Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Министрсен (тĕпĕ: министр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Шурӑ чулсем» сывлӑха ҫирӗплетмелли кану центрӗнче «Губернатор лагерьне» йӗркелессине 2022 ҫулта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата «Артек» центр пӗр-пӗринпе туслӑн килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен тунӑ килӗшӳре ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

Ӑна Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Раҫҫей ҫар историйӗн обществи Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑпа патшалӑх организацийӗ хушшинчи ӗҫлӗ килӗшӗве пула йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

ПР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи кампусра каярах тумалли ӗҫсем ҫинче те чарӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Назаров студентсен кампусне тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тӗрӗсленӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... ar-3391031

Ӑна Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Назаров студентсен кампусне тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тӗрӗсленӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... ar-3391031

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ӗнер канашлӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Ҫавӑн пекех Министрсен Кабинечӗн кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе патшалӑхӑн сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсен ӗҫченӗсен хӑш-пӗр категорине ятарлӑ социаллӑ тӳлев парассине те Ӗҫлев министерствине шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Министрсен Кабинечӗ юнкунхи ларура ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – строительство министрӗ Павел Данилов мероприятине пухӑннисене саламланӑ май, регионти строительство пайӗнчи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе тӗплӗн паллаштарса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов Министрсен Кабинечӗн виҫҫӗмӗш кварталти ӗҫ планӗпе паллаштарнӑ май иккӗмӗш кварталти ӗҫе те пӗтӗмлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

Министрсен Кабинечӗ ҫавӑн пекех тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермелли категорисен списокне анлӑлатассине ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

Ҫакӑн ҫинчен Министрсен Кабинечӗн юнкун ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе иртнӗ ларӑвӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

Ҫӗнӗлӗхсем пирки калакан документа Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн иртнӗ черетлӗ ларӑвӗнче пӑхса тухса йышӑнса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

2023 ҫулта ҫуртсене тӗпрен юсама палӑртнӑ плана нумай хваттерлӗ тепӗр 12 ҫурта кӗртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/29/2023 ... plana-numa

Вырӑс географи обществин Мускаври штаб-хваттерӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Вырӑс географи обществи хушшинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлесси ҫинчен калакан Килӗшӗве ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вырӑс географи обществин» регионти уйрӑмӗн Попечительсен канашне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пырӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/09/virs ... -popechite

Унта ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн аграри, ҫут ҫанталӑк тата экологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет председателӗ Алексей Шурчанов, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, РСФСР Верховнӑй Совечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ Валентин Агафонов, АПК ветеранӗсен республикӑри канашӗн председателӗ Александр Самылкин, АПК ветеранӗсен хисеплӗ председателӗ Василий Шадриков, аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев, Ял хуҫалӑх министерствин ветеранӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Лидия Семенова, Евлалия Васильеван ывӑлӗ — Владимир Зайцев тата унӑн ҫемйинчи ытти ҫывӑх ҫынсем, республикӑри муниципаллӑ округсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе продукцие хатӗрлекен промышленноҫри предприятисен ертӳҫисем, АПК ветеранӗсем, аграри университечӗн преподавателӗсемпе студентсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Агрослетра Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Раҫҫейри ял ҫамрӑкӗсен союзӗ пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлемелли ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ялти кадрсем» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышне Чӑваш Ен кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/29/yala ... ipe-pilotl

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Михаил Ноздряков Геронтьевсен, Корниловсен, Диомидовсен, Дарчиевсен, Бахтеровсен ҫемйисене «Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ» асӑнмалли япаласем тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Ӑна йӗркелесе ямалли ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӑхса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри туризм порталӗ пулӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=m2i8pQJyRJs

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Николаев Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫипе Дмитрий Пекуровскийпе килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Кун пирки калакан регион программине ҫирӗплетнине Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ырларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ тытӑм ҫӗнелмелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=bqbwSoVudVA

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ачасемпе ҫыхӑнна ытти ыйтӑва та пӑхса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хутсем сахал хатӗрлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=NhvJNM5OkpU

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех