Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Писательсен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эс КГБна писательсен шухӑш-туйӑмне вӑрттӑн пӗлтерсе тӑраканни!»

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Калаҫнӑ, сирӗн, писательсен, асли патӗнче те пулнӑ, — сӳрӗккӗн хирӗҫ тавӑрчӗ Нарспи Гавриловна.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сирӗн, писательсен, кӗнекисем кӑна ҫавӑн пек телейлӗн вӗҫленеҫҫӗ, чӑн пурнӑҫра урӑхларах йӗрке.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Писательсен мар, критиксен шухӑшламалла-тӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн пирки шухӑшламаллах сирӗн, писательсен.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавна пӗлсен писательсен Союзнех ҫитетчӗ пуль, анчах хайхи Ямаш Ваҫҫи вунӑ ҫул каяллах вилни ҫинчен пӗлчӗ те майӗпен лӑпланчӗ: «Тупӑкра тахҫанах ҫӗрнӗ ҫын шӑм-шакне ӳппӗн-пиччӗн ҫавӑрни илемсӗр», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Вӑл-ку енчен чи малтан писательсен тасарах пулмалла-тӑр, мӗншӗн тесен вӗсем халӑха вӗрентекенсем, — сӑмахне ҫивӗччӗн ҫавӑрттарчӗ Нарспи Гавриловна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Социализмлӑ ҫӗршывсенчи писательсен паллӑрах произведенийӗсене те издательство ҫуллен тенӗ пекех чӑвашла кӑларса пырать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Пӗр-икӗ ҫул каярах критиксем ӑна ҫамрӑк писательсен йышне кӗртетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫакӑ, пирӗн шутпа, хӑш-пӗр писательсен чи пысӑк ҫитменлӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Пӗлер, тискер вӑрҫӑ мӗнле ҫынна пирӗн писательсен ретӗнчен илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Миршӗн кӗрешесси — пирӗн писательсен тӗп задачисенчен пӗри, Александр Алга ҫакна лайӑх ӑнланать кӑна мар, вӑл ҫак кӗрешӗве хӗрӳллӗн хутшӑнать, унӑн вӑрҫа хирӗҫ, мире хӳтӗлесе ҫырнӑ сӑввисем яланах вӑйлӑ та витӗмлӗ, вулакансен чӗри патне пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Чӑваш прозине тӗпчекенсем ун ятне яланах пӗрремӗш ретри писательсен хушшине лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Иртнӗ вӑхӑтри писательсен пултарулӑхӗ ҫине ҫавӑн пек нигилистла пӑхакансене Исаев хӑй тахҫанах ҫакӑн пек ответ панӑ пулӗччӗ:

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Стенасен лаптӑкӑшӗпех — шкулпа сывпуллашакансене пурнӑҫра телейлӗ ҫул сунса ҫырнӑ лозунгсемпе плакатсем (вӗсен хушшинче тӗне хирӗҫлесе «шӑл йӗрекеннисем» те), ӑслӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе афоризмсем, кӑҫал ҫак вӑтам шкултан вӗренсе тухакансен сӑнӳкерчӗксен стендчӗ, паллӑ ученӑйсемпе писательсен портречӗсем тата ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗ ячӗпе хӗрарӑм ҫыравҫӑсене «Капкӑн» редакторӗ Николай Ишентей саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Вӗсем хушшинче тӗнче литературин классикӗсен, паянхи писательсен изданийӗсем те, ача-пӑча тата наукӑпа популярлӑ литература та, словарьсемпе энциклопедисем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗнекесем парнелерӗҫ // Е.Савельева. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%ba%d3%9 ... %97%d2%ab/

Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ чӑваш ҫырулӑхне пуҫарса янӑ Иван Яковлев ҫинчен сӑвӑсен кӗнекине кӑларма палӑртса хунӑ.

Союз профессиональный писателей Чувашии намерен издать книгу стихов об Иване Яковлеве, создавшего современную чувашскую письменность.

Иван Яковлев ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34190.html

Илемлӗ сӑмах мелӗсемпе халӑхӑн иртнӗ пурнӑҫне витӗмлӗн сӑнласа парас, ҫапла туса хальхи самана ҫыннисене ҫӗннишӗн тата хастарлӑрах тӑрӑшма хавхалантарас ӗмӗте тытса ӗҫлекен писательсен шутне Мранька Микихверӗ те кӗрет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Паллах, ҫакӑн пек хӗрӳллӗ саманара поэтсемпе писательсен те куҫ умӗнче пулакан ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем ҫинчен ҫутатса пымалла.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех