Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мукуҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳртре те, Мукуҫ мучи пӳртӗнче, сас-чӗвсӗр.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Нина, килте-и Мукуҫ мучи?

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мукуҫ мучи те тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иван Гаврилович сӑншӑн-хӑналанӑшӑн Мукуҫ мучие пырса алӑ пачӗ те, тав туса хӑварса, алӑк патнелле вирлӗн сулӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Виҫҫӗшӗ те, Мукуҫ мучипе Иван Гаврилович та, Нина та, Турчӑка Кулипе Хвеччисӑн тӗр-тӗрӗпе чылай вӑхӑта шӑпӑртланнӑскерсем, пӑчӑх сывлӑша хӑваласа кӑларма чӳречене янках уҫнӑн, хаштах сывласа илчӗҫ ача янкӑсӗ хӑлхисене перӗннӗ-перӗнмен.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пушатнӑ хыҫҫӑн айӑплӑ куҫӗсемпе пӗрре Мукуҫ мучи еннелле, тепре Нина еннелле вӗлт пӑха-пӑха илчӗ вӑл (сӗннӗ-сӗнмен хӑналаннӑран аванмарланчӗ ахӑр).

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑрҫма, ҫӑй-ҫай туса ҫӳреме мар, тав тума сӑмах… ҫитерме пӗлмелле мар Мукуҫ мучие пирӗн.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Персе анса, ҫамкасене шарт! ҫуриччен пуҫҫапса хӑшкӑлмалла Мукуҫ мучие пирӗн!

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Итле-ха, йӑмӑкӑм, пыл чӗлхе, — шӑртне чӑшӑл-л! тӑратрӗ чӑтнӑ-чӑтнӑ Мукуҫ мучи.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑчӗ Мукуҫ мучи, ларчӗ, кӗсйинчен чӗлӗмне кӑларчӗ, чӑпӑкне махорка тултарса туртса ярас терӗ — туртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Акӑ мӗн, хаклӑ йӳҫкассем, — тӑчӗ Мукуҫ мучи.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗпел кукрине картлакан чаршӑв ҫывӑхне тӑнӑ та вӑл нимӗн тума аптӑранӑ; ӗҫ-пуҫ ҫапла хӑвӑрт ҫаврӑнса тухнӑшӑн тӗлӗнсе, пӗрре Мукуҫ мучипе ашшӗ ҫинелле, тепре кӗптӗр-кептӗр хӑнасем ҫинелле пӑха-пӑха хӗреле-хӗреле каять хӗрарӑм сӑнӗ-пичӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ат-тя-тя-тя!.. — тӑрӑхланӑ евӗр сасӑпа наччас пӳлсе хучӗ Хвеччиса Мукуҫ мучи.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мукуҫ мучи хистевлесех тыттарнӑ иккӗмӗш черккене те ҫӑварӗ патне илсе пычӗ Иван Гаврилович.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мукуҫ мучипе шаклатнӑ черккине шалтах пушатса хучӗ Нина ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Сивӗре, хӗл кунӗнче урама кӑларса яма намӑс пулман-ха тӑван хӗрне пӗчӗк ачапа, — лешӗ тӑрӑшсах ӳкӗнӗҫленнӗрен йӗплесе илеймесӗр чӑтаймарӗ ӑна Мукуҫ мучи.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ашшӗн «манӑн килес, ҫӳреҫҫӗ-и?» тенине илтсен, пичӗ-куҫӗ кӑвар пек пӗҫерсе кайрӗ унӑн, темшӗн шыв куркине ярса тытнӑскерӗн, шӗлтӗр-р пӗтсе килчӗ вӑйӗ, унтан Мукуҫ мучин «хӑна килчӗ, сӗтел ҫине хатӗрле-ха, Нинук» тесе хушнине янтӑласан, сӗлкӗшне те, вӑйӗ пӗтсе килнине те манса, чупса-вӗтеленсе хутлама тапратрӗ сӗтелӗн-тӗпел кукрин.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Тирӗк-кашӑк шӑкӑртатмасӑр! — каллех вӑрӑм чӑпӑрккипе шартлаттарса туртса ҫапрӗ Мукуҫ мучи.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эп, мӗн, ара, Мукуҫ мучи… манас тетӗп ӗнтӗ пулни-иртнине.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ват!.. — тути хӗррисене сивчир тытнӑ чухнехилле вӗтӗр-вӗтӗр чӗтрентерсе тӑчӗ-тӑчӗ те Мукуҫ мучи, унтан сулахай аллинчи туйипе сӑмлӗхре такама яр-р туртса ҫапнӑн, сывлӑша чар-р! ҫурса антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех