Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пултӑм (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗҫкӗре пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӳтсем // Капкӑн. «Капкӑн», 1928. — 2№ — 3,6,13,14, с.

Эпӗ ун чухне чӑнах та апӑрша евӗрлӗрех пултӑм пуль.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Мӗншӗн тӗл пултӑм эпӗ сана? — терӗ вӑл, вӗри сывлӑшпа сывласа.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Альбина мана хӑйсен хваттернех пыма сӗнчӗ, унта вара Геннадий сӑввисене кӑтартма пулчӗ (эпӗ вӗсене вуласа пӑхасшӑн пултӑм).

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хӗвеле хирӗҫ тӑнипе, унӑн куҫӗсем пушшех те хура курӑнчӗҫ пулас, ҫав куҫсенче эпӗ хам сӑнӑма та курнӑ пек пултӑм, тен, каллех туйӑнчӗ кӑна…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

…Кайран колхоз паркӗнче пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Ҫапла пӗр ҫур сехете яхӑн ларнӑ эпӗ, пит-куҫ хамӑн, паллах, хуп-хура хуралса пӗтнӗ ӗнтӗ, куҫсем те хӗп-хӗрлех хӗрелсе ларнӑ пуль, йӗре-йӗре, анаслакан пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Эпӗ вӑл каҫ каллех Анфиса патӗнче пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ун хыҫҫӑн эпӗ Лидӑпа ҫырлана кайнӑ уҫланкӑра пултӑм, пӗр ывӑҫ ҫырла татса ҫирӗм…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ пахча вӗҫӗнче ӳсекен топольсем ҫине пӑхрӑм та кӑртах сикнӗ пек пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Куҫару ӗҫӗнче мана чылайӑшӗ ӑстаҫӑ тесе калатчӗҫ, ман куҫарусене нихҫан та хурламанччӗ, халь вара эпӗ вӑл ӗҫе те курайми пултӑм:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мана халь хулара ӳсӗр ҫӳрекен ҫынсем ӗҫре телейпе савӑнӑҫ куракан ҫынсенчен ытларах интереслентере пуҫларӗҫ, эпӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пурнӑҫри ҫутӑ сӑнсене мар, хура сӑнсене ҫеҫ куракан пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Сана такам та юратса пӑрахма пултарать, эпӗ хам та яланах сан пек хӗрача ҫинчен ӗмӗтленнӗ, анчах ак, сана тӗл пултӑм та, ҫамрӑклӑх, юрату туйӑмӗсем манӑн йӑлтах таҫта кайса хӗсӗнсе пытанса ларчӗҫ, эпӗ калаҫма пултараймарӑм…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫак калаҫу хыҫҫӑн пӗр ҫулталӑкран эпӗ сана тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Унтан сӑмахӗсене куҫарса пачӗ: «Пӗр чипер хӗрпе тӗл пултӑм та, чӗрере канӑҫ ҫухалчӗ»… — ҫакӑн майлӑ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Юлашки вӑхӑтра унта пӗчченех каякан пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Часрах ялне ҫитсе, ял-йышӗсене-тӑванӗсене: — Акӑ эпӗ — ыйткалакан ҫемйинчен тухнӑ ыйткалакан — халӗ ВУЗ пӗтертӗм, Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче пулма, тӑван ҫӗршыва сыхлама тивӗҫлӗ пултӑм! — тесе пӗлтересси килет.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Астӑватӑн-и, Караҫӑм: пӑрулас умӗн эпӗ ура ҫине те тӑрайми пултӑм.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Фермӑра пӗр сехете яхӑн пултӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Карӑккассине ҫитсен колхоз правленине кӗтӗм, кунта Ежеметьевпа тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех