Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нюрӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳрече патӗнчех вара — савӑт-сапа ҫӗмрӗкӗ, кӗленче ванчӑкӗ тата тӑпрапа лӳчӗркенсе пӗтнӗ симӗс курӑк — Нюрӑн чӳрече ҫинче тӑракан чечекӗсен юлашкине пӗр купа купаланса выртать.

А под окном лежит груда битых черепков, стекла, земли и мятой, изломанной зелени — остатки Нюриных цветов, стоявших на подоконнике.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Сайра хутран вӑл Нюрӑн куҫкӗскийӗ ҫине пӑхса илет — унта вӑл сӗвӗнкеленӗ сӑмса, пӗлтӗрхи курӑк пек ӗнсе сарӑхса кайнӑ куҫхаршисем курать; Костя вара малтанах танлаштарса пӑхать — кам вӑйлӑрах хӗрсе пиҫнӗ-ши: вӑл-ши е Хӗветӗр-ши?

Изредка он заглядывает в Нюрино зеркальце — там показывается облупившийся нос, выгоревшие, как прошлогодняя трава, брови, и Костя заранее прикидывает, кто сильнее загорит: он или Федор.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Анчах анне пулман ӗнтӗ… вӑл вилчӗ… — Нюрӑн сасси чӗтрет.

Только мамы уже не было… она умерла… — Голос Нюры вздрагивает.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Нюрӑн тӑнлавӗсемпе сӑмса ҫунаттисем ҫине часах тар тумламӗсем пӑчӑртанса тухаҫҫӗ, хӑй ҫапах та палкама пӑрахмасть:

На висках и крыльях носа у Нюры скоро появляются капельки пота, но она не перестает тараторить:

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Нюрӑн хӗрлӗрех ҫивӗчӗсем татӑлса ыткӑнса каяс пек хӑвӑрттӑн пуҫӗ ҫине ҫӗкленсе выртаҫҫӗ.

Рыжие косы Нюры с таким негодованием взлетают, что, кажется, вот-вот оторвутся.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Нюрӑн сунас та ӳслӗк ҫеҫ, урӑх ним те ҫук.

Насморк да кашель.

Тревога // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Нюрӑн та ашшӗ фронтра…

И у Нюры тоже отец на фронте…

Чижик Холмы ялне кайрӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Тимофей Иванович Берлина хӑйӗнпе пӗрле ҫапӑҫура пулнӑ лаши ҫинче пырса кӗрӗ, атте те, Андрей те, Сашӑн ашшӗ те, Нюрӑн пиччӗшӗ те фашистсен ҫӗрӗ тӑрӑх утса тухӗҫ».

— Тимофей Иванович въедет в него на своем боевом коне, и папа, и Андрей, и Сашин отец, и Нюрин брат пройдут по фашистской земле».

Пӗтӗм ҫӗршыва // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

1. Валова Нюрӑн Маня Фроловӑна чӗнсе, унпа пӗрле Кашинӑсене кӗпе ҫуса памалла.

1. Нюре Валовой позвать Маню Фролову и вместе выстирать белье у Кашиных.

Звено дневникӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Нюрӑн куҫӗсем шывланса кайрӗҫ.

У Нюры слезы выступили на глазах.

Йӑрӑ Манька тӗнчене урӑхлатни // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Нюрӑн сӑмси хӗрелсе каять, янаххи чӗтрет.

У Нюры быстро краснеет нос, дрожит подбородок.

44 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Акӑ вӑл сӑмсине кантӑк ҫумне лектерсе тӑрать, Одинцов, хӑраса ӳксе, кантӑк патӗнчен тапса каялла сикрӗ, Нюрӑн куҫӗсем чарӑлса кайнӑ, акӑ пӗчӗк ача пӗрре ун патне, тепре Коля патне чуптумашкӑн туртӑнать.

Одинцов, отшатнувшийся в испуге от окна, он сам с приплюснутым к стеклу носом, Нюра с вытаращенными глазами и какой-то малыш, который лез то к нему, то к Коле целоваться.

41 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех