Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Оборона сăмах пирĕн базăра пур.
Оборона (тĕпĕ: оборона) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патшалӑх оборона заказне пурнӑҫлакан оборона предприятийӗсен ертӳҫисене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ оборонӑпа промышленноҫ комплексӗн организацийӗсем туса кӑларакан таварсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнчи халӑх валли туса кӑларакан пысӑк технологиллӗ таварсен шайне 50 процента ҫитерме хушнине шута илме ыйтатӑп.

Обращаю внимание руководителей предприятий, выполняющих государственный оборонный заказ, на поручение Президента Российской Федерации по доведению доли высокотехнологичной продукции гражданского назначения в общем объеме продукции, выпускаемой организациями оборонно-промышленного комплекса, до уровня не менее 50 процентов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Одерӑн хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗ тӑрӑх тӑшманӑн оборонӑн юлашки ҫиччӗмӗш линийӗ тӑсӑлса каять, ҫак лини Берлинпа Одер юханшывӗ хушшинчи юлашки оборона линийӗ пулать.

По западному берегу Одера проходил седьмой, последний оборонительный рубеж перед Берлином.

14. Тӑшман ҫӗрӗ ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Керчь ҫурутравӗн хӗвелтухӑҫ енче ҫак ҫӗре оборона валли ҫутҫанталӑк хӑй хатӗрленӗ пек туйӑнакан сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта, тӑшманӑн Керчь ҫурутравӗнчи оборона командующийӗ, 5-мӗш армейски корпус командирӗ, унччен Германи генеральнӑй штабӗн крепоҫлӗ сооруженийӗсен пайӗн начальникӗ пулнӑ Альмендингер генерал ертсе пынипе вӑйлӑ укрепленисем тунӑ.

В восточной части Керченского полуострова, на местности с пересеченным рельефом, будто самой природой созданной для обороны, противник построил сильные укрепления под руководством командующего обороной Керченского полуострова командира 5-го армейского корпуса генерала Альмендингера, бывшего начальника отдела крепостных сооружений германского генерального штаба.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Садки ялӗ патӗнче полкпа оборона йышӑнма ҫӗнӗ оборона рубежӗсем йышӑннӑ чухнехи пек ӗҫсемех тумаллаччӗ, анчах халь хӑнӑхнӑ ӗҫ те ҫав тери кӑткӑс пек туйӑнчӗ.

Для занятия полком обороны в районе деревни Садки нужно было делать все то же, что делалось всегда при занятии новых оборонительных рубежей, но теперь привычное дело показалось необычайно сложным.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сӑмах май, Федерацин ҫарпа техника сотрудникӗсен службине Оборона министерствин пӑхӑнӑвӗнчен кӑларнӑ тата президента пӑхӑнса тӑракан федераци службисем патне куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путин Раҫҫей правительствин тытӑмне палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3762923

Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ – МИД, Оборона министерстви, МВД, МЧС тата Юстици министерстви - президента тӳрех пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Путин Раҫҫей правительствин тытӑмне палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3762923

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

РФ Оборона министерствин архивӗнчи документсем тӑрӑх Сергей Егорович Чернов шталаг xx с (312), Торн (халь Торунь, Польша) тыткӑна лекнисен лагерӗнче пулни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Ун хыҫҫӑн Егор Петрович мӗнпур укҫине оборона фондне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Муркаш муниципалитет округне пӗлтерӗшлӗ асӑннӑ мероприятие ирттерме Чӑваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Александр Степанов ертсе пыракан ушкӑн килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем хӑтлӑрах пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... -t-r-shacc

Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартас шутпа малашне мӗнле ӗҫсем тумаллине палӑртрӗҫ: пысӑк ҫемьеллӗ салтак арӑмӗсене пулӑшасси, ҫӗнӗ заема ҫырӑнма хатӗрленесси, ялхуҫалӑх налогӗсене хӑвӑртрах тӳлесе татасси, оборона фондне малашне те укҫа-тенкӗ, ӑшӑ тумтир, апат-ҫимӗҫ уйӑрса тӑрасси, ҫуракине тӗплӗн хатӗрленесси пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, Мускаври парадпа хавхаланнӑскер, ял ҫыннисем фронта пулӑшма тӑрӑшса ӗҫлени ҫинчен, оборона фондне хӑйсем ӗҫлесе пухнӑ укҫа-тенкӗ, аш-какай, сӗт, ҫӑмарта, тир, ҫӑм уйӑрса пани ҫинчен сӑмахланӑ май, чи нумай парне панисен ячӗсене пурте илтмелле пӗлтерчӗ, тата ытларах тӑрӑшса ӗҫлеме чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна РФ Оборона министерствин «Ҫар службинче палӑрнӑшӑн» медалӗн виҫӗ степенӗпе те наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен професси пур // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ur-3494333

Ҫакна РФ оборона министрӗн ҫумӗ Татьяна Шевцова ҫирӗплетнӗ.

Об этом сообщается со ссылкой на замминистра обороны России Татьяну Шевцову.

Октябрь уйӑхӗнчен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ӗҫ укҫине ӳстерӗҫ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%A3%D0%BA%C3% ... er-3488292

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ирттерекен индексацие шута илсе, СВОна хутшӑнакансен чи пӗчӗк укҫа-тенкӗ 210 пин тенкӗ пулать, Раҫҫей оборона министрӗн ҫумӗн Татьяна Шевцован сӑмахӗсене тӗпе хурса «Красная звезда» хаҫат пӗлтерет.

С учетом индексации, которая проводится с 1 октября, минимальные денежные выплаты участникам СВО теперь составят 210 тысяч рублей, передает газета «Красная звезда» со ссылкой на замминистра обороны России Татьяну Шевцову.

2023 ҫулхи октябрьтен пуҫласа спецоперацие хутшӑнакансен ӗҫ укҫине ӳстерӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... er-3488730

Халь пирӗн пата, Тайгинска, оборона валли ӗҫлекен института куҫарса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

СССР ОБОРОНА МИНИСТЕРСТВИ

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оборона министерствин штампне пуснӑ пӗр пӗчӗк пирус хучӗн листи хыҫҫӑн юлашки шанчӑк, вӑйсӑр, алла тытмалла та мар, пӗчӗк пӗлӗт татки пек, ҫилсӗр кунхи тӗтӗм пек шанчӑк пурччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапла ӗнтӗ, унӑн ӗҫе редакцире те ӑнмарӗ, ҫухалнӑ ҫынсене шыракан пай та ӑна нимӗнпе те пулӑшмарӗ, пӗртен пӗр куҫа курӑнакан ӗҫ вӑл — Оборона министерстви Ольга вилни ҫинчен ҫырса янӑ хут кӑна пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

СССР Оборона министерствин Архивӗ

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех