Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кралич (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана Иван Кралич тесе чӗнеҫҫӗ.

Меня зовут Иван Кралич.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак хӳтлӗх тӗрме камеринех аса илтерет, анчах Кралич халь ҫакӑнтан лайӑх пӳлӗм тупасса ӗмӗтленмен те.

Такое убежище напоминало тюремную камеру, но Кралич сейчас и не мечтал ни о чем лучшем.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн крыльци патне пырсан, Викентипе Кралич пусмапа хӑпарчӗҫ, коридорпа утрӗҫ, сас тӑвар мар тесе, ҫӳлелле улӑхрӗҫ, ҫапах та пур пушӑ йывӑҫ ҫуртри пекех, вӗсем утнӑ май, урай хӑмисем чӗриклетсе тӑчӗҫ.

Подойдя к крыльцу трехэтажного здания, Викентий и Кралич поднялись но ступенькам; они шли по коридорам и поднимались по лестницам, стараясь ступать неслышно, но половицы под ними скрипели, как это бывает в пустом деревянном доме.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак ӗҫе, паллах ӗнтӗ, Кралич тытӑнчӗ, кӗҫӗрхи каҫа вӑл Марко ҫуртне вирхӗнсе кӗрессинчен, пуҫласа ячӗ-ҫке.

За это, разумеется, взялся Кралич, начавший ночь со штурма стены во дворе Марко.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑштах тӑрсан, мелникпе Кралич, вӗсемпе пӗрлех Марийка та, лешсемпе кӗрмешнӗ чух нӑшӑклатса хурама айне пытанса тӑнӑскер, ҫавӑнтан кайран халь те ӗсӗклеме чарӑнаймасӑр, мӑнастир еннелле утрӗҫ.

Немного погодя мельник, Кралич и Марийка, которая во время борьбы спряталась под вязом и теперь всхлипывала с перепугу, направились к монастырю.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чим-ха, эс суранланнӑ та пулас? — ыйтрӗ мелник, Кралич аллинчен юн юхнине курсан.

— Слушай, да ты, кажется, ранен? — воскликнул мельник, увидев, что из руки Кралича течет кровь.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йытӑ патне вӑрттӑн пырса Кралич ӑна пуҫӗнчен ҫапрӗ, йытӑ хаяррӑн йынӑшса шыв хӗрринелле анчӗ, Кралич ӑна карлавпа ҫапса ҫырантан печӗ те, лешӗ шыва путса куҫран ҫухалчӗ.

Подкравшись к собаке, Кралич ударил ее по голове; жалобно воя, гончая поползла к реке, Кралич киркой столкнул ее с берега, и она исчезла под водой.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хайхи йытӑ! — терӗ Кралич.

— Гончая!.. — воскликнул Кралич.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак чун патӗнчи сӑмахсене Кралич хӑй йӗрсе ярасса ҫити итлерӗ.

Со слезами на глазах выслушал Кралич эти искренние, простодушные слова.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилес умӗн Топал-Хасан юлашки хут тапкаланса илчӗ, унтан шӑпланчӗ, — ҫапӑҫнӑ хушӑра Кралич унӑн кинжалне туртса илнӗ иккен те тӑшманӗн пырне касса татма ӗлкӗрнӗ.

Топал-Хасан еще корчился в предсмертных судорогах, но вскоре затих и он, — во время борьбы Краличу удалось дотянуться до его кинжала и перерезать противнику горло.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗшенни те, халран кайни те, иккӗленсе тӑрасси те таҫта кайса кӗчӗ, Кралич асне илмесӗрех аллине тӑсрӗ те пуртӑ ярса илчӗ, вара хӑй пытаннӑ ҫӗртен сиксе тӑрса пӗшкӗнчӗ, тырӑ тултарнӑ михӗсен хушшипе чупса тухрӗ, хӑй вилӗ ҫын тӗслӗ шурса кайнӑ, тӳрӗленерех тӑчӗ те Эмексиз патне ҫитсе ӗнсинчен лаштах пуртӑ лартрӗ.

Усталости, бессилия, колебаний как не бывало, Кралич машинально протянул руку, поднял топор и, выскочив из своего убежища, пробежал, пригнувшись, за мешками с зерном; потом выпрямился, бледный как мертвец, и, кинувшись к Эмексизу, вонзил топор ему в затылок.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кралич ҫав вӑхӑтра — хӑйне аҫа ҫапрӗ тейӗн — йӑлт хытса тӑчӗ; кунта мӗн-мӗн курса тӑнинчен тӗлӗнчӗ кайрӗ, ури чӗтреве ӳкрӗ, ҫӳҫӗ вирелле тӑчӗ, ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ сӳлетсе иртрӗ.

Все это время Кралич стоял как громом пораженный, следя за сценой, разыгравшейся у него на глазах; ноги его дрожали, волосы шевелились на голове, по спине бегали мурашки.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пурттине васкавлӑн лар хыҫне, шӑпах Кралич пытаннӑ ҫӗре пӑрахрӗ, Марийкине ҫиттипе тирпейлесе витрӗ те алӑк уҫрӗ.

Поспешно забросив топор за рундук — туда, где прятался Кралич, — он тщательно прикрыл Марийку одеялом и отпер дверь.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара Кралич хӑй пытанса тӑнӑ ҫӗртен тухса мелникпе канашласа пӑхасшӑнччӗ, пулӑшу ыйтасшӑнччӗ.

И Кралич решил выйти из своего убежища и попросить у мельника совета и помощи.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кралич ҫакна пӗтӗмпех чун варӗпе ҫывӑх курса пӑхса тӑчӗ.

Кралич смотрел на все это с трепетным любопытством.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кралич пытаннӑ ҫӗртен пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ, мелник иккен, хытанка кӑна ҫӳлӗ хресчен, унпа юнашар кӑвак сӑкман тӑхӑннӑ хӗрача, вӑл ҫарран.

Выглянув из своего убежища, Кралич увидел мельника, рослого сухопарого крестьянина, а рядом с ним босую девочку в коротком фиолетовом сукмане.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ура сасси илтӗнсе кайрӗ те, Кралич тырӑ ларӗпе стена хушшинчи хӗсӗк вырӑна васкаса пытанчӗ.

Послышались приближающиеся шаги, и Кралич поспешно спрятался в узком проходе между рундуком для зерна и стеной.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кралич унта чупса ҫитрӗ, алӑк хӳтти айне кӗрсе тӑчӗ.

Кралич подбежал к ней и укрылся под навесом над дверью.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кралич витӗрех йӗпенчӗ; ҫиҫӗм ялкӑшни ӑна курми турӗ, аслати кӗрлени илтми турӗ, хӑй ҫапах та ҫулне-мӗнне уямасӑр, тӗмсем витӗр сӑтӑрӑнса, йывӑҫ хӳттипе те пахчасем тӑрӑх ирте-ирте ҫаплах ҫумӑртан пытанмалли хӳтӗ тупаймарӗ.

Кралич промок до нитки; молнии ослепляли его, раскаты грома оглушали, но он шел, не разбирая дороги, то продираясь сквозь кустарники, то под деревьями, то по бахчам и нигде не находя убежища от дождя.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хальтен халь ҫумӑр ҫӑвас пек тӑчӗ, Кралич, хӑй валли ӑҫта та пулин хӳтӗ шыраса, васкавлӑн малалла утрӗ.

По всему было видно, что сейчас начнется дождь, и Кралич быстро пошел дальше, ища, где бы ему укрыться от грозы.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех