Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӳкерӗннӗ чухне вӑл кулнӑ, йӑл кулӑ йӗрӗ унӑн ҫутӑ пичӗ ҫинче юлнӑ.Снимаясь, она улыбнулась, и след улыбки остался на ее светлом лице.
ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Епле мӗнле? — тесе сыхланса ыйтрӗ Сухарев, хӑйӗн хӗрле те ҫилпе куштӑрканӑ пичӗпе кулнӑ пек пулса.— Что как? — осторожно переспросил Сухарев, ухмыляясь во все свое красное, обветренное лицо.
XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Ну! — терӗ ҫӗкленсе Федя, юри кулнӑ пек туса.
ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ унӑн планӗсем ҫинчен ыйтма шутланӑччӗ, анчах вӑл манпа хирӗҫ ятлаҫмарӗ те, ман еннелле хӑяккӑн ҫеҫ пӑхса сиввӗн кулнӑ пек турӗ.
ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Эсӗ кунта епле майпа килсе ҫаклантӑн? — тесе ыйтрӗ вӑл, чеен те вӑрттӑн кулнӑ пек пулса, пирусне кӑларса.— Ты как здесь? — спросил он, хитро улыбаясь и доставая папиросу.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Тискер ҫынсем ташланӑ чух… — пурте ахӑлтатса кулнӑ май пиклетсе кӑларчӗ те вӑл — ҫухалчӗ, ҫаврака кӗлеткине кӗтесри пукансен пӑтрашӑвӗнче путарса обществӑн ӑнлануллӑ членӗ пулма чарӑнчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Вӑл мана тимлӗн итлерӗ те, манӑн именнӗ питӗм-куҫӑм ҫине пӑртакҫӑ манран кулнӑ пек тинкеререх пӑхса илчӗ.Он внимательно выслушал меня, пристально и чуть-чуть насмешливо посмотрел в мое смущенное лицо.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Арзамаса тавӑрӑнас пулсан, мана пушшех пӗччен ҫӳрессӗн туйӑнчӗ: ӗлӗк пӗр вӑхӑтра Тупиковран кулнӑ пек, манран та пурте тӑрӑхласа кулӗҫ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл ман ҫине йывӑррӑн, кулнӑ пек пулса пӑхнинчен эпӗ иментӗм, хам ыйтнӑ сӑмах та мана темӗнле мӑнаҫланса ыйтнӑ пек туйӑнса кайрӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Дюк Бильдерӑн кашни кӑтартӑвне ҫураҫнӑ хӗр чуп тунинчен те ҫывӑхарах илетчӗ чӗри ҫумне; Вӑл — Дюк — икӗ хут хӑрушӑ инкек тӳснине, шлюпка ҫине чи юлашкинчен аннине пӗлекен Бильдер, ҫак Бильдер… куҫран пӑхса мар, хыҫӗнче, пӗтӗм гаване ахӑртмалӑх, ҫапла тӑрӑхласа кулнӑ иккен унран!
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Куҫ харши хура та ҫӑмламас, ҫавӑнпа-ши, кулнӑ чухне те куҫӗ темле чалӑшса, хайӑрса пӑхать пек.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Амӑшӗсем ӑна итлесе кулнӑ: ача ҫитӗннӗ ҫын пекех калаҫнӑ, ҫулпуҫ пекех хушусем панӑ.
Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫӗнӗ тумӗ ӑна хӑйне те кӑмӑла кайнӑ пулмалла: вӑл темӗнле калаҫкаланӑ, кулнӑ, пӗр хӑна патӗнчен теприн патне пынӑ, хӑй час-часах ӳккеленӗ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫак сас Нинӑран мӑшкӑлласа кулнӑ пекех туйӑнчӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Галя вара пачах урӑхла: чакӑр кӑвак куҫӗсем ҫын ҫине шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ, тулли пичӗ ҫинче кулнӑ чухне икӗ путӑк палӑрать.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
— Сывӑ-и, юлташсем, — тет вӗсене Сталин, сӑмахӗсене уҫҫӑн каласа; ҫав вӑхӑтрах куҫӗсем хӑйӗн — те хавасланнипе, те мӑшкӑллӑн кулнӑ пек пулнипе — пӗрӗнсе илеҫҫӗ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Паллӑ «йытӑ аҫи» — меньшевик Марусин, — пысӑк ҫӑварлӑ, хулӑн ураллӑ, лутра кӑна этем, сӗтел ҫине хӑпарать те питне-куҫне — те кулнӑ пек, те йӗнӗ чухнехи пек — пӗркелесе пӑрахса: — Паянхи пек чысласа хӑналанӑшӑн ӳксе пуҫҫапсах тавтӑвар, спасибо теер коммунистсене. Хуҫалӑха йӑлтах юхӑнтарса ҫитерчӗҫ… Ялтан тырӑ илсе килмеҫҫӗ ӗнтӗ пирӗн валли, илсе килес те ҫук… Социализма пурнӑҫа кӗртрӗҫ пулать ӗнтӗ, ҫакна ҫеҫ кӑтартса памалла пулнӑ… Влаҫа ӑҫта коммунистсем илеҫҫӗ — унта ҫӑкӑр ҫук… Урӑх нимӗн те хушса калаймастӑп эпӗ… — тет вӑл кӑшкӑрса.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сталин шӑрпӑкне коробка ҫине сӗрет те, шӑрпӑк пуҫӗ пашлатса, сирпӗнсе каять; вӑл теприне сӗрет, — шӑрпӑк ҫути унӑн тӑрӑхласа кулнӑ чухнехи пек хӗсӗнерех панӑ, йӑлкӑшса тӑракан куҫӗсене ҫутатать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тӗмескере, чавнӑ ҫӗр купи ҫинче ларса калаҫаканскерне, ӑна хӑйпе хӑй калаҫнӑ пек, хӑйӗнчен хӑй мӑшкӑласа кулнӑ пекех туйӑнать, анчах хӑйӗн чӗркуҫҫийӗсем ҫине хунӑ пысӑк аллисем чӗтреҫҫӗ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Аллисене ҫурӑм хыҫне тытса, шӑнӑрлӑ пӳрнисемпе шӑтлаттаркаласа, вӑл каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳренӗ, енчен-енне пӑхкаланӑ, хӗрлӗ те ҫамрӑк ӳтлӗ тутисемпе кӑмӑллӑн кулнӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.