Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Моторин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван Моторин республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн ӗҫӗ-хӗлне пысӑка хурса хакларӗ, комисси членӗсене вара халӑх сывлӑх сыхлавне сумлӑ тӳпе хывакан общество организацийӗсене хавхалантарма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Ӗнер Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ертсе пынипе правительствӑн Чӑваш Республикинче пурӑнакансен сывлӑхне упрас енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хӑнасене республика ертӳлӗхӗ ячӗпе саламларӗ, Шупашкар кинофестивалӗ сахал йышлӑ халӑхсен киноискусствине аталантарма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани пама пулӑшнине, республика ҫыннисене чӑн-чӑн кинопа киленме майсем туса панине палӑртрӗ, артистсене ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Константин Моторин, Софья Григорьева — иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш вырӑнта — Дмитрий Кондратьев, Дарина Ильина.

Куҫарса пулӑш

Ачасем хастар, спортпа туслӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b0%d1%8 ... 81%d0%bba/

«Патшалӑх пурлӑхепе эффективлӑрах усӑ курас тӗлӗшпе» тенӗ постоновлени ҫине Чӑваш Ен премьер министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.

Постановление о «реорганизации в целях эффективного использования государственного имущества» подписано премьер-министром Чувашии Иваном Моториным.

Кӳкӗҫри профессионаллӑ вӗрентмӗше (училище) Ҫӗрпӳн аграрно-технологикӑлла техникумӗпа пӗрлештерӗҫ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

«Программа ҫулталӑкӑн иккӗмӗш ҫурринче ӗҫлесе каясса шанатӑп, — терӗ Моторин пресс-конференцире.

«Ориентируюсь, что программа заработает во второй половине года, - сказал Моторин на пресс-конференции.

Чӑваш Енре ентешӗмӗрсене куҫма пулӑшакан программа пирки калаҫма пуҫларӗҫ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Ҫакнашкал хыпара Иван Моторин премьер-министрӑн пӗлтерӗвӗ ҫине таянса ИА REGNUM хыпарлать.

Об этом сообщает ИА REGNUM со ссылкой на заявление премьер-министра республики Ивана Моторина.

Чӑваш Енре ентешӗмӗрсене куҫма пулӑшакан программа пирки калаҫма пуҫларӗҫ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ асӑну хӑмине уҫнӑ май Иван Моторин: «Чӑваш Республикин социаллӑ-экономикӑлла аталнӑвӗнче тата халӑхпа политика пурнӑҫӗнче Леонид Прокопьевичӑн тӳпи самай пысӑк», — тенӗ.

Открывая доску с надписями на чувашском и русском языках, Моторин заявил, что «Леонид Прокопьевич Прокопьев внес весомый вклад в общественно-политическую жизнь и социально-экономическое развитие Чувашской Республики».

Шупашкарта Леонид Прокопьева халалласа асӑну хӑми уҫнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Ҫак пулӑмпа ҫыхӑннӑ митинга Иван Моторин премьер-министр та хутшӑннӑ, пӗлтерет Чӑваш Ен пуҫлӑхӗн администрацийӗн пресс-хӗсмечӗ.

Митинг по этому случаю посетил премьер-министр Иван Моторин, сообщает пресс-служба администрации главы Чувашии.

Шупашкарта Леонид Прокопьева халалласа асӑну хӑми уҫнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Иван Моторин пӑтӑрмаха 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каҫхине ҫакланнӑ.

Иван Моторин попал в ДТП вечером 13 декабря 2020 года.

Иван Моторина правасӑр хӑварма пултарӗҫ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/27489.html

Республикӑн Правительствинче ӗҫленӗ чух Иван Моторин ҫул-йӗр правилине пӑсакансемпе кӗрешекен ӗҫ ушкӑнне йӗркелесе пынӑ.

Стоит отметить, что работая в правительстве республики, Иван Моторин создал и возглавил рабочую группу по борьбе с нарушителями правил дорожного движения.

Иван Моторина правасӑр хӑварма пултарӗҫ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/27489.html

Шӑпах ҫавӑн ҫинчен сӑмах пычӗ те кӑҫалхи Республика кунӗн йӗркелӳ комитечӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ертсе пынипе иртнӗ пӗрремӗш ларӑвӗнче.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен уява хатӗрленет // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫакна Иван Моторин премьер-министр ертсе пынипе иртнӗ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ те ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене ку эрне пуҫламӑшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин Правительство членӗсемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ чухне пляжсем, канмалли вырӑнсем ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑ.

В начале недели на заседании членов Правительства в ходе обсуждения вопросов о безопасности на воде Председателем Кабинета Министров Чувашии Иваном Моторином было отмечено о нехватке пляжей, зон отдыха.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Виҫӗм кун ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ «Ясна» этноэкологи комплексӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ясна» хута кайма хатӗрленет // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Иван Моторин иртнӗ эрнере Республика кунне уявланӑ май хула-ялта пӗлтерӗшлӗ мероприяти нумай иртнине пӗлтерчӗ, пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑшлӑ предприятисем нумайланнӑ // В.ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин тунтикунсеренхи канашлӑва ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑшлӑ предприятисем нумайланнӑ // В.ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

«Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗнче тӗнче шайӗнчи мероприятие уҫма ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, НППП ҫӗршывӗсем хушшинчи монополипе кӗрешекен канаш ҫумӗнчи реклама енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн председателӗ Андрей Кашеваров, Пӗрлӗх ҫӗршывӗсенчи потребительсен прависене хӳтӗлекен консультаци канашӗн председателӗ Анна Попова, ытти сумлӑ хӑна хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Фестивале юбилее халалларӗҫ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Ҫавна май канашлу хыҫҫӑн журналистсемпе курнӑҫнӑ май Иван Моторин Волгоградри «Химпром» тӗлӗшпе облаҫ правительствинчен те, предприяти ертӳҫисенчен те нимӗнле сӗнӳ те пулманнине палӑртнӑ:

Куҫарса пулӑш

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Иван Моторин палӑртнӑ тӑрӑх — паян регионти хими промышленноҫӗ аван аталанать.

Как отметил Иван Моторин - сегодня в регионе химическая промышленность хорошо развивается.

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех