Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мултиерӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗ Мултиерӗн, хӗртнӗ тимӗр пек е ҫӑпан пек, яланах чӗри варринче ҫунтарса тӑрать пулас, Григорьев ун ҫинчен асӑнсанах Мултиерӗн куҫӗсем йӑлкӑшса илчӗҫ.

Едва Григорьев напомнил Мульдиеру о любимом деле, как тот вспыхнул, затрется внутренним огнем; глаза его заблестели живо, радостно.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Виҫҫӗмӗш шалтти куркана Мултиерӗн пӗчченех ӗҫме тиврӗ: вӑл кунта, Яка Илле патӗнче, «хӑнара» иккен.

Третью чарку Мульдиеру пришлось выпить одному: оказывается, он тут, у Щеголя, «в гостях».

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиерӗн тӗксем сӑнӗ йӑлтӑрах ҫуталса илчӗ.

Мрачное лицо Мульдиера просветлело.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗрет те ҫенӗкри сӗтел ҫине тутӑрпа ҫыхнӑ икӗ ҫӑмарта хурать (чӑваш йӑлипе, кучченеҫне хӗрарӑм илсе пымалла. Мултиерӗн арӑмӗ ерҫмен куран).

Пройдя в сенцы, он положил на стол завернутые в тряпицу два яйца — гостинец (правда, по обычаю, гостинцы должна вручать жена, но она, видать, никак не может вырваться из узды домашней суеты).

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех