пултаратӑп.

Но беда в том, что сцена крепостного театра сниматься будет только завтра — задержались декорации, — и только завтра я по-настоящему представлю себе, какой я была до бегства в Москву.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ вырӑс ҫарӗсен лагерьне лекнӗ сценӑна вунсакӑр хут репетици тӑваҫҫӗ.

Восемнадцатый раз репетируется сцена, где я попадаю в лагерь русских войск.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакна вӑл маншӑн мар, историшӗн каланӑ иккен (ҫапла ӑнлантарнӑ Расщепей ку сценӑна репетици тунӑ чух).

Это говорится не для меня, а для истории (так объяснял эту сцену Расщепей на репетициях).

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак сценӑна Петька та курчӗ.

Петька был при этой сцене.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Капланса килнӗ пӗлӗтсем ҫав хӑрушӑ сценӑна тӗттӗмпе хупласа лартрӗҫ, хӑраса ӳкнӗ ачасем каялла ҫаврӑнса пӑхмасрах сиккипе тара пачӗҫ.

в эту минуту на луну набежали облака и скрыли страшную картину от перепуганных мальчиков, которые бросились бежать, в темноте не разбирая дороги.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак сценӑна чӑпар чӑхӑ курнӑ та чӑтаймасӑр кулса янӑ.

Эту сцену увидела пёстрая курица и не выдержав засмеялась.

Тӗлне пӗлмен кушак // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 171 с.

Ирхи апат хыҫҫӑнах спортпа туслисем — стадиона, сценӑна юратакансем — акт залне, ӳкерме е алӗҫ ӑсталама кӑмӑллакансем ӳкерӳ урокӗсене ертсе пыракан Надежда Андреевӑн ӗҫ пӳлӗмне саланаҫҫӗ.

После завтрака дружные со спортом идут на стадион, любящие сцену - в актовый зал, желающие рисовать или рукодельничать - в рабочий кабинет учителя рисовании Надежды Андреевой.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Манӑн Атӑл урлӑ ишсе каҫмалла-ҫке-ха. Ҫав сценӑна сивӗ шывра ӳкерме тиврӗ…

Мне надо было переплыть через Волгу. Эту сцену пришлось снимать в холодной воде...

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Унти тӗп сӑнара калӑпланӑ актриса Тани Юн ҫапла аса илнӗ пулнӑ: «Ман валли те сахал мар терт тупӑнчӗ ун чухне: ҫулла ӳкермелли сценӑна темшӗн кая хӑварчӗҫ те кӗр пуҫлансан тин ӗҫе тытӑнчӗҫ…

Главная героиня этого фильма актриса Тани Юн вспоминала так: "И для меня было много трудностей тогда: сцены, которые должны были сниматься летом, оставили и начали эту работу только осенью...

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Сценӑна кӗҫех пӗрлештернӗ хор йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех