Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Людмила сăмах пирĕн базăра пур.
Людмила (тĕпĕ: Людмила) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑтра Михала тӗлӗнче вӗсен умне пӗлӗт ҫинчен лапах ӳкнӗ пекех Людмила тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та юлашки эрнере Ваҫук Людмила умӗнче хӑйне герой пек тытрӗ: вӗсем кашни кунах хӗрарӑмсенчен ытларах йывӑҫ касрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун хыҫҫӑн вара вӗсем, иккӗшӗ пӗр сӑмахсӑр калаҫса татӑлнӑ пек, пуҫ ҫӗклемесӗр, пӗр-пӗрне ытлашши сӑмах хушмасӑр ӗҫлерӗҫ, таврӑнасса та делянкӑран Маринепе Людмила татма чарӑнсан тин чи юлашкинчен таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре хӗрарӑмсем еннелле куҫ хыврӗ те ҫакна курчӗ: Маринепе Людмила, вӗсем мӗн ҫинчен калаҫса тӑнине пӗлсе, ахӑлтатсах кулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Людмила ҫапла калать.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Туртса кӑларнӑ ав Людмила: гопак та гопак…

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Айтӑр киле, хӗрсем! — терӗ Ятман, вӗсем патне пырса: — Халех-и? — тӗлӗнчӗ Людмила.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахвипе Людмила темрен каҫса кайсах кулса тӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Яшка ҫакса янӑ хыҫҫӑн Людмила амӑшӗ пӗр чарӑнмасӑр хӑй ҫулсерен колхозра мӗнле ӗҫлени ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман пынӑ вӑхӑтра Людмила амӑшӗ, Анна Ивановна Петренко, ҫӗрулми шуратса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпир сирӗн пата ишсе ҫитиччен сирӗн чунӑр та тухатчӗ, — терӗ Людмила пӗр кулмасӑр.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Людмила халь-халь шыва сикес пек чӗтресе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Никам та шыва чӑммарӗ-и сирӗнтен? — кулчӗҫ перевоз карлӑкӗ патӗнче тӑракан Укахвипе Людмила.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Манӑн унта лайӑх юлташ пур, — терӗ Людмила.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Людмила, ун шухӑшне пӗлнӗ пек, ӑна амӑшӗ ҫинчен ӑнлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ку сахал-ха, — терӗ Людмила, — халӗ вӑл пӗр ҫынна ман валли ҫӑматӑ тума ҫӑм леҫсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫма хӑйӗн ӗнине Людмила амӑшне сутарттарать, апат та вӗсем ялан пӗрле ҫиеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Людмила каланӑ тӑрӑх, халӗ вӗсем Куҫма патӗнче чӑнах та килти пекех пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Людмила Атӑлкассине амӑшӗпе пӗрле иртнӗ ҫулхинех килсе кӗнӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Людмила Петренко пулас, ҫапла-и?

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех