Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Моавпа хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр; унӑн ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Ар хулине Эпӗ Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ, терӗ; 10. унччен унта эмимсем — аслӑ та йышлӑ халӑх, Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем — пурӑннӑ, 11. рефаимсем хушшинче вӗсем Енак ывӑлӗсем пек шутланнӑ; моавсем вара вӗсене эмимсем теҫҫӗ; 12. Сеир тӑвӗ ҫинче ӗлӗк хоррейсем пурӑннӑ; анчах Исав ывӑлӗсем вӗсене унтан хӑваласа ярса хӑйсен куҫӗ умӗнчен пӗтерсе тӑкнӑ та вӗсен вырӑнне вырӑнаҫнӑ — Израиль йӑхӗ хӑйне Ҫӳлхуҫа еткерлӗхе панӑ ҫӗре йышӑннӑ пек вырӑнаҫнӑ; 13. ҫапла ӗнтӗ, тапранса тухӑр та Заред айлӑмӗпе иртӗр, терӗ Туррӑмӑр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпир вара хамӑр тӑванӑмӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫумӗнчен тӳремлӗхри ҫулпа Елаф хули патӗнчен тата Ецион-Гавер хули патӗнчен иртрӗмӗр те Моав пушхирӗ еннелле пӑрӑнса кайрӑмӑр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 3. ҫак ту тавра ҫӳресе ҫитӗ сире, ҫурҫӗрелле ҫаврӑнӑр; 4. халӑха хуш, кала: эсир хӑвӑр тӑванӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫӗрӗсем урлӑ иртӗр, вӗсем сирӗнтен хӑраса ӳкӗҫ; 5. анчах вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарасран сыхланӑр, Эпӗ сире вӗсен ҫӗрне ура лаппи пусмалӑх та памастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Сеир тӑвне Исав аллине панӑ; 6. апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӗмӗлле туянса ҫийӗр, шывне те вӗсенчен кӗмӗлле туянса ӗҫӗр; 7. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ тӑвакан пур ӗҫе те пилленӗ, эсӗ ҫак аслӑ [та хӑрушӑ] пушхирте ҫӳренӗ чухне сан хутна кӗрсе тӑнӑ; акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӗрӗх ҫул санпала пӗрле; эсӗ ҫитменлӗх мӗнне пӗлмерӗн, терӗ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпир каялла ҫаврӑнтӑмӑр та, хама Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, пушхире Хӗрлӗ тинӗс патнелле тухса кайрӑмӑр, Сеир тӑвӗ йӗри-тавра чылай вӑхӑт ҫӳрерӗмӗр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ҫав ту ҫинче пурӑнакан Аморрей сире хирӗҫ тӑрса тухрӗ те, тапӑнакан пыл хурчӗсем пек хӑваласа, сире Сеир сӑртлӑхӗ ҫинче мӗн Хормана ҫитичченех пӗтерсе пычӗ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак сӑмахсем вӗсем Моисей пӗтӗм Израиль халӑхне каланӑ сӑмахсем: кӑна вӑл Иордан леш енчи Суфпа тӗлме-тӗл тӳремлӗхри пушхирте, Фаранпа Тофел, Лаван, Асироф тата Дизагав хушшинче, 2. Хорив тӑвӗ патӗнчен вунпӗр кун кайсассӑн, Сеир тӑвӗнчен Кадес-Варни патнелле выртакан ҫул ҫинче чарӑнса тӑрсассӑн каланӑ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эдом алла лекӗ, Сеир та тӑшманӗсен аллине лекӗ, Израиль вара хӑйӗн вӑйне кӑтартӗ.18. Едом будет под владением, Сеир будет под владением врагов своих, а Израиль явит силу свою.
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫаксем Сеир ҫӗрӗнче пурӑннӑ хоррейсен пуҫлӑхӗсем.
Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫаксем Эдом ҫӗрӗнче пурӑннӑ Сеир ывӑлӗсен, хоррейсен, пуҫлӑхӗсем.
Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сеир тӑвӗ ҫинчи идумейсен ашшӗн, Исавӑн, йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ.
Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Исав вара, Эдом теекен Исав, Сеир тӑвӗ ҫине вырӑнаҫнӑ.
Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иаков хӑй умӗнчен Исав пиччӗшӗ патне Эдом ҫӗршывне, Сеир ҫӗрне, хыпарҫӑсем янӑ, 4. вӑл вӗсене хытарса каланӑ: манӑн Исав хуҫама ҫапла калӑр: санӑн Иаков чуру акӑ ҫапла калать, тейӗр: эпӗ Лаван патӗнче пурӑнтӑм, халичченех унта пурӑнтӑм; 5. манӑн вӑкӑрсем, ашаксем, вак выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем те пур, хамӑн [Исав] хуҫамӑм умӗнче ырӑлӑх тупасчӗ тесе, эпӗ [санӑн чуру] хам ҫинчен пӗлтермешкӗн хыпарҫӑсем ятӑм, тейӗр.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вунтӑваттӑмӗш ҫулхине Кедорлаомер тата унпа пӗр канашлӑ патшасем ҫитнӗ те Аштероф-Карнаимри рефаимсене, Гам хулинчи зузимсене, Шаве-Кириафаимри эмимсене, 6. хӑйсенӗн Сеир теекен ту хушӑкӗсенче пурӑнакан хоррейсене пушхир ҫывӑхӗнчи Ел-Фаран патне ҫитичченех ҫӗмӗрсе тухнӑ.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2