Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтанхи ывӑлне, Амнона, Изреель хӗрӗ Ахиноама ҫуратса панӑ; 3. иккӗмӗш [ывӑлне], Далуиана, — Авигея, Навал арӑмӗ пулнӑскер, Кармил хӗрӗ; виҫҫӗмӗшне — Авессалома, — Мааха, Гессур патши Фалмай хӗрӗ, ҫуратса панӑ; 4. тӑваттӑмӗшне, Адонияна, — Аггифа; пиллӗкӗмӗшне, Сафатияна, — Авитала; 5. улттӑмӗшне, Иефераама, Давид арӑмӗ Эгла ҫуратнӑ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Давид вара ҫавӑнта кайнӑ, унӑн икӗ арӑмӗ те — Изреель хӗрӗ Ахиноама тата Навал арӑмӗ пулнӑ Авигея, Кармил хӗрӗ — пӗрле пынӑ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давидӑн икӗ арӑмне те — Изреель хӗрне Ахиноамӑна тата Авигейӑна, Навал арӑмӗ пулнӑскере, Кармил хӗрне — тыткӑна илнӗ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давидпа унӑн ҫыннисем кашнийӗ хӑйӗн кил-йышӗпе пӗрле Анхус патӗнче Гефра пурӑннӑ, Давидпа пӗрле унӑн икӗ арӑмӗ — Изреель хӗрӗ Ахиноама тата Авигея, Навал арӑмӗ пулнӑскер, Кармил хӗрӗ — пулнӑ.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Давид Навал вилнине илтнӗ те каланӑ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ, Вӑл Навала мана намӑс кӑтартнӑшӑн тавӑрчӗ тата Хӑйӗн чурине усал ӗҫ тӑвасран ҫӑлса хӑварчӗ; Ҫӳлхуҫа Навалӑн ҫиллине Навал пуҫӗ ҫинех ячӗ, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ирхине, Навал урӑлса ҫитсессӗн, арӑмӗ ӑна мӗн курни-илтнине каласа панӑ, ӗнтӗ Навалӑн чӗри тапма чарӑннӑ пекех пулнӑ, Навал чул пек хытса тӑнӑ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Авигея Навал патне ҫитнӗ, акӑ унӑн ҫуртӗнче, патша килӗнчи пек, ӗҫкӗ-ҫикӗ пынӑ: Навал чун-чӗри те хавасланнӑ-мӗн; вӑл хӑй питӗ ӳсӗр пулнӑ; арӑмӗ ӑна мӗн ирчченех пӗр сӑмах та каламан, ун пек те, кун пек те каламан.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ чӗрӗ, мана Вӑл сана усал тӑвасран тытса чарчӗ, эхер те эсӗ ман патӑма васкаса килмен пулсассӑн, эпӗ тул ҫутӑличчен Навал кил-йышӗнчи пӗр арҫыннине те чӗрӗ хӑвармастӑмччӗ, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хуҫамӑм, Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! Ҫӳлхуҫа сана паян юн юхтарма ирӗк памӗ, санӑн аллуна тавӑрас шухӑшран тытса чарӗ; ӗнтӗ халӗ санӑн тӑшманусем, манӑн хуҫамӑма хирӗҫ усал ӗҫ тӑвас теекенсем, Навал пек пулччӑр.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Навал# ятлӑ, ӑссӑрлӑхӗ те хӑйпе пӗрлех ӗнтӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хуҫамӑм ҫав усал ҫын ҫине, Навал ҫине, ан пӑхтӑр: унӑн ячӗ мӗнле, хӑй те ҫавӑн евӗрлех.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид каланӑ: ҫапла ҫав, ку ҫын пурлӑхне пушхирте кӑлӑхах сыхларӑм эпӗ, унӑн пурлӑхӗнчен нимӗн те ҫухалмарӗ; вӑл вара мана ырӑшӑн усалпа тавӑрать; 22. тул ҫутӑличчен эпӗ Навал кил-йышӗнчи хӳме ҫумне шӑракансенчен пӗрне те пулин чӗрӗ хӑварас пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Авигейӑна, Навал арӑмне, пӗр тарҫи ҫапла пӗлтернӗ: Давид пирӗн хуҫана сывлӑх сунма пушхиртен хӑйӗн ҫыннисене янӑ, анчах хуҫа вӗсемпе питӗ тӳрккес калаҫрӗ; 15. ҫав ҫынсем пире ырӑ ҫеҫ турӗҫ, вӗсем пире кӳрентермен, вӗсемпе пӗрле хирте ҫӳренӗ чухне пирӗн нимӗн те ҫухалман; 16. эпир вӗсен ҫывӑхӗнче кӗтӳ кӗтсе ҫӳренӗ чухне вӗсем пирӗншӗн ир те, каҫ та шанчӑклӑ хӳтлӗх пулчӗҫ; 17. апла мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑх: пирӗн хуҫана, унӑн пӗтӗм кил-йышне пурпӗрех инкек кӗтет, вӑл вара — усал ҫын, унпа калаҫма та ҫук, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Навал [сиксе тӑнӑ та] Давид тарҫисене ҫапла хуравласа каланӑ: Давид кам-ха вӑл?10. И [вскочил] Навал, [и] отвечал слугам Давидовым, и сказал: кто такой Давид,
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ Давид ҫыннисем тухса кайса Навал патне ҫитнӗ те ӑна Давид сӑмахӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ та шӑпланнӑ.9. И пошли люди Давидовы, и сказали Навалу от имени Давида все эти слова, и умолкли.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид унта хӑйӗн ҫыннисене — вунӑ яш ачана — янӑ, яш ачасене вӑл ҫапла каланӑ: Навал патне Кармила хӑпарӑр та ӑна ман ятӑмран саламлӑр 6. тата ҫапла калӑр: «[сывӑ-и?] сана, санӑн килне, санӑн мӗн пуррине пурне те тӑнӑҫлӑх пултӑр; 7. эсӗ сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтрӗм эпӗ. Акӑ санӑн кӗтӳҫӳсем пирӗн таврарах ҫӳрерӗҫ, эпир вӗсене кӳрентермерӗмӗр, вӗсем Кармил тӑвӗ ҫинче ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗсен нихӑҫан та нимӗн те ҫухалмарӗ; 8. тарҫусенчен ыйт-ха, вӗсем те ҫапла калӗҫ; эппин, манӑн тарҫӑмсене кӑмӑл тусам: эпир ырӑ сунса килтӗмӗр; хӑвӑн чурусене тата Давид ывӑлна хӑвӑн аллу мӗн пама пултарнине парсамччӗ» тейӗр, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пушхирте тӑракан Давид ӗнтӗ Навал [Кармилта] сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтнӗ.4. И услышал Давид в пустыне, что Навал стрижет [на Кармиле] овец своих.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав ҫынна Навал тесе чӗннӗ, унӑн арӑмне Авигея тесе чӗннӗ; ҫак хӗрарӑм питӗ ӑслӑ та хитре сӑн-питлӗ пулнӑ, упӑшки вара хаяр та усал кӑмӑллӑ пулнӑ; вӑл Халев йӑхӗнчен пулнӑ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1