Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Новинскра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ куратӑп: нефть сан ялна ҫитрӗ, апла пулсан, Новинскра та часах пулать…

— Я вижу: нефть до твоей деревни добежал, значит и в Новинске скоро будет…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Новинскра ҫак хӗре пурте — хулара чӳречесене ҫутӑ тухасран карса ларманни, самолетсенчен бомбӑсем пӑрахманни, тупӑсенчен пеменни тӗлӗнтернӗ.

Ее все удивляло в Новинске — в городе, не знавшем затемнения, бомбардировок и артиллерийских обстрелов.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Новинскра та, хӗлле Адун ҫинче те, кунта та, утрав ҫинче, миҫе хут ӗнтӗ эсӗ, Алексей, каҫсерен ача-пӑчасем савӑннӑ пек савӑнтаракан тӗлӗк куратӑн: эсӗ хӑвӑн чи ҫывӑх, юратнӑ Мускавна таврӑннӑ!

…Сколько раз по ночам в Новинске, и зимой на Адуне, и здесь, на острове, снилось тебе, Алексей, одно и то же, родное и близкое, что делало тебя детски счастливым: ты вернулся в Москву!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Новинскра чухне пӗтӗм чул ҫуртсен никӗсӗсене проектра ҫӗнӗрен улӑштарма хушса, главный инженер ҫӗр хут тӗрӗс тунине вӑл халӗ ҫеҫ ӑнланса илчӗ.

Теперь он понял — главный инженер был сто раз прав, заставляя его в Новинске менять проекты фундаментов всех каменных зданий.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпир Новинскра кӗркунне каллех пӗр-пӗрне тӗл пулсан эпӗ паллах: Батманов улшӑннӑ-ши? — тесе шутларӑм.

Когда мы снова столкнулись с тобой в Новинске осенью, меня, естественно, интересовало: изменился ли Батманов?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Новинскра, проливри ӗҫсен проектне тунӑ чухне, трубасене сыпса пӑр ҫине антармалли ӗҫре икӗ меслет тухса тӑчӗ.

В Новинске, когда разрабатывался проект работ на проливе, возникли два варианта сварки и передвижки труб на лед.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл Новинскра аслӑ аппӑшӗ патӗнче пурӑннӑ…

Он в Новинске у тетки жил…

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Мана Новинскра эсир, Мерзляков, хӑрушӑ ҫын тесе пӗлтерчӗҫ, чӑн-и?

— Мне в Новинске говорили, что вы, Мерзляков, опасный человек, а?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унта, Новинскра, ҫав ӗҫ вӗсене вӑйӑ пек ҫеҫ курӑннӑ, Таньӑна вара вӗсем пионервожатӑй вырӑнне шутланӑ.

Там, в Новинске, оно представлялось им почти развлечением, и Таню они считали чем-то вроде пионервожатой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл Новинскра хӑй ҫине питӗ пысӑк ӗҫ илчӗ, ун пек ӗҫе хӑшпӗр арҫын та тӳсеес ҫук!

Она взяла на себя в Новинске огромную работу, которую не выдержит ни один мужчина!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сирӗн Новинскра вара лӑпкӑ-и?

А у вас в Новинске спокойно?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпир пӗлетпӗр, магистральтен пыракан чугун ҫул Новинскра татӑлать.

Как известно, в Новинске обрывается железная дорога, идущая от магистрали.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ковшов юлташ, Новинскра эсир мана: «Пролива ҫитсен, рекорд турӑм, тесе шутла», терӗр.

— В Новинске вы мне тогда сказали, товарищ Ковшов: «Дойдешь до пролива, считай, что рекорд установил.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Икӗ эрне кая Новинскра грипп чирӗ сарӑлма пуҫланӑ.

С неделю назад, в Новинске вспыхнула эпидемия гриппа.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Новинскра ҫил-тӑман виҫҫӗмӗш талӑк лӑпланмасть ӗнте.

В Новинске снежный буран не утихал уже третьи сутки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Парторг питӗ савӑнӑҫлӑ, вӑл ҫӗнӗ хыпарсем каласа кӑтартрӗ: ыран Новинскра автомобиль пухакан завода ӗҫе яраҫҫӗ, ывӑлӗ Ленька ишсе ҫӳренӗ ҫӗртен таврӑннӑ та киле килетӗп тесе телеграмма панӑ.

У парторга было отличное настроение, он рассказывал о приятных новостях: завтра пуск Новинского автосборочного завода; сын Ленька вернулся из плавания и дал телеграмму, что приедет на побывку.

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл Ефимова Новинскра ӗҫленӗ тӑрӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа та Темкин ун ҫинчен ҫапла калани ӑна шиклентерчӗ.

Он знал Ефимова по работе в Новинске, и темкинский отзыв неприятно поразил его.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Новинскра, таҫта инҫетри тылра, лӑпкӑ та ӗҫсӗр пурӑнни Алексейшӗн пысӑк инкек пек туйӑнса кайрӗ.

Несчастьем представилось Алексею его пребывание в Новинске, в глубочайшем тылу, в безопасности и безделье.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Новинскра пурӑннӑ пирвайхи кунсенче Алексейӗн пушӑ вӑхӑт нумай пулнӑ.

У Алексея оставалось много свободного времени в эти первые дни жизни в Новинске.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех