Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав вӑхӑтрах, мӗн пулса иртнине ӑнкарма тытӑннӑ май, урӑхла каласан — хама пулӑмсен уйрӑм йӗрне-паллине асӑрхамашкӑн хистесе, куратӑп: сӗтел тавра ҫӳллӗ кустӑрмаллӑ, черченнӗн ылтӑнланӑ урапасем куҫса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем йӑлтӑркка савӑт-сапапа тулсах ларнӑ, хупӑсен айккинчен пӑс тухать, тӗпӗнче вара спирт ҫунтармӑшсен сенкер вучӗ ҫиҫкӗнет.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Мана пӗр кӗтесе ертсе кӗртсен, — кунтан урӑх ниҫта та кайма ҫук пек туйӑнать, — Том пӗр алӑка уҫрӗ, кӗҫех эпӗ вучахсемпе плитасен умӗнче нумай ҫынна куратӑп; пӑс тата вӗрилӗх, ахӑлтату та тӗркӗшӳ, кӗмсӗртетӳ те кӑшкӑру, тирӗк-чашӑк чӑнкӑртатӑвӗ те шыв шӗмпӗртетӗвӗ; кунта арҫынсем, 12-14 ҫулти ачасем, хӗрарӑмсем, — эпӗ шавлӑ тӳреме килсе лекрӗм тейӗн.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унӑн пасарса кӗмӗл пек шуралнӑ лашинчен пӑс тухса тӑрать.
XV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӗсене хирӗҫ купи-купипе ҫаруран ачасем шавласа чупса пыраҫҫӗ; вӗсен аллинчи тутӑрпа ҫыхнӑ мискӑсемпе турилкисенчен сухан, йӳҫӗ купӑста тата пӑс шӑрши кӗрет.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ман умран, тӳрех урам урлӑ, пӑс кӑларса тата ҫапкаланчӑк йытӑсене хӑратса, урапасем тиенӗ платформӑсене туртса паровоз хашлатса иртсе кайрӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Чугун ҫул тӑрӑх шурӑ пӑс хумханса тӑсӑлса выртрӗ, кунтан нӑрӑ евӗрлӗ курӑнакан хура паровоз ерипен шуҫса хӑй хыҫҫӑн вакунсене туртса тухрӗ.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Шоссе сылтӑмра кӑнтарса тӑракан пысӑк сӑртран пӑрӑнса тӑсӑлать; тупа ҫул хушшинче юхан шывӑн йӑлтӑркка ҫинҫе йӗрӗллӗ айлӑм уҫӑлать; юхан шывран пӑс ҫӗкленнӗ, айлӑмӑн ешӗл тӗпӗ ҫул ҫӳревҫӗ вӗҫекен кайӑкла курӑнать.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл чӗмсӗрленчӗ; ӗҫлекен пӑс хуранӗн хусканусӑрлӑхӗ евӗрлӗ хӑрушла лӑпкӑлӑх ӑна малалла калаҫмашкӑн вӑй парса тӑрать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Шурӑ пӑс айӗнче ыйха путнӑ шыв ҫуталсах пырать, ҫӳлте вара пӑтранчӑк кӑвак сӗм палӑрать.Под белым паром просвечивала заспанная вода, а вверху наметился мутный голубой тон.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Варнава чейникри вӗри пӑс ҫийӗн куҫарнӑ май пакета шыва ӳкерчӗ, ӳкиччен тытса ӗлкӗрме хӑтланса спиртовкӑна та, савӑт-сапана та ӳпӗнтерсе ячӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Сӗтел ҫинче спиртовка, унта чейник сиксе вӗрет; ун умӗнче Варнава тӑрать, пичет пусса ҫыпӑҫтарнӑ пысӑках мар конверта пӑс палкамӗ ҫийӗн асӑрхануллӑн шуҫтарать, ҫыпӑҫтаркӑҫа апат ҫӗҫҫипе хӑйпӑтма хӑтланать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Пырса ҫапакан эшелонӑн малти пӑравусӗн пӑс хуранӗ ҫурӑлсах кайнӑ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Аманнӑ паровоз айӑкӗсенчен пӑс пӑлкаса тухать, хӑшпӗрисем ураписемпе ҫӳлелле тӳнсе выртаҫҫӗ.Валил пар из боков раненых паровозов, иные завалились кверху колесами.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Паровоз ҫурӑмӗ ҫатӑртатса ҫурӑлса кайрӗ те, паровоз ӑшӗнчен пӗлӗт пек пӑс йӑтӑнса тухрӗ, ку вӑл — нимӗн тӑвайманне кура — чунне, пӗлӗт ҫинелле вӗҫтерсе янӑ пекех туйӑнчӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кӗленче маччаллӑ аслӑ зал ӑшӗнче — пӑс мӑкӑрланать, вӑйсӑр ҫутӑ ҫутатать…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
«Куккушка» та Гусейн тетене итленӗ пек туйӑнчӗ, вӑл хуллен кӑна мӑшлатса, шурӑ пӑс кӑларса тӑчӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Эпир Васькӑпа иксӗмӗр тутӑхса ларнӑ пӑс хуранне, витӗрех татса кайнӑскере, кӗрсе вырнаҫрӑмӑр та савӑнма тытӑнтӑмӑр.Мы с Васькой забрались в паровозный котел со сквозной дырой внутри и стали наблюдать.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хупӑлча ҫинчен чӑш-ш-ш! туса пӑс ҫӗкленчӗ.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Колоча шывӗ ҫийӗнче пӑс мӑкӑрланнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫӳлти лапки ҫинче вӗри пӑс антӑхтарса ярать, анчах аялта — сивӗ.
Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.