Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мечӗт (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Маларах шкул, каярахпа фельдшер пункчӗ йышӑннӑ ҫуртра халӗ мечӗт вырнаҫать.

В здании, которое ранее занимала школа, а позднее фельдшерский пункт, ныне размещается мечеть.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче мечӗт ҫумӗнче медресе тата медресе ҫумӗнчи икӗ сыпӑклӑ мектеб ӗҫленӗ.

В начале 20 века при мечети действовало медресе и двухступенчатый мектеб при медресе.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Ҫавӑнпа революциччен унта 2 мечӗт пулнӑ.

Поэтому до революции в ней было 2 мечети.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Патша правительстви кашни 100 кил пуҫне пӗр мечӗт тума ирӗк панӑ.

Царское правительство разрешало строить одну мечеть на каждые 100 дворов.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Малай, ав унта мечӗт пур, куратӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Мечӗт ҫумӗнче общество канашӗ пурри тӗлӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Ҫынсем унчченех хатӗрленнӗ пулмалла — ял тӑрӑх ҫав сасӑ янӑраса кайсанах, пӳрчӗсенчен васкамасӑр тухса, мечӗт еннелле сулланчӗҫ, чылайӑшӗ ӑмсанчӑк куҫпа Петӗрӗн ытарайми ӑйӑрӗ ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял варринче кивӗ мечӗт ларать.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паян Сахарӑн питӗ кирлӗ ыйтусемпе калаҫмалла: мулла валли — ҫурт, халӑха валли мечӗт лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пирӗн ял валли мечӗт лартса парсан, сана тутарсем ҫӗр ҫинчи аллах вырӑнне хурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫакӑ вӑл ман ӗнерхи ҫавраҫил мечӗт умне пӑрахса хӑварни, — савӑнӑҫлӑ каларӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мечӗт те ҫунса кайрӗ ав, — хуҫа ҫине пӑхрӗ мулла.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мечӗт пулнӑ вырӑн ҫывӑхне, ҫерем ҫине, арҫынсем пухӑнса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанах Вова ҫавраҫил ытамне лекни, вӑл шӑпах мечӗт патӗнче вилӗмрен хӑтӑлса юлни, ун хыҫҫӑн ҫав ҫурт ҫунса кайни шухӑшлаттарчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫилпе, хӗвелпе типсе шултӑрканӑ кивӗ йывӑҫ мечӗт 10 — 15 минут хушшинчех ҫунса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урса, алхасса, ахӑрса кайнӑ пушар мечӗт патне сарӑлса ҫывхарнӑ майӑн вутпуҫҫисем ҫине-ҫинех вӗҫсе килме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вут мечӗт урамне сиксе ӳксен, Сахар хытах пӑлханма пуҫларӗ: кунтан Палас урлӑ ун капанӗ патне алӑ тӑсмалӑх кӑна темелле.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл хирелле каякан вӑрӑм урамран мечӗт урамне те сиксе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах… анчах ҫак хӑрушӑ самантра тем пулчӗ — Вова, юмахри куҫа курӑнман кавирпе вӗҫсе аннӑ пек, ерипен аялалла ярӑнса анчӗ те шӑпах мечӗт никӗсӗ умне тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ Вова мечӗт ҫывӑхӗнчех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех