Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мотя (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ан чик сӑмсуна, япошка, ан чик сӑмсуна! — тесе Петя патне ҫывӑх сӗртӗнсе каларӗ Мотя.

— Не совай нос, япошка, не совай нос! — заливалась Мотя, прижимаясь доверчиво к Пете.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Ан чик сӑмсуна! — васкаса кӑшкӑрать Мотя та, Гаврикӑнни пек шӗвӗр те чӑпар сӑмсине пӗркелентерсе.

— Не совай нос! — суетливо повторяла Мотя, поглядывая через плечико на красивого мальчика, и морщила худой, остренький нос, пестрый, как у Гаврика.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Манӑн тиф пулнӑ, — терӗ кӳреннӗ ҫинҫе сассипе Мотя, хӑй тарӑнӑн сывласа илчӗ.

— У меня был тиф, — тоненьким от обиды голоском сказала Мотя и глубоко вздохнула.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мотя ӑна хӑйӗн кровачӗ ҫине вырттарнӑ тирпейлӗ пуканисене, пӗчӗк плитана тата ашшӗ шӑвӑҫ таткисенчен туса панӑ каструлькисене кӑтартма пуҫласан, каструлькисем Петя кӑмӑлне питех те килчӗҫ пулсан та, вӑл шӑл витӗр йерӗннӗ пек сурчӗ те мӑшкӑлласа кулса: — Мотька, сан ҫӳҫне мӗншӗн каснӑ? — тесе ыйтрӗ .

Едва Мотя вежливо стала ему показывать своих кукол, аккуратно уложенных по кроваткам, и маленькую плиту с всамделишными, но только маленькими кастрюльками, сделанными отцом из обрезков цинка — что, если правду сказать, Пете ужасно понравилось, — как мальчик презрительно сплюнул сквозь зубы и, оскорбительно хихикая, спросил: — Мотька, чего ты такая стриженая?

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах Мотя юратнине ан систӗр тесе, вӑл юри хӑйне мӑнкӑмӑллӑн, нимӗн ҫине пӑхман ҫын пек тыткалама пуҫларӗ.

Однако, чтобы Мотя как-нибудь об этом не догадалась, мальчик тут же напустил на себя невыносимое высокомерие и равнодушие.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мотя, ашшӗ сӑмахне итлесе, ачана пӳрте леҫрӗ те хулӗсене тӳп-тӳрӗ тытса, пӗр кулмасӑр каялла таврӑнчӗ.

Мотя послушно отнесла ребенка в дом и вернулась, прямая, как палка, со втянутыми щеками, страшно серьезная.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мотя ашшӗ ури ҫумне сӗркеленчӗ те, вӑтанса хӗрелнӗ питне ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Мотя потерлась об отцовскую ногу и задрала вверх лицо, ставшее совершенно красным от конфуза.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Тухах, Мотя, ҫак ачапа выля-ха.

— Пойди, Мотя, поиграй с мальчиком.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мотя, эсӗ ҫак ачапа тухса выля-ха!

— Пойди с ним поиграй, Мотя.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех