Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нарвски (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайри урисем ҫине ҫӗкленнӗ, пуҫӗсемпе чӗрнисенчен тумла пӑрӗсем усӑннӑ хура лаша кӗлеткисем ларакан Нарвски воротӑран пуҫласа, пӑрланнӑ тротуар тӑрӑх — хӗрарӑмсем, стариксем, ҫамрӑк ачасем вӑрӑм черете тӑрса тухнӑ; вӗсем пурте чӗмсӗр, ҫиллессӗн тӑраҫҫӗ, хӑшпӗрисем ҫурт стенисем ҫине тайӑннӑ; теприсем, нумай сехет хушши кӗтсе тӑнӑ чухне, хӑйсенчи ӑшша март ҫилӗнчен сыхлас тенипе пӗтӗм пит-куҫӗсене кивелнӗ тумтир ҫухисемпе витсе тӑраҫҫӗ.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Владимир Ильич, ӗҫленӗ хушӑра, чавсисемпе сӗтел ҫинче выртакан хут купи ҫине тайӑнса, Сталина куҫӗсенчен тӗллесе: — Ӗлкӗрейӗпӗр-и? Нимӗҫ драгунӗсем Нарвски ворота умне ыран ирпелех ҫитсе тӑма пултараҫҫӗ вӗт, — тесе ыйтать.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Контора кӗрсе Смольнӑя кайма наряд илет, тата паек шучӗпе пӗр чӗлӗ ыраш ҫӑкӑрӗ — тутлӑ шӑршӑ — пурнӑҫ шӑрши саракан ҫӑкӑр илет те, ӑна майӗпен бекеш кӗсъине майлаштарса чиксе, шоссе тӑрӑх Нарвски воротан хура колоннадисем еннелле утать…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Нарвски ворота текен вырӑн хыҫӗнчи шоссе ҫулӗн сулахай енче, шурлӑхлӑ-лачакаллӑ вырӑнта сапаланса ларнӑ рабочи поселокра, кивелнипе тайӑлса аннӑ ҫуртсенчен пӗринче, Путиловски заводра ӗҫлекен тимӗрҫӗ Иван Гора — ҫирӗм икӗ ҫулхи ҫӳллӗ, пысӑк сӑмсаллӑ ҫамрӑк — винтовка тасатса ларать, вӑл затвор пайӗсене сӗтел ҫине сапаласа хунӑ, сӗтел ҫинчех ҫу тултарнӑ чашӑк ҫинче вут ҫунса ларать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Страницăсем:
- 1