Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мӗнпе (тĕпĕ: мӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнпе ҫыхӑннӑ ҫакӑ — ӑнланмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Мӗншӗн туртнӑ-ха? Мӗнпе?» — тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗ салтак арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗнпе тӑрантарӑпӑр, ҫавӑн ҫинчен шухӑшламан-и? — аптраса ӳкнӗ пек турӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Мӗнпе хӑратас-ха вӗсене?» — асаплӑн шухӑшларӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашшӗ-амӑшӗ те ачисем мӗнпе апатланнине тутанса пӑхма пултарать, — каласа пачӗ Николай Никандрович.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Чӑваш Енӗн хӑйне кӑтартмалли, мӗнпе мухтанмалли пур.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Ҫемье чысне упрӑр; йӑх историне тӗпчӗр; вара тин кампа е мӗнпе мӑнаҫланмалли тупӑнӗ; вӑйлӑ ӑрӑва тӑсаканӗ эсӗ хӑв пулнине лайӑхрах туйса илӗн.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Тӗрӗссипе каласан, ҫапӑҫу мӗнпе вӗҫленни Британин Ҫурҫӗр Америкине икӗ тӗрлӗ политика йӗркеленӗвӗ ҫине пайлама тытӑннӑ.

По сути, исход битвы стал началом раскола Британской Северной Америки на два различных политических образования.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

— Мӗнрен намӑс? — хӑпмарӗ унран Пӗчӗк принц, хӑй вара ӑна мӗнпе пулӑшма май пур-ши тесе шухӑшларӗ.

— Отчего же тебе совестно? — спросил Маленький принц, ему очень хотелось помочь бедняге.

XII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫӑмӑл промышленноҫ аталанӑвӗн тепӗр ҫул-йӗрне - маркетплейссенче ӗҫленине тишкернӗ май Радий Хабиров отрасль представителӗсене паянхи лару-тӑрӑва тишкернӗ хыҫҫӑн республика ку енӗпе производительсене мӗнпе пулӑшма пултарассине палӑртнӑ.

Разбирая еще одно направление развития легпрома – работу на маркетплейсах, Радий Хабиров заверил представителей отрасли, что после анализа нынешней ситуации будет определено, чем республика может помочь производителям в этой части.

Пушкӑрт ҫӑмӑл промышленноҫ кластерне йӗркелет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... et-3494444

Глобус ҫине пӑхӑр: Африкӑпа Европа пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

Посмотрите на глобусе, чем отделены друг от друга Африка и Европа.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫийӗнче ҫиелте мӗн пур // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Итлӗр-ха, — терӗ вӑл, — Миронова сирӗн умӑрта мӗнпе айӑпа кӗни ҫинчен эсир мана йӗркеллӗн каласа паратӑр-и, ҫук-и?

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗнпе ӑнлантарса парӑр эсир ҫакна?

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тин ҫеҫ килсе кӗни Завьялова темиҫе самант питӗнчен пӑхать, вӗсем хӑҫан та пулин тӗл пулнипе пулманнине аса илме тӑрӑшать, унтан кӑшт ҫеҫ хул пуҫҫисене хускатса илет те: — Мӗнпе усӑллӑ пулма пултаратӑп?.. — тет.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Анчах… анчах мана мӗнпе пулӑшма пултарать-ха вӑл?

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Тен, эп сире мӗнпе те пулин пулӑшма пултарӑп-и…

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗнпе пулӑшма пултарнӑ-ха эп ӑна?

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Астӑватӑп, пире никам та хистемен — хамӑр лайӑх вӗренме, ӗҫлеме, мӗнпе те пулин усӑллӑ пулма тӑрӑшнӑ.

Мне помнится, нас никто не заставлял — сами старались хорошо учиться и трудиться, быть в чем-то полезными.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

Ҫакӑн пек ҫирӗп йышӑнӑва мӗнпе сӑлтавланине ӑнлантарса паман.

Чем обусловлено столь строгая мера, не объясняется.

Машшин фарисемшӗн малашне правасӑр юлма пулать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36148.html

Кӑҫал Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнчи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ачасемшӗн мӗнпе уйрӑлса тӑрӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех