Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кунсӑр (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунсӑр пуҫне взводӑн пӗр отделенийӗ, Лещенко сержант ертсе пынипе, хирте ҫурӑлмасӑр юлнӑ снарядсене взрывчаткӑпа сирпӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Кунсӑр пуҫне урам енчи стена ҫинче унӑн пысӑк портречӗ пур, ҫуллӑ сӑрӑпа сӑрласа тунӑскер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Кунсӑр пуҫне Георгий ашшӗнчен сивӗнсе пынинче урӑх сӑлтавсем те пур, уйрӑмах пӗлтӗртенпе…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Унӑн халлӗхе ҫакна ҫеҫ ӑнланмалла: юрамасть, юрамасть, уншӑн, Зиминцевшӑн юрамасть, урӑх никамшӑн та мар, кунсӑр пуҫне ҫакӑн пек туни Зиминцевшӑн усӑллӑ пулсан, урӑххисемшӗн никамшӑн та сиенлӗ мар, ыттисемшӗн сиенлӗ пулсан Зиминцев ҫапла туман та пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кунсӑр пуҫне Аньӑна вӑл тата амӑшӗсенчен темиҫе турат урлӑ кӑштах хурӑнташ та тивет иккен…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кунсӑр пуҫне Чӑваш кӗнеке издательстви вырӑс писателӗсемпе ытти халӑх писателӗсен паллӑрах произведенийӗсене те вырӑсларан чӑвашла куҫарса кӑларма палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Кунсӑр пуҫне, чӑваш драматургӗсен чи лайӑх пьесисенчен хӑшне-пӗрне, вӗсемпе вырӑссене тата ытти халӑхсене паллаштарас шутпа, чӑвашларан вырӑсла куҫарса кӑларма палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Кунсӑр пуҫне, 1964 ҫулта «Годы огневые» ятлӑ вырӑсла кӗнеке кӑларма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Кунсӑр пуҫне, унӑн художествӑллӑ хӑйне евӗрлӗхӗ — вырӑс театр культурин хӑватлӑ витӗмӗнче, вырӑс шкулӗн витӗмӗнче.

Куҫарса пулӑш

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Кунсӑр пуҫне, Алга час-часах хаҫат-журналсенче кулленхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсемпе публицистикӑллӑ статьясем ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Вӗсем хутшӑнни паха, кунсӑр пуҫне ӗнтӗ, Яковлева тӗпчекенсем, унӑн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ тӑванӗсем, мӑнукӗсем килнӗ паянхи куна.

Куҫарса пулӑш

«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943

Кунсӑр пуҫне тата пенси пур.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пенси укҫипех йӳнеҫтерме пулать тейӗпӗр, кунсӑр пуҫне тата перекет кӗнеки ҫине те сахал мар пухӑннӑ, анчах кӗрӗк аркине йӑваласа пурӑнни кӑмӑла ҫырлахтараймӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кунсӑр пуҫне ман чӗрене кӳлешӳ туйӑмӗ хӗстерсе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кунсӑр пуҫне тата ҫанталӑк сивӗ: плащпа мухтансах ҫӳреймӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл ҫап-ҫамрӑк мар, хӗрӗх урлӑ каҫнӑ туллирех кӗлеткеллӗ арҫын, хырӑмӗ те кӑштах палӑрать, кунсӑр пуҫне алра чӑматан тата, ҫавна май Моляков перекет кассин ҫурчӗ тӗлне ҫитиччен тарламах, ӑшша пиҫмех ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Кунсӑр пуҫне Шупашкарта чечексен фестивальне ирттерме плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Республика кунне йӗркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитетӑн канашлӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/05/chva ... respublika

Кӗҫ, ҫавӑнтах улшулла Ура утса ташлаҫҫӗ: Арҫын пекех хӑюллӑ Мухмӑр юрри юрлаҫҫӗ: «Ура салтас, саланас, Ҫӗр выртмасӑр каяс мар; Хӑналанас, туй тӑвас, Виҫӗ кунсӑр урлас мар».

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ мыскара шутласа тупма ӑстаччӗ хӑй.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Кунсӑр пуҫне пуҫлӑх айӑпланнӑскере ҫӑмӑллатнӑ условисем ҫине куҫма пулӑшасшӑн пулнӑ.

Кроме того, начальник хотел помочь осужденному переводом к облегченным условиям.

Юсанмалли 9-мӗш колони пуҫлӑхне тытса чарнӑ // Софья Савнеш. https://www.chuvash.org/news/34615.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех