Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лайӑх пир, ун ҫине чи лайӑх тӗрӗ чи хитре ҫипсемпе тӗрлеме пуҫлатӑн та тӗрри лапра пек курӑнса каять.Лучшими нитками вышиваешь лучший узор, а получается как грязное пятно…
Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Эпӗ Пашка ҫине чалӑшарах пӑхса пытӑм — хӑйӗн ҫӗтӗк-ҫатӑк тумӗпе, хура пит-куҫӗпе, лапра аллисемпе вӑл ытла та хӑрушӑ.Я испуганно косился на Пашку: уж очень он был страшный в своем тряпье, с черным лицом и руками.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Площадь патнелле ҫывхарсан, хӑвӑр та унӑн илемӗпе тӗлӗнсе кайӑр: унта пӗр лапра кӳленчӗк пур, тӗлӗнмелле кӳленчӗк!
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— Лапра! — тарӑхса, ҫӗрте выртакана тем туса хурасла, ҫӑварӗ тулли пухӑннӑ сурчӑкне лач! сурса пӑрахрӗ вӑл хӑй тӑракан ҫӗртен аяккалла.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑйне пӗҫҫисенчен ҫапса Робенок та ахӑлтатса кулатчӗ, вара вӗсем нумайччен мана вӗри лапра ӑшӗнче ӑшаласа хӑтланчӗҫ, — ҫавна тӳсме пит йывӑрччӗ!
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ урамӑн кивӗ те лапра чул миххи ӑшне туллиех чышса тултарнӑ ҫынсене пит хытӑ астуса пӑхаттӑм.Я усердно присматривался К людям, тесно набитым в старый и грязный каменный мешок улицы.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Уҫӑп унпа пӑшӑлтаткаларӗ те, вӑл пире, выльӑх вити пекех тӗттӗм те лапра пӗчӗк пушӑ пӳлӗме ертсе карӗ.Осип пошептался с нею, и она провела нас в пустую маленькую комнату, темную и грязную, как стойло.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗске сӑхманӗн лапра ҫаннипе куҫҫульне шӑлса, вӑл урисене чарса пӑрахса, хӑйӗннисем умӗнче тӑратчӗ те кӑмӑллӑн калатчӗ:
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пиҫнӗ ҫӑвӑн сӑра шӑрши, пӑсӑлнӑ ҫӑмарта тата урай ҫурӑкӗсенче йӳҫсе ларнӑ лапра шӑрши сывлӑша пӑва-пӑва илет.Душит густой запах олифы, тухлых яиц, грязи, перекисшей в щелях пола.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кичемлӗх, сивӗ те усал кичемлӗх пур ҫӗртен те сывласа тӑрать: лапра юрпа витӗннӗ ҫӗр ҫинчен, крышӑсем ҫинчи кӑвакрах тӗслӗ юр кӗрчӗсенчен, ҫуртсен аш тӗслӗ кирпӗчӗсенчен, кичемлӗх трупасенчен кӑвак тӗтӗм пек тухса, кӑвакрах тӗслӗ, лутра, пушӑ пӗлӗтелле шӑвать; лашасенчен кичемлӗх йӑсӑрланса тӑрать, кичемлӗхпе сывлаҫҫӗ ҫынӗсем.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав вырӑс пурӑнӑҫӗ урӑх ҫӗршывсенчи пурӑнӑҫпа пӗрешкел пулманни кашни ҫӗнӗ кӗнеке хыҫҫӑн ман умма тата уҫҫӑнтарах тухса тӑрать, лапра кӗтеслӗ, пит вуланӑ сарӑ страницӑсем тӗрӗсси пирки хытӑрах иккӗлентерсе, темшӗн тарӑхтарса пырать.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Картинӑсене ӑнлантарса ҫырнисем тӑрӑх эпӗ пӗлеттӗм: Прагӑра, Лондӑнпа Парижра хула варринче варсем тата ҫӳп-ҫапран купаланӑ лапра дамбӑсем ҫук, унта тӳрӗ, сарлака урамсем, урӑхла ҫуртсемпе чиркӳсем.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ спальняра урлӑ ҫунӑ чух ҫав кӗнекесем айнелле лапра шыв юхса кӗретчӗ?Когда я мыл пол в спальне, под эти книги подтекала грязная вода.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ урам тесе шутлама вӗреннӗ пек урам таврашӗ ҫук кунта; ҫурт умӗнче лапра ҫырма сарӑлса выртать, икӗ ҫӗрте ун урлӑ ансӑр дамба каҫса каять.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл урамалла аяккипе тухса тӑрать, унӑн кашни хутӗнчех саккӑршар чӳрече, мал енӗ пулмалла ҫӗрте — тӑватшар чӳрече; аялти чӳречисем иртсе ҫӳремелли ансӑр вырӑналла, килкартишнелле пӑхаҫҫӗ, ҫӳлтисем — карта урлӑ, кӗпе ҫуса пурӑнакан хӗрарӑмӑн пӗчӗк пӳрчӗ ҫинелле тата лапра ҫырманалла пӑхаҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Хам ӗмӗтпе, майор юлташ, эп, чӑнах та, ҫӳле ҫӗклентӗм, анчах… ӑҫта ларасси паллӑ мар, тен, тӳрех лапра ҫине пырса ӳкӗп.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— А эсӗ вӗсем ҫинче лапра мӗн чухлӗ пулнине куртӑн-и?
53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унтан садра, чечексем хушшинче, вӗсен кивӗ тумтирӗсене — ҫӗтӗк-ҫатӑк, лапра кӗпе-йӗмӗсене, ҫӑварӗсене карса пӑрахнӑ пушмакӗсене пӗр купана пӑрахрӗҫ…
53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑй тӑп-тӑр лапра.
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сан таврашӑнта ҫынсем сакӑрвун ачана лапра ӑшӗнчен кӑларчӗҫ, вӗсем валли этемле пурнӑҫ туса парасшӑн, анчах эсӗ ун ҫине аякран пӑхса, суркаласа, кулкаласа тӑратӑн.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.