Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Петровичӑн (тĕпĕ: Петрович) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Айлӑм тӗпӗнче — Пахом Петровичӑн тӑван ялӗ, нимрен те маларах куҫ умне тухса тӑракан техника паркӗ, колхоз сачӗ, тӳнсе кайнӑ пысӑк йывӑҫ пек курӑнакан нумай юплӗ ҫырма.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Кирил Иванча аса илсен, Пахом Петровичӑн кӑмӑлӗ ҫӗнӗрен пӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Якур пур-ҫке Пахом Петровичӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ыран Пахом Петровичӑн станцӑна каймалла.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Савӑнма тивӗҫ пулӗ-и Прохор Петровичӑн ҫакӑн хыҫҫӑн сарӑ кун илемӗпе?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ӗнер каҫхине аҫу килсе кайрӗ, — илтӗнчӗ Прохор Петровичӑн кӑмӑлсӑр сасси.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӑваттӑн халь вӗсем: Прохор Петровичӑн кӑлтӑрмач пек кускалакан арӑмӗ Кӗтерук, чӑп-чӑмӑр кӗлеткеллӗ лутра кӑна сарӑ вырӑс хӗрарӑмӗ, чӑвашла аванах калаҫаканскер; Анюкпа Улюк тата кил хуҫисен ывӑлӗн мӑшӑрӗ Тоня.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— «Кулаксене пӗтереҫҫӗ» тенӗ сӑмах сарӑлнӑ ҫул Игнат Петровичӑн ашшӗпе амӑшӗ иккӗшӗ те сасартӑк сарӑмсӑр вилеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ревлен Петровичӑн куҫӗсем тӗтреленчӗҫ, мӗн пулнине ҫаплипех ӑнланасшӑн мар пулса, вӑл выртаканни патне ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

«Ревлен Петровичӑн вӑхӑт пулмарӗ», — хуравланӑ Полина калаҫас килмесӗр.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӗҫрен Ревлен Петровичӑн ӑнсӑртран тенӗ пек Лидӑпа пӗрле тухма тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петровичӑн чӗри кӑртах турӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петровичӑн самантлӑха иккӗленсе илнӗ шухӑшӗсем ҫавӑнтах сирӗлчӗҫ, вӑл хӑйӗн ӗҫӗн ответлӑхне татах та ытларах туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ой, Тамара, апла Василий Петровичӑн кӑҫал авланма тиветех.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ кӑна ырӑ кӑмӑлпа калаҫса пынӑ Василий Петровичӑн сӑнӗ хӗрелсе кайрӗ, аллисем сисмеллех чӗтреве ерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Лена пирӗн пата Таиҫ аппа вырӑнне ӗҫлеме килесшӗн, — терӗ Тамара, Василий Петровичӑн куҫӗнчен вӑтанчӑклӑн пӑхса илсе.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сергей Петровичӑн аслӑ ывӑлӗ майор, академи пӗтернӗ, кӗҫӗнни инженер, хӑйсен комбинатӗнчех ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Эпӗ ҫав вӑхӑтра Михаил Петровичӑн хӗрне ят хурӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Санран ыйтатӑп: Михаил Петровичӑн ҫурт-йӗрне мӗн сӑлтавпа ҫӗмӗртӗн? — тепӗр хут ыйтрӗ Огуречников.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑт, ҫавӑн чухне вӑл, сирӗн тӑванӑн, Василий Петровичӑн, икӗ тимӗр кӑвакне куҫ хывнӑ та Шаккур валли вӑрлама шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех