Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Парсам (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн пулнине каласа парсам эс малтан…»

Куҫарса пулӑш

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ӗнтӗ кӑштах телей парсам мана…»

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫарсам иртнишӗн, парсам аллуна — пурнӑҫ ҫулӗпе мӗн виличченех юнашар утӑпӑр».

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Парсам мана ҫӗнӗ вӑй!

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Турӑ, парсам

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ирӗк парсам, Укаслу-полковник, ман хусахсем кӑшт вӗрентсе илччӗр ӑна.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫӗнӗ ӗмӗр хушса парсам мана!

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патшашӑн ҫапӑҫма, телейлисен ҫӗршывне ҫитме сывлӑх парсам!..

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патша, — пуҫларӗ вӑл хуллен те ӗненмелле саспа, — ирӗк парсам мана каялла Хырлапа Кӗтне тӑрӑхне таврӑнма.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Манӑн саркайӑкӑм теме ирӑк парсам, тархасшӑн, — терӗ вӑл мана, куҫран шӑтарасла пӑхса, — саншӑн эп чиркӳ тӑрринчен сикме хатӗр, санпа пӗрле Ҫурҫӗр полюсне те вӗҫӗттӗм, сана валли ҫӳл тӳперен ҫӑлтӑр татса антарӑттӑм…

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

— Ырӑ ҫын, каласа парсам, хӑш ҫӗршывра апат антаракан им-ҫам тупма май пур?

— Дорогой, сделай милость, скажи нам, где, в каком государстве можно найти лекарство, вызывающее аппетит?

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Хӑйрал ҫырми пуҫне тухакан ана тӑрӑх Ҫтаппан, юлашки лаптӑка сӳрелесе тухса, лашине ана пуҫне кӑларса тӑратрӗ те, хӗвеланӑҫ еннелле ҫавӑрӑнса тӑрса: — Тырра ӑнӑҫлӑ акса пӗтерме пулӑшнӑшӑн тавтапуҫ сана, пӳлӗхҫӗм… Тухӑҫлӑ ӳстерсе парсам, — тесе пӑшӑлтатса сӑхсӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Юлан утпа ҫыран хӗррине анса хӑпарма ирӗк парсам мана, Тукай ӗмпӳ, — терӗ вӑл ҫисе ярайман ҫӑкӑр таткине кӗсйине пытарса.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кирек мӗнле чӗн, анчах аллунти пӗр пуллуна парсам мана.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Парсам, парсам пӗр чӗптӗм ырлӑх, Хӑватлӑхна кӑтарт мана.

Куҫарса пулӑш

XXXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Парсам мана халь чӑтӑм, тӳсӗм Кӗтсе илме ыр кунӑма; Сая ан кайтӑр манӑн ӳсӗм, Ҫул такӑр пултӑр пынӑ май».

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Парсамччӗ, Туррӑм, — терӗм, — хал, Парсам, тархасшӑн, тӳсӗм-чӑтӑм».

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ман артистсене сапаланса пӗтме ан парсам — пӗтӗҫтер ҫавсене хӑв тавра.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Арӑма систерме ирӗк парсам эппин.

Куҫарса пулӑш

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Канаш парсам: мӗн тӑвас?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех