Шырав
Шырав ĕçĕ:
44. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра кураймансене ырӑлӑх тӑвӑр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн, хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр; 45. эсир ҫапла ҫеҫ Ҫӳлти Аҫӑр ывӑлӗсем пулатӑр; Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир Санӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнтӑмӑр, 11. Эсӗ вӗсене пире Хӑвӑн чурусем, пророкусем, урлӑ панӑ, Эсӗ каланӑ: «эсир хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр таса ҫӗр мар, вӑл ют халӑхсен тасамарлӑхӗпе, вӗсен йӗрӗнчӗкӗсемпе вараланнӑ, вӗсем ҫӗре пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитиех ирсӗрлетнӗ. 12. Ҫапла ӗнтӗ, хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене качча ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене те ывӑлӑрсем валли качча ан илӗр; ҫав ҫӗрӗн ырӑлӑхӗпе пурӑнса ӑна хӑвӑр ывӑлӑрсем валли еткерлӗхе хӑварас тесессӗн, вӗсене ӗмӗрне те тӑнӑҫлӑ ырӑ пурӑнӑҫ ан сунӑр» тенӗ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2