Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мухтанакан (тĕпĕ: мухтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леш, хам ӗмӗрте ҫитмӗл хӗре качча патӑм, ҫӗр йӗкӗте авлантартӑм тесе мухтанакан Кӗтерне карчӑкран та ӑста эсир, — малалла тӑсрӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ, вӗсем манран кулчӗҫ пулин те, пачах кӳренмерӗм, хам ӑшра: «Кайӑрах, мухтанакан хӑйӗн килӗнче те алӑк тупайман, теҫҫӗ», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

— Хуҫа панче эс мӗн ӗҫлесе пурнан? — ыйтрӗ пилӗк кун каялла ҫул ҫинче кантуртисене хӑратнипе мухтанакан йӗкӗт.

— Чем у хозяина-то занимаешься? — поинтересовался парень, что пять дней назад хвалился, как он всыпал конторским чиновникам.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗррехинче пусмапа чупса хӑпарнӑ хушӑра лайӑх илтрӗ вӑл, ун ашшӗпе, III Василипе, никамран та ытла эпӗ туслӑ пурӑннӑ тесе мухтанакан Василий Васильевич Шуйский хӑйпе калаҫса тӑракан тепӗр боярина: «Питӗ хаяр ача вӑл. Ӳссен мӗнле патша пулӗ», — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑ тата хӑй Улу Мухаммед йӑхӗнчен тухнипе мухтанакан Ковгоршад, Хусан хӗрарӑмӗсем каланӑ пек каласан — Арзад Салтанэ, кансӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл кичемлӗхпе аптӑрасах ҫитнӗччӗ те — эпӗ ӑна ҫак ӗҫе пурнӑҫлама ӳкӗте кӗртрӗм: ҫеҫен хир юхан шывӗн утравӗ ҫинче ҫав тери хитре, ҫаппа-ҫарамас хӗрарӑм статуйине лартмалла, — шурӑ металран, мӑнаҫлӑхӗпе мухтанакан сӑн-сӑпатпа; ҫыран хӗрринче вара, хӗрарӑма хирӗҫле, — чӗркуҫленнӗ негрӑн чукунран тунӑ кӳлепи.

Он изнывал от скуки, и я уговорил его выполнить следующее: поставить на островке пустынной реки статую прекрасной нагой женщины, из белого металла, в позе горделивого превосходства; на берегу же, лицом к ней, — чугунное изображение негра, стоящего на коленях.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

Паян Чӑваш Ен тивӗҫлипе мухтанакан чылай япалана эсир хӑй вӑхӑтӗнче пултаруллӑ тата пысӑк ӑсталӑхпа ӗҫленине пула туса хӑварнӑ.

Многое из того, чем сегодня гордится Чувашия, было создано благодаря вашему труду и таланту.

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/01/news-3672443

— Театрта пултӑр-и эсир? — ыйтрӑм эпӗ, хӑй пурнӑҫӗн чыссӑрлӑхӗпе вараланнӑ ҫӗршывӗпе мухтанакан ватӑ чурана, Сарӑ Шуйттан чурине, калаҫма чарас тесе.

— Вы бываете в театре? — спросил я старого раба Жёлтого Дьявола, чтобы остановить его хвастовство страной, которую он осквернил своей жизнью.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

— Апла иккен! — тенӗ матрос, хуҫа ирӗклӗхне тытнипе каҫса кайса мухтанакан ача ҫине пӑхса.

» — Такое дело!.. — сказал матрос, сумрачно поглядывая на мальчика, оживленно хваставшего пред ним своей хозяйской властью.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эсӗ харпӑр хӑй айӑпӗсемпе мухтанакан пирвайхи айӑплӑ ҫын.

Ты первый негодяй в моей практике, который бахвалится своими злодеяниями.

37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫиленнипе хӗрелсе кайнӑ Стеклов хайхи леш ырхан, тӑсланкӑ та тӳрккес, хӑйсен ялӗнче питӗ пысӑк вӑкӑр пулнипе мухтанакан ачана хирӗҫ тӑрать.

Стеклов, багровый от злости, стоял против того тощего, длинного и нескладного парнишки, который хвастал, что у него в деревне огромный бык.

4 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Никам та хӑй хӑранине йышӑнмасть, анчах мухтанакан та ҫук.

Никто не признавался, что было страшно, но никто и не бахвалился.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Хӑй умӗнче «фельдфебелӗсемпе» мухтанакан ытти ротӑсен командирӗсене Брянский ҫапла калатчӗ:

Которые, однако, из ревности хвалились перед ним своими «фельдфебелями».

IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хӑйӗн либерализмӗпе мухтанакан Англи правительстви эмигрантсене империре пурӑнма ирӗк панӑ.

Правительство Англии, гордившееся своим либерализмом, разрешало эмигрантам жить в империи.

3 // Е. Егорова. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с. — 5–12 с.

Студент пӗрре театрта ҫакӑн пек платьепе ҫӑмӑлттайланса мухтанакан ӑссӑр хӗре курнине аса илчӗ.

Студент вспомнил, что однажды видел в театре глупенькую девушку, прельстившуюся подобной модой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Эпир мухтанакан ҫынсем мар.

Мы люди не гордые.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл ун тавра ҫынсем ытларах та ытларах пухӑнса пынине курчӗ, — ҫавӑнпа та Павел пурнӑҫӗшӗн шикленекен, ҫав хушӑрах ун ӗҫӗпе хӑй тӗллӗн мухтанакан та пулчӗ.

Она видела, как люди стягивались вокруг него, — и опасения за судьбу Павла сливались с гордостью за него.

IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Шӑпчӑк Ванюшӗ хӑйӗн ашшӗ Глафира аппапа ҫыхӑну тытнине халӗ те манма пултарайманскер, ӑна тавӑрас шутпа унӑн пӳртне кӗрсе кайнӑ та, турӑшне илсе пӑрахса, ун вырӑнне районти питӗ мухтанакан тата питӗ пысӑк сухаллӑ ҫын портретне ҫакса хунӑ.

Ванюшка Соловей, который и теперь не мог забыть связей своего покойного отца с тетенькой Глафирой, мстя ей, пробрался как-то в ее избу, снял икону и вместо нее поставил портрет известного в районе и очень усатого человека.

Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Курассӑм килмест ҫав ытла мухтанакан ҫынна.

Не терплю этого всезнайку!

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӑй ҫапах та профессор авалхи мастерсем пиртен ҫав тери инҫе кайнӑ тенипе ӑшра килӗшсех каймасть, ӑна вунтӑххӑрмӗш ӗмӗр хӑш-пӗр енӗпе ҫав мастерсенчен нумай мала иртнӗ пек, ҫутҫанталӑка ӳкересси халь уҫҫӑнрах, чӗрӗрех, пурнӑҫа ҫывӑхрах пулнӑ пек туйӑнать; пӗр сӑмахпа каласан, вӑл пӑртак ӗҫлеме вӗренсе хӑйӗн ҫитӗнӗвӗпе ӑшра мухтанакан ҫамрӑк евӗр шутлать.

Но он уж прозревал в них кое-что, хотя внутренно не соглашался с профессором, чтобы старинные мастеры так недосягаемо ушли от нас; ему казалось даже, что девятнадцатый век кое в чем значительно их опередил, что подражание природе как-то сделалось теперь ярче, живее, ближе; словом, он думал в этом случае так, как думает молодость, уже постигшая кое-что и чувствующая это в гордом внутреннем сознании.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех