Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ма сăмах пирĕн базăра пур.
Ма (тĕпĕ: ма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлмерӗ, Ма чун хускалчӗ ҫав тери, Ма чӗрине ӑс сиплемерӗ — Ма йӑпатмасть пӗрне пӗри.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ма каларӑм-ши? Ма чармарӑм-ши чараксӑр чӗлхене?» — терӗ пуль ҫавӑн чух Огрок, хӑйне ятласа.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫав «таркӑна» путевка ма патӑн та ма патӑн, тет Дубов пирки.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ма пӗрлешес мар, ма пӗрле пулас мар ӗҫчен йӗкӗтпе ӗҫчен хӗрӗн?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Ах, сӑмаха тӗлсӗр-палсӑр персе ярасси ма пӗтмест-ши вӑл, ма пӗтмест-ши!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫынсем килсен, мана мухтам пек туса ларать, тухса кайсан, каллех ҫапӑҫать: «Ма сиввӗн пӑхса лартӑн, ма пӗр сӑмах та каламарӑн, мана юратманнине кӑтартас терӗн-им?» ҫавӑн пек чуна илекен калаҫу кӑна.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Каллех ыйтам-ха: ма юласшӑн эсӗ кунта, ма пырасшӑн мар?

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ма каҫрӑм-ха эпӗ ку ҫырма урлӑ, ма килсе тӑтӑм ку ҫурт умне?

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ма ӑнланмасть-ши ҫавна, ӑнланмасӑр ма ӑшӑма ҫунтарать-ши?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Тивӗҫлӗ пулсан, чӗрене ыраттарса тӑраканни пур пулсан, ма калас мар, ма пытарас?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ма тасаран ҫиетӗр мана, ма тасаран кӑшлатӑр?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ма тухрӑн-ши эс, ма тухрӑн-ши?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ма кӗрлет, ма янтрать Шупашкар, Мӗн хавасшӑн савӑнать кӗҫӗр каҫ?!

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпӗ тарасшӑнччӗ кӑна: — Ма таратӑн?! Ма таратӑн?! — тесе кӑшкӑрса ячӗ асли.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хусан тутарӗсене ма хула тулашне хӑваласа кӑлартӑн, княҫсемпе мӑрсасене ма хӑвӑн патшалӑхна куҫарса кайрӑн терӗм.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ма тытмастӑр хӑвӑр сӑмаха, ма вырӑссенчен вӑрттӑн темле пухусем ирттеретӗр?

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кулаҫҫӗ, шӳт тӑваҫҫӗ хӗрсем унпа, анчах нихӑшӗ те: «Виҫӗм кун пӑсара ма пымарӑн эс?» е «Ма ӗнер вӑййа тухмарӑн?» — тесе каламаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Анчах эс ма ун пек калатӑн, бакши, ма ӗненес пулсан тетӗн?

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Миҫе асӑрхаттарнӑ эп ӑна, ма хытӑрах тытмасть мӑрсасене, ма итлемест пиччӗшне тет.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах, ма эсир хальччен тӗне кӗмен, паян кун та ҫаплах туртӑнса тӑран-ха, ӑҫтан эс вӗреннӗ ҫынла калаҫма хӑнӑхнӑ, ма пӗрмай ҫӑвӑнма тӑрӑшан, йӗри-тавра шикленсе пӑхкалан?..

В самом деле, почему вы до сих пор не крещены? И нынче вон дергаешься туда-сюда… А где ты научился так складно говорить, мыться все время, а еще с оглядкой живешь?

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех