Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Петӗр (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йытӑ ҫул ҫинче выртакан Петӗр патне чи малтан чупса ҫитрӗ, тӗттӗмре хӑйсем ӑҫтине палӑртса темиҫе хут вӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Петӗр ҫавӑнта пуль, тем амакӗ пулнӑ пек туйӑнать, — калаҫса пырать Уҫҫа.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

«Петӗр паҫӑр Тимахви патне каятӑп терӗ вӗт, ӑна ҫул ҫинче тем пулман-ши?» — ырӑ мар шухӑш килсе кӗчӗ Уҫҫа пуҫне.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Унтан вӑл Петӗр пӳрчӗн чӳречисене пӑхрӗ те ҫутӑ ҫуккине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Петӗр килӗ еннелле утнӑ май вӑйӗ пӗтсе пынине туять.

По направлению к дому Петр чувствует, что иссякают силы.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Петӗр калаҫу вӗҫленеспе пӗр вӑхӑт чӗри тӗлӗнчен тем чӗпӗтсе илнине туйрӗ те хуллен килне кайма пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Петӗр чунне йӗп пек чышса ыраттараканнисем те пулчӗҫ калаҫура: ачаллах тӑлӑха юлни, ҫӑкӑр татӑкӗшӗн кунӗпе пуянсем патӗнче ӗҫлени, хӑрушӑ вӑрҫӑ ҫулӗсем, арӑмӗнчен пӗччен юлни…

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Килӗнчен тухсан Петӗр кӳршӗ Уҫҫана курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Пӗррехинче кӗркунне енне Петӗр пӗрле шкулта икӗ класс пӗтернӗ Тимахви патне кайса калаҫса ларма кайма шутларӗ.

Однажды к осени Петр решил навестить Тимофея, чтобы сесть, поговорить, с которым закончил два класса.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Петӗр пиччен сывлӑхӗ самаях хавшаса килчӗ, ун чӗри те ыратма пуҫларӗ.

Со временем здоровье у дяди Пети ослабело, и сердце его стало болеть.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

…Ҫапла вуникӗ ҫул туслӑ пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ Петӗр пиччепе Шураҫка.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Икӗ ҫултан йытӑ ӳссе ҫитрӗ, Петӗр шутланӑ пекех ӑслӑ пулчӗ.

Через два года щенок вырос, стал умным, как считал Петр.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Ҫулла Петӗр пичче шапа хупахӗ пуҫтарса типӗтсе хурать, хӗлле вара ӑна чей вырӑнне вӗретсе ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Икӗ уйӑха ҫитсе пыракан йытӑ ҫурине мӗнле ят парас пирки Петӗр пичче шутласа та тӑмарӗ — Шураҫка.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Петӗр: — Мана чун валли пӗрре те ҫитет, темиҫе пулсан пӑхса ӳстерме те йывӑртарах пулать мана, чирлӗ ҫынна.

Петр: — Мне для души и одного хватить, вырастить нескольких мне будет трудно, больному человеку.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Петӗр пичче, унта тата пур.

— Дядя Петя, там еще есть.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Тепӗр кун Петӗр чӑтаймарӗ, урамра выляса ҫӳрекен ачасене чӗнсе илчӗ те: «Атьсем, пӗлетӗр-и, мана йытӑ ҫури кирлӗ. Эсир ялта камӑн та пулин йытти ҫӑвӑрланине илтмен-и?

На следующий день не смог выдержать, позвал на улице играющих детей: "Дети, знаете ли, мне нужен щенок. Вы не слышали, у кого там собака родила?

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Ҫапла вара Петӗр пӗр-пӗччен юлчӗ — ҫывӑх тӑванӗсем те, ачисем те ҫук.

Так Петр остался один — нет ни близких родных, ни детей.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Вӑрҫӑран килсен Петӗр савнӑ мӑшӑрӗпе нумаях та савӑнса пурӑнаймарӗ — Анна шӑнса пӑсӑлнипе вилсе кайрӗ.

После прихода с войны Петр не смог долго жить и радоваться с супругой — из-за простуды Анна умерла.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Сивӗ окопсенче, шурлӑхсенче тӑшман пульлинчен пытанса выртнисем те хӑй ҫинчен аса илтереҫҫӗ: фронтра шӑнса пӑсӑлнипе халӗ Петӗр пичче сывлӑш тухманнипе нушаланать.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех