Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сидоров (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сидоров, ватӑ енне кайнӑ пулин те, йывӑҫ кутӗнчи юра Хӗлимунран вӑйлӑрах сирпӗтет.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хайхи, — тет Сидоров, — пӗррехинче пирӗн Хӗлимун куҫ курми пуличчен ярса лартнӑ, хывӑнман та, арӑмӗ патне те ҫитеймен, алӑк ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫинчех ҫӗрӗпе хуп турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хыпарне Сидоров пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Шӑпланӑр, юлташсем! — ушкӑн варрине тухса тӑчӗ Сидоров.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сидоров Ҫтаппансем тункатасене ҫӳллӗ хӑварнине асӑрханӑ та вӗсене хайхискерсене кайсах ятласа килчӗ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сидоров ҫӗпӗрте эстакада ҫинче ӗҫленӗ, ҫавӑнпах-ши халӗ пӑчка питӗ тунсӑхласа ҫитнӗн алла ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сидоров валли ӗҫ чӑнах та тӳрех тупӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чире персе юлхавланнӑшӑн Сидоров ӑна бригадӑран хуса янӑ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сидоров бригада ҫыннисем патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ай-яй ӑслӑ пуласшӑн, — пуҫне пӑркаларӗ Сидоров, — хура пулсан та хамӑнах тенӗ пек, тӑнсӑр пулсан та хам бригада ҫынниех, хӑнӑхнӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сидоров бригадине ӗҫлеме ҫӗнӗ вырӑна куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мӗн пулчӗ тата? — пӑчка тунката ҫине лартрӗ Сидоров.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чим-ха, мӗн, Сидоров патне ярас пуль сана.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Малтан Иванов (Петров, Сидоров…), ытла чаплах мар пулин те, литератор пулнӑ, кӗнекесем те ҫыркаланӑ, теҫҫӗ, анчах кайран лит-оратор пулса тӑнӑ: хӑй нимӗн те ҫырман, ҫынсем ҫырнине тиркенӗ те мӗнле ҫырмаллине вӗрентнӗ, ҫавӑн пиркиех ӑна пысӑк писатель тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.

Анчах эпӗ Иванов та, Сидоров та мар.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Иванов та е Сидоров та ик ҫӗр процент тултараҫҫӗ, тен, ытларах та пулӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мӗншӗн Сидоров е тата урӑхла мар?»

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта палӑрнӑ Палатай (Сидоров Ҫтаппан), Ильпарӑс (Ильин Ҫтаппан), Михапар (Федоров Федот), Ухтиван («чӑвашла; вырӑсла ячӗ паллӑ мар» тенӗ ун пирки пӗр хут ҫинче), ҫаксен ячӗсем паян кунчченех халӑх асӗнче пурӑнаҫҫӗ.

Имена геройски проявивших себя в той войне людей живут в народной памяти по сей день. Это Палатай (Сидоров Степан), Ильбарос (Ильин Степан), Михабар (Федоров Федот), Ухтиван («по-чувашски; русское имя неизвестно» — сказано о нем в документах).

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шурча вӑрҫи хыҫҫӑн Палатай Ҫтаппанне (Сидоров Степана) ҫар сучӗ пин хут шпицрутенпа (хулӑпа) ҫаптарса тӑватӑ ҫула каторгӑна ӑсатнӑ.

После подавления Акрамовского восстания Степана Палатая (Сидорова) военный суд присудил к тысяче ударов шпицрутенами и четырем годам каторги.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юлашки вӑхӑтра ҫӗнӗрен палӑрнисем ҫаксем: унччен вулӑсри кулава пулнӑ Юнкӑ ҫынни Романов Макар, Чиркӳллӗ Тутараньсем Иванов Карачӑм, Иванов Ваҫлей, Михайлов Энтри; Аначкасси ҫыннисем Иванов Аверкипе Ҫтаппан; Тепте ял этемми, унччен те пӗр-ик хут айӑпланнӑ паттӑр Сидоров Ҫтаппан (Палатай); Пушкӑрт ял ҫыннисем Никитин Пракахвипе Алексеев Кавӗрле; Ҫатрасем, ял халӑхне сӳлтен хушнӑ йӗркесене йышӑнма чарса тӑнӑ Дмитриев Энтри; Хураҫка ял ҫынни Сергеев Макҫӑм, Урпашсем Григорьев Хӗветӗр (ку ҫынна уйрӑмах астуса тӑрӑпӑр), Кожваш ҫармӑсӗ, штатра тӑман тиечук (псаломщик?) Алеев Макҫӑм т. ыт. те, т. ур. те.

Появлялись все новые и новые имена: бывший волостной голова, уроженец Юнги Макар Романов; выходцы из Церковной Тутарани Герасим Иванов, Васьлей Иванов, Андрей Михайлов; Ивановы Степан и Аверкий из Аначкасов; уроженец Тепте, до этого уже дважды обвиненный в неподчинении властям батыр Степан Сидоров (Палатай); жители башкирских деревень Прокофий и Гавриил Алексеевы; Андрей Дмитриев из Сятракасов, не раз восстававший против властей; уроженец деревни Хураська Максим Сергеев; урбашцы Федор и Василий Григорьевы (о последнем речь будет ниже); мариец из Кожваш. дьяк-самоучка (псаломщик?) Максим Алеев и многие, многие другие…

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех