Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗсри (тĕпĕ: кӗсре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепри, кӗсри, ӗнер кӑна хӑмласа пӑрахрӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Темрен вӑл: «Чухӑнӑн кӗсри хӑмламан, пуянӑн ӑйӑрӗ хӑмланӑ» текен халапа аса илчӗ те, унӑн пуҫне труках чӑрсӑр шухӑш пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Панчукӑн кӗсри уйӑх каялла хӑм пӑрахнӑ чух вилсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗсри те мӗн Ухтиван астӑвассах ҫав ҫӳрен кӗсре пурӑнать, вӑл халӗ сахалтан та пӗр вун виҫӗ-вун тӑватӑ ҫулсенче пулӗ.

И мерин у него, сколько помнит Ухтиван, все тот же, ему, пожалуй, уже лет тринадцать-четырнадцать.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗсри, шӑна-пӑвансене хаваланӑ пек, вӗҫсӗрех хӳрине пӑркаласа, ҫавӑркаласа лӗпӗстетсе пырать.

А тот знай крутит хвостом, словно мух отгоняет.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Бигӑн лутра кӗсри этем евӗр — хӑйӗн хуҫи ҫине ҫамки айӗпе пӑхать.

Маленькая кобыла Бига исподлобья, как человек, смотрела на своего хозяина.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Кӗсри вара пуҫне ун еннелле пӑрчӗ те ним пулман пек тӑрать.

А лошадь стояла как ни в чём не бывало, только голову повернула.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кӗсри мӗнле тапса ячӗ — купса ҫавӑнтах ҫумӑр шывӗ пухӑнса тӑнӑ лаххана кӗрсе ӳкрӗ.

Но кобыла так брыкнулась, что он тут же очутился в лохани с дождевой водой.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Го Цюань-хай хӑвӑрт кӑна хӑй кӗсри ҫине сиксе утланчӗ те ӑйӑр хыҫҫӑн вӗҫтерчӗ.

Го Цюань-хай мигом вскочил на свою кобылу и пустился вдогонку.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗррехинче ҫапла, хӗллехи ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче, Ырӑ Кӑмӑллӑ Дун кӗсри хӑмласа пачӗ.

Как-то зимой, в пургу, в конюшне Добряка Ду ожеребилась кобылица.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унччен вӑл, яланах чи малтан виттине кӗрсе тухатчӗ, кӗсри утӑ ҫинипе ҫименнине пӑхатчӗ (Иван Ивановичӑн кӗсри хӑла, хушка ҫамкаллӑ. Питӗ элчӗ лаша. ); унтан кӑрккисене апат паратчӗ, унтан сысни ҫурисене хӑй аллинчен апат ҫитеретчӗ, вара тин пӳртне кӗретчӗ те е, йывӑҫ каскаласа, савӑт-сапа тума тытӑнатчӗ (йывӑҫран тӗрлӗ япаласем тума ӑста вӑл, токарьсенчен кая мар тӑвать), с Любий, Гарий тата Попов типографийӗнче ҫапӑнса тухнӑ кӗнекене вулама ларатчӗ (ҫав кӗнекен ятне Иван Иванович астумасть, мӗншӗн тесен Гапка тахҫанах ун питне вӑтӑрса илнӗ те ачине выляма панӑ пулнӑ), е тата аслӑк айӗнче канса выртатчӗ.

Он, бывало, прежде всего зайдет в конюшню посмотреть, ест ли кобылка сено (у Ивана Ивановича кобылка саврасая, с лысинкой на лбу; хорошая очень лошадка); потом покормит индеек и поросенков из своих рук и тогда уже идет в покои, где или делает деревянную посуду (он очень искусно, не хуже токаря, умеет выделывать разные вещи из дерева), или читает книжку, печатанную у Любия Гария и Попова (названия ее Иван Иванович не помнит, потому что девка уже очень давно оторвала верхнюю часть заглавного листка, забавляя дитя), или же отдыхает под навесом.

III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

— Мӗнле калаҫҫӗ-ха: кӗсри кӗҫенмесен…

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ясногорскаян йӗнерленӗ шурӑ кӗсри пуҫне ҫӗкленӗ те хуллен кӗҫенет.

Оседланная гнедая кобылица Ясногорской, подняв голову, тихо ржала.

XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Кӗсри унӑн иртнӗ кунсенче ҫеҫ улпут витинче улпут урпине ҫисе тӑнӑ, халӗ акӑ чухӑн бомбардир-наводчик Котко Ҫеменӗн лупас айӗнче тӑрать, те Клембовский улпутӑн ҫӗрне сухаласа, сӗлӗ акмалла пулать, те Ҫеменӗн пӳрт тӑррине витмелли хӑмӑш турттарма ҫырма хӗррине кайма кӳлмелле пулать — ӑҫта ӗҫлеме каяссине те пӗлмесӗр тӑракан лашине Ҫеменӗн питӗ курас килчӗ.

Ему не терпелось посмотреть на кобылку, которая еще так недавно стояла в барской конюшне и хрустела барским ячменем, а теперь стоит в сарайчике бедняка бомбардир-наводчика Семена Котко и понятия не имеет, на какую работу поставят ее завтра: пахать ли бывшую землю помещика Клембовского под овес или запрягаться в подводу и ехать на речку за очеретом для новой крыши.

IV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Сасартӑк Зеб Стумп суд умӗнчен пӑрахса каять, хӑйӗн ватӑ кӗсри патне пырать: пур ҫын умӗнче вӑл лаша ҫине вӑр-вар хӑпарса ларать те юман патӗнчен аяккалла каять.

Вдруг Зеб Стумп покидает место, где он только что давал показания, и быстро подходит к своей старой кобыле: с ловкостью, поразившей всех присутствующих, старый охотник вскакивает на спину лошади и отъезжает от дуба.

ХСVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ун хыҫҫӑн хӑйӗн кӗсри ҫинче Зеб Стумп пырать, Генри Пойндекстер виллине пӗрле турӑ лашана ертсе пырать.

За ним следует Зеб Стумп на своей старой кобыле, в сопровождении гнедого с трупом Генри Пойндекстера.

ХСII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Унтан ҫав тӗлӗнмелле тӗркене йӗнер пуҫӗнчен ҫакса ярса, хӑй кӗсри ҫине хӑпарса ларнӑ та каялла сеттльменте кайнӑ.

Потом, повесив этот страшный сверток на луку седла, сел на свою кобылу и поехал обратно в сеттльмент.

LХХХII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Зеб Стумп васкаса хӑй кӗсри патне пынӑ, ӑна хӑвӑрт йӗнерленӗ те курӑнмасӑр сӑнаса тӑма май килекен ҫӗре илсе кайнӑ.

Не теряя времени, Зеб Стумп поспешил к своей старой кобыле, быстро оседлал ее и повел в такое место зарослей, откуда можно было наблюдать, оставаясь незамеченным.

LХХХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Атя-ха, каяр, выльӑх — тенӗ татах вӑл, хӑй кӗсри патнелле ҫавӑрӑнса.

А ну-ка, пойдем, скотинка, — продолжал он, повернувшись к своей кобыле.

LХХХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Кӗсри ун хыҫҫӑн, хуллен, ӑна итлесе утнӑ.

Кобыла последовала за ним тихо и покорно.

LХХIХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех