Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуҫлӑхӗн (тĕпĕ: пуҫлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Информушкӑнпа пӗрле ку мероприятире округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан М.М.Зайнуллин, округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.Х.Идиатуллин хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа, 2024 ҫулта коммуналлӑ пулӑшусем панӑшӑн тӳлемелли хаксем пирки, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин ӑнлантарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Унта хутшӑнакансене, хӑнасемпе «чирлекенсене» Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан Валерий Денисов, спорт ветеранӗ Василий Пундяков саламласа ҫирӗп сывлӑх, спортра ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Хуравне ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов пачӗ: патшалӑх награди ҫумӗнче укҫан паракан награда ҫук.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Уява пуҫтарӑннӑ канашсене ентешлӗх ертӳҫи Юрий Тарасов, Анатолий Кибеч ҫыравҫӑ, округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Чернов, вырӑнти депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Сергей Шерне, Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов тата ытти хисеплӗ хӑнасем саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Пӗрремӗш хутра тӗл пулнӑ хитре пике ҫине тинкерсе пӑхакан вӑтам ҫулсенчи арҫын хӗре вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗн пӳлӗмӗ иккӗмӗш хутра пулнине пӗлтерчӗ те: «Тен, тӗл пулӑпӑр-ха», — тесе урамалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Арихов Пантей Арихович, эсӗ халь ыттисемпе столовӑйне ан кӗр, — терӗ тӗрме пуҫлӑхӗн ҫумӗ Шурешкин капитан сӑмси ҫине анса ларнӑ куҫлӑхне тӳрлетсе.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Управлени коридорӗнчи пӗлтерӳ хӑми ҫинче стройка пуҫлӑхӗн хушӑвӗ ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пай пуҫлӑхӗн кашни сӑмахӗ шӑл витӗр сӑрхӑнса тухать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах та совет лагерӗсенче тӑхӑр ҫул нушаланнӑ хыҫҫӑн ӑна, СССР пуҫлӑхӗн указӗпе, ирӗке кӑларнӑ, айӑпӗсене пӑрахӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялӑн хисеплӗ старости Григорий Соколов, ял пуҫлӑхӗн ӗҫне пурнӑҫласа пынӑ вӑхӑтра вилнӗ Улатимӗр Соколов староста ывӑлӗ, ҫавӑн пекех мӗнпур тӑванӗсем юпасене пӗтӗмӗшле православи масарӗнче мар, юнашар, карта хыҫӗнче, авалхи йӗркепе пытарнисен кивӗ масарӗнче лартма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Патреккел халӑх хорӗ юрланӑ хыҫҫӑн Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Марина Павлова сӑмах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Марина ВАСТУЛОВА, округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Волонтерсен пурнӑҫӗпе Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Марина Павлова, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Людмила Павлова тӗплӗн паллашрӗҫ, ырӑ ӗҫ тума ачаранах пуҫлани паянхи вӑхӑтра уйрӑмах кирлине каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ ҫумӗнчи Обществӑлла Канаш - яваплӑ пӗрлӗх, обществӑлла тӗрӗслев полномочийӗсене пурнӑҫласа пырать.

Куҫарса пулӑш

Ентеш - Обществӑлла Канашра // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/13454-e ... a-kanashra

Комсомольски округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин, культура секторӗн заведующийӗн ӗҫне тӑвакан Дарья Грибова, тӗп библиотека директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Редалия Сабитова хӗрарӑмсене Анне кунӗпе ӑшшӑн саламларӗҫ, тӑнӑҫ пурнӑҫ,ҫемьесене килӗштерсе, тату пурӑнма, ачисенчен пархатар курма сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Мероприятие хутшӑнакансене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Навигаторы детства» проектӑн регионти координаторӗ Наталья Иванова, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталья Комиссарова саламланӑ, ӑнӑҫусем суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫ пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%80%d0%b ... %bd%d3%91/

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Комиссарова та залра ларакансене Аннесен кунӗ ячӗпе саламланӑ май искусствӑсен шкулӗн преподавателӗсене, воспитанникӗсене пултаруллӑ пулнӑшӑн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв каҫӗ пурне те савӑнӑҫ парнелерӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

Ӑмӑртӑва килнӗ спортсменсене Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Г.Кузьмин, Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов, «Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов, «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.Н.Бахтеров, хӑнасем саламланӑ, тупӑшусенче ӑнӑҫусем суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлана кӗнӗ турнир вӑйлисене пуҫтарнӑ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b9%d3%9 ... %80%d0%bd/

Темиҫе теҫетке серба ун чухнехи хула пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑннӑ Бранимир Главаш вӗлернӗ, каярахпа ӑна вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи киревсӗр ӗҫсемшӗн айӑпланӑ.

Несколько десятков сербов были убиты тогдашним градоначальником Бранимиром Главашом, позднее осужденным за военные преступления.

Осиек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 0%B5%D0%BA

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех