Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Петӗрӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем — Иван Мучин, Митта Петӗрӗн суйласа илнӗ калавӗсем, Степан Лашманӑн «Кӑвак хуппи» кӗнеки, Куҫма Пайрашӑн «Юрату юрри», Аркадий Эсхелӗн «Ашшӗпе ывӑлӗ», Илпек Микулайӗн «Ҫӗнӗ ҫын» ятлӑ калав сборникӗсем, Леонид Агаковӑн «Епле тӳсетӗн-ха кулмасӑр», «Качака такисем» кӗнекисене кӗнӗ кулӑшла калавӗсем; вӗсем — Хветӗр Уярпа Уйӑп Мишшин очерк кӗнекисем.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Юрлама чарӑнса, пуҫне ҫӗклерӗ те Сантӑркка, чӳречерен тӗлӗнсе пӑхса тӑракан Петӗрӗн кӑвак куҫӗсемпе ҫап-ҫара хыртарнӑ пуҫне курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Якши Петӗрӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Сасси, куҫӗ — Петӗрӗн, кӗлетки, сӑнӗ — эп палламан такамӑн.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫавӑнпа Петӗрӗн чирӗ пирки ним пӗлмесӗр пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Петӗрӗн пӗр-пӗр сӑввине асӑмра та пулин калас килсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Каллех Петӗрӗн тахҫан ҫырнӑ «Аннене» сӑвӑ йӗркисем аса килчӗҫ те, сасӑпах каларӑм:

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Астӑватӑп, 1930 ҫулта курнӑҫнӑ чух Петӗрӗн сӑнӗ тӗксӗмрехчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Петӗрӗн вара арӑмӗ мӑкӑрти, хӗрӗсемшӗн ҫӗр памаҫҫӗ, карма ҫӑвар анчах вӗсем, пӳрчӗ пӗчӗк, ӗҫӗ ӑнман.

А у него, у Петра, жена ворчит: за дочерей землю не дают, их только кормить, дом маленький, работа не ладится.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

— Мӗншӗн урлӑ пулмаллаччӗ Петӗрӗн Аксановпа? — куҫне ҫиллессӗн чалкӑштарчӗ Инесса.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Литкружок членӗсем Хумма Ҫеменӗ вӑхӑтсӑр вилнӗшӗн хурланса ирттернӗ, унтан вара Митта Петӗрӗн «Хамӑр ял ҫыннисем» романӗнчи «Ҫӗнӗ ҫӗр» ятлӑ пӗрремӗш кӗнекин сыпӑкӗсене вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫапла, ӑнмарӗ Петӗрӗн пурнӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Петӗрӗн усал ӗҫ тӑвасси ак мӗнрен пуҫланчӗ: вӑл вуникӗ ҫул тултарсан, ашшӗ ют яла платнике тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫук, Янаш Петӗрӗн ывӑлӗ евӗрлӗ мар эсӗ!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар, Петӗрӗн сулахай енне куҫса, ун хӳттипе утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗрӗн вӑрӑм та вӑйлӑ урисем иккӗ ярса пуснине тетӗшӗн виҫӗ утӑм тума тивет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑмахсене илтсен, Петӗрӗн пӗтӗм кӗлетки сӑ-ӑрр! туса, чӗтресе илчӗ — тетӗшӗ тем тесен те ырӑ мар шухӑш тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем унчченех хатӗрленнӗ пулмалла — ял тӑрӑх ҫав сасӑ янӑраса кайсанах, пӳрчӗсенчен васкамасӑр тухса, мечӗт еннелле сулланчӗҫ, чылайӑшӗ ӑмсанчӑк куҫпа Петӗрӗн ытарайми ӑйӑрӗ ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепри, шӗвӗр сухалли, хӑнчӑртарах куҫли, ҫи-пуҫӗпе те темех уйрӑм марри, Сахарпа Петӗрӗн аслӑ тетӗшӗ Ваҫлей пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулӗпе Аня Петӗрӗн хӗрӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех