Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Саккун сăмах пирĕн базăра пур.
Саккун (тĕпĕ: саккун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саккун проекчӗ 2031 ҫул тӗлне пенсие тухмалли ӳсӗме 62 ҫултан пуҫласа 65 ҫулччен ӳстерме шутлать, ҫакӑ вунӑ ҫул хушшинче пенси тытӑмӗн финанс шайлашӑвне юсама май парать, анчах та Макрон президент страховани тӳлевӗсен пысӑк срокне кӗртсен чи пысӑк ӳсӗме 64 ҫул таран чакарма хатӗр.

Законопроект предполагает повышение к 2031 году возраста выхода на пенсию с 62 до 65 лет, что позволяет в течение десяти лет восстановить финансовый баланс пенсионной системы, но президент Макрон готов снизить предельный возраст до 64 лет при введении большего срока страховых выплат.

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Мадхья-Прадеш штатра ӗне вӗлернишӗн ҫичӗ ҫула ҫити тӗрмене хупма май паракан саккун пур.

Мадхья-Прадеш — штат, в котором действует закон, запрещающий убивать коров под страхом тюремного заключения сроком до семи лет.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Саккун тӑрӑх сӑтӑрҫа 500 пин тенкӗ таран штраф пама е 2 ҫултан пуҫласа 7 ҫулчен ирӗк прависӗр хӑварма пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ ҫеҫилсе килтӗр // Владимир ГЛУХОВ. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d1%83%d1% ... 82e%d1%80/

Ӑна тӗпе хурса кӑҫалхи ҫул учитель прависене хӳтӗлеме пулӑшакан чылай саккун йышӑнӑвӗ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

— Мана тивме саккун ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку хутӗнче те ҫаплах пулчӗ: парламент сасӑсен пысӑкрах шучӗпе 50%-лӑ ҫӑмӑллӑха ҫирӗплетекен саккун проектне ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Саккун проектне тавлашмасӑр йышӑнасса кӗтнӗччӗ — апла пулмарӗ: «Тӗрӗс Раҫҫей» фракци представителӗсем пӗри те тепри ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсене транспорт налукӗн 50% чухлӗ кӑна ҫӑмӑллӑх панипе кӑмӑлсӑрланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Комитет ертӳҫи Моляков пек аксакалсем валли урӑх награда пулассине ҫирӗплетрӗ — тивӗҫлӗ саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Патшалӑх строительствин тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх комитечӗн председателӗ Андрей Марушин саккун проекчӗпе паллаштарнӑ май муниципалитет служащийӗсене хавхалантармалли хисеп палли пуласси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Унпа пӗрлех тата вӑл тӗрлӗ саккун йышӑнса хӑйӗн пурнӑҫне йӗркене-карта кӗртет.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Тӗрмеҫӗсем хирӗҫ мар: саккун ирӗк парать.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Пятакаевпа Пичуркина саккун йӗркипех ҫырӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Саккун, чӑнлӑх хӗмӗпе Хӗртер тӗпӗ-йӗрӗпе Патшалӑха суйнине, Алла ала ҫунине!

Куҫарса пулӑш

Кӗмӗл ҫӑпала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 21–22 с.

Саккун, йӗрке хушнипе, Иван Петровч хӳттипе Хайхи кашни уйӑхрах, Хӗрӗх тенкӗ ытларах Патшалӑхран Маруҫа Килсе тӑрать ҫӗн укҫа.

Куҫарса пулӑш

Кӗмӗл ҫӑпала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 21–22 с.

Хальхи вӑхӑтра утравӑн хӑйӗн правительстви тата саккун кӑларакан пуху пур.

В настоящее время на острове есть своё правительство и законодательное собрание.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Пирӗн пӗрлехи тӗллев — ӗҫлекен саккун базине йӗркелесси.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Кун пирки федерацин Атӑлҫи округӗнчи субъектсен патшалӑх влаҫӗн саккун кӑларакан органӗсен Ассоциацийӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ, вӑл Правительство ҫуртӗнче иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

— Регистраци тунӑ ҫынсене ҫеҫ арлӑ-арӑмлӑ тесе шутламалли ҫинчен калакан саккун пин те тӑхӑр ҫӗр хӗрӗх тӑваттӑмӗш ҫулта тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫемьере виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан РФ Оборона министерствин йышӑнӑвӗ унӑн тулли мар мобилизацирен хӑтӑлма май пулнӑ, анчах та ҫак саккун пурнӑҫланман.

Однако после того, как в семье появился третий ребенок, он получил возможность освобождения от частичной мобилизации в соответствии с директивами минобороны.

Виҫӗ ача ашшӗне ятарлӑ ҫар операцинчен килне тавӑрнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... hn-3398114

Ҫырнӑҫемӗн ӑсталӑха ҫивӗчлетсе пырасси уншӑн хӑйне майлӑ саккун пулса тӑчӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех