Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пелепейри (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Церемони Пелепейри электрификаципе механизаци колледжӗн Пишпӳлекри филиалӗнче иртнӗ, ҫар службине кайиччен вӗсем иккешӗ те ҫак колледжӑн студенчӗсем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре пуҫне хунӑ СВО боецӗсене асӑнса мемориал плитисем уҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -n-3757094

Февралӗн 13-мӗшӗнче Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпӳлекри филиалӗн студенчӗсем Афган вӑрҫин ветеранӗсемпе тӗлпулӑвне йӗркеленӗ.

13 февраля была организована встреча студентов филиала Белебеевского колледжа механизации и электрификации с.Бижбуляк с ветеранами Афганской войны.

Афган вӑрҫин ветеранӗсемпе тӗлпулу иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... tn-3643101

Пишпӳлекри Культура керменӗн Елена Давыдован ӑслӑ ташӑ шкулӗнче «Пурте ташлаҫҫӗ!» ҫамрӑксемпе мастер-класс иртнӗ, унта Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпӳлекри филиалӗн студенчӗсем хутшӑннӑ.

В школе умных танцев Елены Давыдовой прошел молодежный мастер-класс «Танцуют все!» на котором были студенты Бижбулякского филиала Белебеевского колледжа механизации и электрификации.

Елена Давыдован ӑслӑ ташӑ шкулӗнче ҫамрӑксемпе мастер-класс иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3637212

— Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пелепейри педагогика училищине вӗренме кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Вӑрманта И.Николаев ячӗллӗ ҫӑлкуҫпа юнашар Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпӳлекри филиалӗн студенчӗсем валли Туризм слечӗ иртнӗ.

В лесу рядом с родником им. И. Николаева прошел туристический слет для студентов филиала Белебеевского колледжа механизации и электрификации в селе Бижбуляк.

Пишпӳлек студенчӗсем валли Туризм слечӗ ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... rn-3449969

Регионти аграри ведомствинче сӗт-ҫу продукцине 102,4 пин долларлӑх Сербие Пелепейри Сӗт комбиначӗ экспортлани ҫинчен каласа панӑ.

В региональном аграрном ведомстве рассказали, что молочную продукцию на 102,4 тысячи долларов в Сербию экспортировал Белебеевский ордена «Знак Почета» молочный комбинат.

Пушкӑртстан нацпроект шайӗнче Европӑна услам ҫуне пӗрремӗш хут экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3371684

— Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта пӗтӗмӗшле пӗлӳ илсен, ывӑл Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпӳлекри филиалӗнче электромонтера вӗренсе тухрӗ, - каласа парать салтак ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар службине чыслӑн пурнӑҫлать // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3411147

— Шкул хыҫҫӑн Пелепейри ял хуҫалӑх техникумне кӗтӗм, вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн, тӑван хуҫалӑхра механизатор пулса тӑтӑм, - уй-хирти апат вӑхӑтӗнче каласа парать Геннадий Александрович.

Куҫарса пулӑш

Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3389124

Пелепейри «Урал сасси», Ульяновскри «Канаш», Хусанти «Сувар» хаҫатсене кӑларакансен кӗтнӗ тӗлпулӑвӗ Слакпуҫӗнче пулчӗ.

Долгожданная встреча издателей газет "Урал сасси" (Белебей), "Канаш" (Ульяновск), "Сувар" (Казань) состоялась в Слакбаше.

Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Унта пирӗн паллӑ ентешӗмӗре, Пелепейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн председательне Владимир Матвеевич Яковлева, академи йышне илчӗҫ.

Там нашего известного земляка, председателя чувашской национально-культурной автономии Белебея Владимира Матвеевича Яковлева приняли в состав академии.

Халӑх академикӗ ята тивӗҫрӗ // Рудольф ИЛЬКЕЛРИ. «Урал сасси», 2016.06.22

Уяв вӗҫӗнче Пелепейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ В.М.Яковлев пурне те тав сӑмахӗ каларӗ.

В завершение праздника Председатель Белебеевской чувашской национально-культурной автономии высказал всем слова благодарности.

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Ҫавӑнпа кунта Ярмулай тата Слакпуҫ шкулӗсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене Т.А.Алексеевапа М.М.Трофимована‚ Пелепейри чӑваш гимназийӗн вӗрентекенӗсене В.К.Алексеевапа П.Г.Кирилована‚ Кивӗ Сименкке шкулӗнчи педагогсене С.В.Игнатьевапа Е.Н.Григорьевана асӑнса хӑварни вырӑнлӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Вӗсен шутӗнче Пелепей районӗн Вӗрентӳ управленийӗн специалисчӗ С.Х.Гареева‚ Пелепейри чӑваш гимнази директорӗн ҫумӗ, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В.К.Алексеева тата вырӑнти шкул директорӗ А.Ф.Никитина пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Кӑҫалхи Акатуйри чӑваш ялавне ҫӗклеме пултаруллӑ вӗренекенсем Кристина Антонова (9 кл.‚ Кивӗ Сименкке шкулӗ)‚ Рузалина Гаряева (8 кл.‚ Пелепейри чӑваш гимнази)‚ Олеся Степанова (6 кл.‚ Ярмулай шкулӗ)‚ Юлия Иванова (8 кл.‚ Слакпуҫ шкулӗ) тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Ҫурхи хӗвеллӗ кун‚ май уйӑхӗн 16-мӗшӗнче‚ Кивӗ Сименкке ялӗнчи шкулӑн ӗҫченӗсемпе вӗренекенӗсем чӑваш ачисен Акатуйне хутшӑнакансене – Пелепейри чӑваш гимназийӗн‚ Слакпуҫпа Ярмулай шкулӗсен вӗренекенӗсемпе ертӳҫисене – хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Пелепейри «Хӗвелтухӑҫ кухни» кафе ял ҫыннисемпе хӑнасене тутлӑ шашлыкпа илӗртрӗ‚ Сименккери почта уйрӑмӗ чи кирлӗ таварсем сутрӗ‚ ҫырӑнса илмелли кӑларӑмсемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Ҫаплах сӑмах хушакансен шутӗнче Пелепейри ЧНКАн ертӳҫи В.М.Яковлев‚ Ӗпхӳ хулинчи усламҫӑ Л.И.Гареева пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

«Арланское управление содержания промысловых дорог» ОООн Пелепейри ҫул-йӗр цехӗ суту-илӳ лапамӗн планне тума пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Фестиваль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пур ушкӑн та, уйрӑм юрӑҫӑпа ташӑҫӑ та Пелепейри чӑвашсен наципе культура автономин ятӗнчен диплом илме тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех