Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Корриентес (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам пӗлет, тен темӗнле вӑйпа ҫӑлӑннӑ «Дункан», пӗр уйӑх каялла Корриентес сӑмсахӗнче ҫӳренӗ пек, ҫырантан инҫе те мар ҫӳрет пулӗ?

Может быть, чудом спасённый «Дункан» дрейфует невдалеке от берега, как месяц тому назад дрейфовал у мыса Корриентес?

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Корриентес сӑмсахӗ куҫран ҫухалнӑ хыҫҫӑн хӗвеланӑҫ бризӗ вӑйлӑланчӗ.

Спустя пять дней после того как был потерян из виду мыс Корриентес, западный бриз усилился.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Яхтӑн экватор тӑрӑхӗпе пымалла пулсан, вара Австралине Америка ҫӗрӗнчен, е, тӗрӗсрех, Бернуили сӑмсахне Корриентес сӑмсахӗнчен уйӑрса тӑракан ҫӗр тӑхӑрвун ултӑ градус вӗсен ҫулне вунпӗр пин те ҫичҫӗр утмӑл географилле миль тӑрӑшшӗне ҫитерӗччӗ.

Если бы яхта шла по экватору, то сто девяносто шесть градусов, отделяющих Австралию от Америки, или, вернее, мыс Бернуили от мыса Корриентес, составили бы переход протяжением в одиннадцать тысяч семьсот шестьдесят географических миль.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унта, Корриентес сӑмсахӗн вӗҫӗнче, вӑл меслетсӗр вӑйлӑ ҫилӗн хаяр вӑйӗсемпе кӗрешнӗ, ҫав ҫил шӑп кӑна пампассенче аслатиллӗ ҫумӑр пынӑ чухне пирӗн ҫулҫӳревҫӗсене темӗн тери урнӑ аскӑнлӑхӗпе асаплантарса пӗтернӗ.

Там, на высоте мыса Корриентес, он испытал сокрушительную силу ветра, того самого, что с такой яростью напал на наших путешественников во время грозы в пампасах.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах тӗрлӗ ҫимӗҫ йывӑҫҫисем питех те сахал, ирӗкре ӳсекен йывӑҫсене те Корриентес сӑмсахӗн ҫывӑхӗнче кӑна улӑх чиккинче курма пулать.

Но культурных насаждений было очень мало, а дикорастущие деревья можно было встретить только на границах прерии, вблизи мыса Корриентес.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Апла пулсан, «Дунканӑн» Корриентес сӑмсахӗпе святой Антоний сӑмсахӗн хушшипе каймалла пулать? — тесе ыйтрӗ Джон Мангльс.

— Значит, «Дункан» должен будет крейсировать между мысом Корриентес и мысом Св. Антония? — спросил Джон Мангльс.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех