Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑрмӑш (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хайлавсенчи ял-хула, шыв-шур ячӗсене те чӑн пурнӑҫран илсе кӑшт ҫеҫ улӑштарать ҫыравҫӑ, е хушӑран, улӑштармасӑр, ҫаплипех хӑварать: Сӑр, Выл, Ункӑ, Юрпаш (Урпаш), Мӑчташ (Мӑчкаш), Кӑрмӑш, Чикме, Автанкасси (Автанҫырми), Ирҫекасси (Ирҫе), Сетмен (Этмен), Хурамал, Чурашкасси.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Пӑкачав Кӑрмӑш хулинчен Улатӑр еннелле утӑ уйӑхӗн ҫирӗммӗш кунӗнче хускалнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир Кӑрмӑш патӗнче тӑнӑ чухне ҫурҫӗр енчен, Чикме тата Шупашкар енчен пире хирӗҫ ҫӗнӗ утрятсем килнине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ вӑл, Кӑрмӑш хулине илнӗ хыҫҫӑн, Улатӑр еннелле ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑрмӑш енне хускалнӑ япала Мускава та ҫитсе ӳкӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑрмӑш — пирӗн уес хуличчӗ, кунтан аллӑ ҫухрӑмра.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кайса пӑхӑр-ха, Кӑрмӑш вайпучӗ сире аҫупа иксӗре ҫавӑнтах тытса хупать теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хосантан таврӑнсан Кӑрмӑш вайпучӗ патне кӗрсе тохрӗҫ мӑрсасам.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗр енчен, эсир, Ту енчи ҫӗрпӳсем, мана тӳрремӗнех пӑхӑнса тӑмастӑр, сире государь Новоград Свияжский наместникӗ аллине панӑ, тепӗр енчен… тепӗр енчен, Кӑрмӑш администрацийӗ Новоград Свияжскине пӑхӑнмасть, Чулхула воеводине пӑхӑнать.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шигалей Касимова Кӑрмӑш урлӑ кайни Ту енчи мӑрсасемшӗн питех те майлӑ пулчӗ: вӗсем патшан чаплӑ ҫыннине ӑсатнисӗр пуҫне Кӑрмӑшри тӳре-шарапа паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп киле, Касимова, Васильев-Новгород урлӑ мар, Кӑрмӑш урлӑ каясшӑн.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

1835 ҫулта I Микулай патша указӗпе Кӑрмӑш, Пӑва, Чемпӗр уесӗсенчи чӑвашсене хыснаран удел ведомствине куҫӑрнӑ.

В 1835 году указом царя Николая I крестьяне Курмышского, Буинского и Симбирского уездов были переведены из государственных в удельные ведомства.

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑрмӑш тӑрӑхӗнче чух Ҫӗрпӳ енчисем тесе суеҫтерет.

В Курмышском — за Цивильского.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурӑнсан-пурӑнсан Кушил Чикме, Етӗрне, Кӑрмӑш тӑрӑхӗсене ҫитсе ҫаврӑнать, Элӗкелле анать, Ҫӗрпӳре пулать.

Время от времени Кошель, покинув Шургасы, обходит близлежащие земли: Козьмодемьянск, Ядрин, Курмыш, Аликово, Цивильск, должно быть, опять же в поисках заработка.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйӗн тӑшманне йӗрлесе Кӑрмӑш енне те иҫниксем янӑ вӑл, вӗсем те унтан пушӑллах таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку таврана ӗлӗк те килсе ҫӳренӗрен пулас, Ахтупайшӑн Мускав инҫе те мар пек, Кӑрмӑш леш енче ҫеҫ ларнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Василь-Новгородран пуҫласа Кӑрмӑш таран мӗн пур утта ҫавӑ пуҫтарать.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑка уҫнӑ-уҫман Бурнаш темшӗн Сарри мӑрса пирки ыйтрӗ, вӑл нумай пулмасть тухса кайнине пӗлсенех пӗр-ик кашӑк яшка сыпкаланӑ хыҫҫӑн каялла чупса тухрӗ, лашине Кӑрмӑш ҫулӗпе хӑвалама хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шуйскипе Лупин-Горбатый пушӑ мар пулнӑран (вӗсем митрополита кӗтсе илме Кӑрмӑш ҫулӗ ҫине кайнӑччӗ), мӑрсасенчен ыйтса тӗпчеме Шигалей пычӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унсӑрӑн хӑҫан пулаттӑмӑр-ха эпир Кӑрмӑш хулинче?

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех