Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗрес (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара, вӑл ҫӗре кӗрес пулсассӑн, ун ачине аталӑх пӑхса ӳстерет, ашшӗн ӗҫне малалла тӑсаканӗ тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах унта кӗрес тесен, пысӑк вӑй, ҫапӑҫма пултаракан ҫар кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ӑҫта кайса кӗрес? — терӗ таркӑн. — Яла кайма юрамасть…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ертаулсене пулӑшма алла яхӑн юланутҫӑпа хӑшместӗр сӑптӑрчӗ, вӑл ӑвӑслӑха кӗрес умӗн сулахаялла пӑрӑнчӗ те утне саламатпа ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн халӗ пурне те пӑрахса хӑварса хӑй пӗччен ҫеҫ сӗм вӑрмана тарса кӗрес килсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мускава эпӗ унӑн ҫарӗпе пӗрле чи малтан кӗрес тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйпе пӗрле пӗрех вӑл нимӗн япалине те вилӗ шӑтӑкне илсе кӗрес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ха, эсӗ ҫӗре кӗрес терӗн пулсан вара эпӗ сана та чарса тӑмастӑп, — паҫӑрхи пекех калаҫрӗ Карлай, вара хуллен путмар ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗленӗҫип-атмана, ай, кӗрес мӗн, Пӑхӑр хуран ҫинче те, ай, пиҫес мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа ман аслӑ ул Уҫать ялшӑн тепӗр ҫул; Вырӑс тӗнне кӗрес, тет, Шура парне парас, тет.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хыпарсӑр пӗтнисен шутне кӗрес марччӗ!

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Санюкӑн шыва кӗрес, савӑнас кӑмӑлӗ пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫавӑнпа та арӑм урӑх ӗҫе кӗрес тесен, хӗпӗртерӗм ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Вӑт эс кала: сан киле пӗр-пӗр каскӑн паттӑр йӗкӗт пырса кӗрес, кулач пек кӑпӑшка арӑмна вӑрласа тухса каяс, ун вырӑнне сӗтел ҫине акт текен хут хурса хӑварас пулсан — мӗн тунӑ пулӑттӑн?

Куҫарса пулӑш

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Киле кӗрес умӗн банк управляющине тӗл пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Йӑван, йӑваш калаҫса, парӑнтарчӗ пуҫлӑха, пуҫлӑх хыврӗ куҫлӑха, кӗрес терӗ туслӑха, икӗ михӗ тыррине парса ячӗ авансла.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Амӑш сӗчӗпе кӗмен ӑс вӑкӑр сӗчӗпе кӗрес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Финанс пирки калас тӑк, ку эрнере партнер ӑнӑҫлӑ ӗҫленине пула тупӑш кӗрес шанчӑк пур.

Что касается финансов, то в этот период они могут возрасти благодаря успешной деятельности партнёра.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑрӑш лӑссисем айне кӗрес тесе «алӑк» умӗнче чӗркуҫленнӗччӗ ҫеҫ, сасартӑк инҫех те мар, хӑй килнӗ енчен, вӑрман шӑплӑхне такам вунӑ ҫул туптаман кусар пек мӑка, тӑсӑмлӑ шӑхӑрнӑ сасӑпа «шӑрпӑк та хӑйпӑк тирӗнтерчӗ»: «Ҫ-ҫ-ҫ-ши-и-и-и-и-и-и-и!»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку пурнӑҫ пӑрӑнчӑкне те парӑнмарӗ йӗкӗт, малаллах талпӑнчӗ — аслӑ шкула вӗренме кӗрес шухӑша вырӑна кӳрес тесе те пульницӑри пекех экзаменсене ытлашши «хӑмпӑланмасӑр», «шӑхлич шӑхӑртмасӑр», анчах хӗрсех, хастарлансах, тӗплӗн хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех