Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сталинӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн чухне паттӑрлӑхпа палӑрнӑ ентеше Совет Союзӗн Аслӑ Ҫар пуҫӗн Сталинӑн Тав хучӗпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Ҫӳлти кӗтесӗсенче — Ленинпа Сталинӑн тӗссӗрленнӗ сӑнӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Советлӑ Социализмлӑ Республикӑсен Союзӗнче Ленинпа Сталинӑн коммунистсен партийӗ ертсе пынипе капитализм стройне пӗтерсе лартнӑ, ку енчен вӑл тӗнчери пӗртен-пӗр ҫӗршыв.

Союз Советских Социалистических Республик — единственная в мире страна, где под руководством коммунистической партии Ленина — Сталина уничтожен капиталистический строй.

Ҫурҫӗр енчи вӑтам тӑрӑхра ҫӗршыв пуянлӑхӗпе епле усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эсӗ, мӗн, культ йӗркисене пӗтересси вӑл — Сталинӑн киревсӗр енӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларасси кӑна тетӗн-им?

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав саккунсӑр ӗҫсене витсе, хупласа тӑнӑ Сталинӑн авторитечӗ питӗ пысӑк пулнӑшӑн кӑна та мар йывӑр пулнӑ, ҫав вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫул та, ун хыҫҫӑнхи ҫулсем те ҫара саккунсӑр ӗҫсен историйӗ кӑна пулманшӑн йывӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйӗн куккӑшӗ тӗрмене мӗншӗн лекнине Таранов пӗлет: пӗр улах хваттерте юлташӗсемпе пӗрле эрех ӗҫсе ларнӑ чух Сехмет Сантӑркки сӑнӳкерчӗк ҫинчи Сталинӑн икӗ куҫне те ҫӗҫӗпе чиксе шӑтарнӑ: «Эс халӑха вырӑс патшисенчен те ытларах инкек кӑтартатӑн, тӗнче ҫине пӑхма вӑтанмалла сан — ҫакӑнта та пулин куҫсӑр юл!» — кӑшкӑрнӑ хӑй.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах ку нумая пымарӗ, вӗсен шӑв-шавне катаран илтӗнекен «Сталинӑн» хулӑн, тимӗр сасси хупласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫакна кура Алендеев хӑй Сталинӑн «шанчӑклӑ йытти» пулнине ҫирӗплетме май паракан юлашки «снарядне» кӑларса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫав патшалӑхӑн политика системине йӗркелес, ун экономикине, оборона хӑватне ӳстерес, ӑна тулашри тата шалти тӑшмансенчен хӳтӗлес ҫӗрте Сталинӑн тӳпи, паллах, вышкайсӑр пысӑк пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Уйрӑмах Сталинӑн халӑх умӗнчи айӑпӗ вышкайсӑр пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Сталинӑн ҫӑтӑр-ҫӑтӑр саккунӗсем татах та хивре пӑркӑчланчӗҫ, кивӗ налуксем ҫумне ҫӗннисем хушӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗтерне куҫӗсем Сталинӑн тӗпелте ҫакӑнса тӑракан портречӗ ҫине ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ковалевски, чӗнмесӗр уткаласа ҫӳренӗ Сталинӑн туйӑмӗ темле кӑмӑллӑ мар пулса пынине асӑрхаса, ҫакна каласа хума васкать:

Ковалевский, видя, что у молчаливого Сталина складывается нежелательное впечатление, поспешил подчеркнуть:

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ку вӑхӑт тӗлне Сталинӑн запасной ҫулсем ҫине илсе кайса тӑратнӑ вагонӗнчи телефонне хулари телефонпа сыпса пӗрлештерме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ.

К этому времени вагон Сталина, отведенный на запасные пути, был включен в городскую телефонную сеть.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сталинӑн куҫхупанки ҫинчи пӗрӗнчӗксем каллех тӑнлавӗ ҫинелле шӑвӑнаҫҫӗ.

У Сталина снова побежали морщинки от век на виски.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

(Сталинӑн уссийӗ айӗнчи мӗлки кулнӑ пек пулчӗ).

(У Сталина усмехнулась тень под усами.)

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ман куҫӑмсем умне аслӑ Сталинӑн сӑнарӗ, яланах хампа пӗрле пулнӑ, хама кашни ҫапӑҫура хавхалантарса пынӑ хаклӑ ҫыннӑн сӑнарӗ тухса тӑчӗ.

Перед моим взором встаёт образ великого Сталина, знакомые любимые черты того, кто всегда был со мной, кто вдохновлял меня в каждом бою.

4. Совет Союзӗшӗн тӑрӑшса пурӑнӑп! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Аслӑ Сталинӑн кашни сӑмахӗ тӑван ҫӗршыв телейӗшӗн ҫапӑҫма алла хӗҫпӑшал тытнӑ боеца иксӗлми вӑй-халпа сӳнми шанчӑк парать.

Каждое слово великого Сталина давало неиссякаемую энергию и неиссякаемую надежду воину, взявшему в руки оружие для борьбы за счастье Родины.

Дубовичири парад // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тимӗр пек ҫирӗп Феликс Ленинӑн тӳрӗ те чун-чӗререн парӑннӑ ученикӗ пулнӑ, Сталинӑн тӳрӗ те чун-чӗререн парӑннӑ тусӗ пулнӑ вӑл.

Твердый, как железо, Феликс был верным и преданным учеником Ленина и верным и преданным другом Сталина.

Сӑнчӑрсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Вӑл Сталинӑн гениллӗ планне — нимӗҫсен пысӑк группировкине Днепр шывӗ ҫинче ҫавӑрса илессине пурнӑҫлакан командующине тытса чарчӗ, танк ҫинчен антарса унӑн ячӗпех хӑратса хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерчӗ.

И этого командующего, осуществлявшего здесь сейчас гениальный сталинский план окружения огромной немецкой группировки, лейтенант Пастухов задержал, заставил вылезти из машины, грозил ему его собственным именем, подверг опасности обстрела.

Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех