Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Смион (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗрӗс, тӗрӗс, — ун хутне кӗчӗ Смион хаджи.

— Надо, надо, — поддержал его Хаджи Смион.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Халӑха хисеплеменне эп те асӑрхарӑм-ха, — килӗшрӗ Смион хаджи.

— Да, и я заметил, что не уважает, — согласился Хаджи Смион.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл пит те ӑста вылять, — хирӗҫ пулчӗ ӑна Смион хаджи.

Он хорошо играет, — возразил ему Хаджи Смион.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Такам пӗри ӑна чарасшӑн пулса мӑкӑртатрӗ, Смион хаджи хӑйне шӑппӑн итлекенсенех ҫилле хывса макрашса илчӗ.

Кто-то зашипел на него, чтобы он замолчал, а он, в свою очередь, зашипел на тех, кто слушал его объяснения.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Смион хаджи ӑнлантарса пачӗ вара, йӗресси вӑл ытла ҫӑмӑл та мар иккен, вӑл — пултарулӑх, Румынире те авӑ пӗр-тӗр виле кӑларас чух йӗрекенсене юри кӗрӗшсе тытаҫҫӗ тесе халӑха ӑнлантарчӗ.

Хаджи Смион объяснил публике, что плач — это целое искусство, и в Румынии даже нанимают женщин оплакивать покойников.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Смион хаджи ун хыҫӗнчи партӑ хушшинче ларать те, хӑй патӗнчи ҫынсене вӑл Бухарест театрӗн залӗ кунти залран самай пысӑк тесе каласа кӑтартрӗ, чаршав ҫине ӳкернӗ сенӗк мӗне пӗлтернине те вӑл ӑста ӑнлантарса пачӗ.

Хаджи Смион, сидевший за другой партой, отметил, что зрительный зал бухарестского театра значительно больше здешнего, и объяснил зрителям, что означают вилы, намалеванные на занавесе.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Смион хаджи пирки калас пулсан, вӑл тухтӑр таврӑннӑшӑн чунтанах хӗпӗртерӗ, анчах ҫурт хуҫи умӗнче хӑй кӑмӑлне пӗлтересшӗн пулмарӗ, Юрданӑн хӗрӗ Гинка ҫеҫ хӑй калас сӑмахне каласа хучӗ-хучех.

К чести Хаджи Смиона нужно отметить, что и он искренне обрадовался возвращению доктора, но не посмел выразить это в присутствии хозяина дома, как это сделала своевольная дочь Юрдана, тетка Гинка.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Михалаки яланхи пекех кӑшт маларах ӳпӗнсе пит чипер ларса тӑчӗ, Смион хаджи вара ҫӑварне те карса пӑрахрӗ, Дамянчо ҫиҫӗмӗн хӑвачӗ хӗл кунӗнче те ялкӑшни ӑна пӗтӗмпех ҫапса хуҫрӗ пулмалла.

Но Михалаки сидел все также важно, слегка наклонившись вперед, а Хаджи Смион раскрыл рот, пораженный сокрушительной силой Дамянчевой молнии, сверкавшей посреди зимы.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тӗрӗс, Любобратич пек пӗр ҫын кӑна пулсан та, пирӗн ӗҫсем урӑхла кайнӑ пулӗччӗҫ… эпӗ хам та ун ушкӑнне кӗнӗ пулӑттӑм, — терӗ Смион хаджи.

— Да, будь здесь хоть один такой, как Любобратич, все пошло бы по-другому… и я бы встал под его команду, — сказал Хаджи Смион.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Питӗ шел ҫав, — килӗшрӗ Смион хаджи.

— Да, очень жаль, — согласился Хаджи Смион.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Дамянчо Григоров паҫӑртанпах мӗнле те пулин култармалли каласа кӑтартасшӑн хӗрӗнетчӗ, Смион хаджи сӑмахӗн вӗҫӗ ӑна шӑпах юрамалла пек туйӑнчӗ те, тинех пуҫлаҫа ячӗ:

Дамянчо Григоров, с нетерпением ждавший случая рассказать какой-нибудь длинный анекдот, ухватился за последнее слово Хаджи Смиона и начал:

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чӑн хурахсем иккен, — хушрӗ Смион хаджи те.

— Сущие разбойники, — добавил Хаджи Смион.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ҫавӑнтах, Смион хаджи арӑмӗпе тепӗр ҫамрӑк майра енне ӳпӗнсе, тем пӑшӑлтатса кала пуҫларӗ.

И, наклонясь к Хаджи Смионовице и другой молодой женщине, монахиня прошептала им что-то.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кам пирки пултӑр, тухтӑрӗ пирки ӗнтӗ, тӳррӗн каласан, — терӗ Смион лӗкӗртетсе.

— Плачет о докторе, попросту говоря, — сказал, ухмыляясь, Хаджи Смион.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хуҫа кӗрӳшӗ Хаджи Смион, ҫӑварне ӗҫме-ҫиме чыхса тултарнӑ та, пӑвӑна-пӑвӑна кулать.

Хаджи Смион, зять хозяина, набив полный рот едой, давился от смеха.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех