Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кашӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Кашӑк (тĕпĕ: кашӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ кашӑк пек хыпса пӑхрӗ те вӑл сӗтеклӗ апата — хыҫҫӑн сӗнсен те ҫисӗмерӗ: йышӑнмарӗ хавшаса ҫитнӗ вар-хырӑм ӗмӗтленнӗ сӑя…

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Килте Фомана хаваслӑн кӗтсе илнӗ: ашшӗ ачана мыскараллӑ вензелле сулмаклӑ кӗмӗл кашӑк парнеленӗ, аппӑшӗ — хӑй аллипе ҫыхнӑ шарф панӑ.

Дома Фому встретили торжественно: отец подарил мальчику тяжелую серебряную ложку с затейливым вензелем, а тетка — шарф своего вязанья.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Паллах, хӑшпӗр чухне пирӗн хушӑра та ун пек-кун пек пулкаланӑ ӗнтӗ, анчах «тимӗр кашӑк та тепӗр чух тиркӗ хӗррине тивет-ҫке».

Случались, конечно, и между нами недоразумения, но ведь «железная ложка нет-нет да и стукнется о край котелка».

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Манӑн хваттерте ҫӗвӗҫӗнне ҫур дюжина кашӑк тупрӗҫ.

В моей квартире нашли полдюжины ложек портного.

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ ӑна кашӑк тытма вӗрентетӗп те, пӑтта ӑсса илмелли ҫинчен кӑтартса паратӑп.

Я поправляю и показываю, как нужно загребать кашу.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ Мимуса кашӑк паратӑп.

Я даю Мимусу ложку.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Кашӑк ҫинчи яшкана куҫҫулӗпе пӗрлех ҫӑтатӑп.

Глотаю борщ со слезами.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ Гриша пичче ҫине чылайччен тинкерсе пӑхатӑп: ыттисенчен вӑрттӑн вӑл мана виртлесе ларать; ун ҫине пӑхнипе кашӑк ҫинчи яшка сӗтел ҫине тӑкӑнчӗ.

Я загляделся на брата Гришу: он исподтишка строит мне рожи; несу ложку мимо рта — на столе мокрая дорожка.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Врач асӑрхаттарни ҫинчен манса, эпӗ Олег патне пӗр кашӑк сивӗ шыв илсе пытӑм та, вӑл манран вӑйсӑрланнӑ сассипе: — Тӑватӑ сехет иртнӗ те-и ӗнтӗ? — тесе ыйтрӗ.

Забыв о предупреждении врача, я поднесла Олегу ложечку холодной воды, но он спросил слабым голосом: — А разве уже прошло четыре часа?

«Ну, каласа пар-ха…» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Унтан хам та кашӑк тытса вӗрме пуҫларӑм.

И тоже взял ложку и стал дуть.

Эпир колхозра апат ҫини // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анна Ивановна пӗр кашӑк эмел ӗҫет те йывӑррӑн сывласа ярать, — эмелӗ питӗ йӳҫӗ пулмалла.

Со вздохом Анна Ивановна выпивает ложку, видимо, очень невкусной микстуры.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Пуп тияккӑн аллинчен ылтӑнланӑ ҫаврака савӑт тата йӑлтӑртатакан кашӑк илчӗ.

Поп вынес из алтаря золоченую чашу и блестящую ложечку.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кунта вӑл мана пӗр чашӑк турам апачӗ ярса пӑчӗ, алла йывӑҫ кашӑк тыттарчӗ те: — Ҫи, ачам, ҫи, — терӗ.

Там она накрошила мне в миску тюри, подвинула деревянную ложку и сказала: — Стебай, хлопче…

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпир тин ҫеҫ каҫхи апат ҫиме ларнӑччӗ, алла кашӑк тытма та ӗлкӗрейменччӗ-ха — алӑкран кӗмсӗртеттерме тытӑнчӗҫ.

Мы только сели ужинать, даже ложки в руки взять не успели, как в дверь громко застучали.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Акӑ кашӑк.

— Вот ложка.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Эпӗ сана пӗр кашӑк сахӑр паратӑп… — тет хӗрача.

— Я тебе дам кусочек сахару… — сказала девочка.

Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона вилӗмрен ҫӑлса хӑварать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Кашни Марьен — хӑйӗн йӑли пур, ку чашӑк та кашӑк юратать, тепри — тӑхасем тата алкасем, кашни Марьех — асанне пулатех…

— У всякой Машки — свои замашки, эта любит чашки да ложки, а другая пряжки да сережки, а — все Машки будут бабушки…

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫап-ҫутӑ ҫав, мӗншӗн тесен стенасене те, маччана та шурӑ шуҫпа витнӗ, ҫыру сӗтелӗ ҫине ҫиелтен шурӑ шуҫ хунӑ; Прохор Палычӑн кресли тӗлӗнче стена тӑршшӗпех сентре тунӑ, ӑна латуньпе витнӗ те, ун ҫине артель халь туса кӑларакан тата ӳлӗмрен тума тытӑнмалли япаласене кӑларса тӑратнӑ, япалисем виҫерен икӗ хут пысӑкрах пулнӑ: кружка, витре, ҫӑпала, пит ҫумалли таз, кӗпе-йӗм ҫумалли таз, пачах та расна конструкциллӗ икӗ кашӑк, тырӑ тытмалли лутук, краҫҫын тытмалли савӑт тата…

Блестящий потому, что стены и потолок обшили белой жестью, на письменный стол, сверху, положили белую жесть; над креслом Прохора Палыча, чуть выше головы, соорудили полку во всю длину стены, обшили ее латунью и поставили в один ряд предметы производства артели настоящего времени и будущего, причем экспонаты были вдвое больше нормального размера: кружка, ведро, половник, таз умывальный, таз стиральный, умывальник, две ложки совершенно различной конструкции, зерновой совок, керосиновая лейка и…

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Мана салтак шел туйӑнса карӗ, эпӗ повӑртан: — Ӑна кашӑк ҫинчен калама юрать-и? — тесе ыйтрӑм.

Мне стало жалко солдата, я спросил повара: — Можно сказать ему про ложку?

VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Иртен пуҫласа каҫчен вӗсем ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ, темӗн чухлӗ чашкӑ-тиркӗ, ҫӗҫӗ, вилка, кашӑк варалаҫҫӗ; ма, ӗҫ — чашкӑ-тиркӗ ҫӑвасси, вилкӑсемпе ҫӗҫӗсене тасатасси, эпӗ ир ултӑ сехетрен пуҫласа ҫурҫӗрчченех тенӗ пек ҫавӑнпа аппаланатӑп.

С утра до вечера они пьют, едят и пачкают множество посуды, ножей, вилок, ложек; моя работа — мыть посуду, чистить вилки и ножи, я занимаюсь этим с шести часов утра и почти вплоть до полуночи.

V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех