Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каччӑн (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавсем тӗкӗ парса тӑчӗҫ те ӗнтӗ халӗ каччӑн хӗрӗ патнелле туртӑнас хӑюлӑхне.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Савнийӗн «тутлӑ мунча сывлӑшӗ» питне-куҫне ҫапӑнса кӑтӑклакаласан, каччӑн чун-чӗри лӑпкӑн, ыррӑн-тутлӑн пӑлханса, сӑрӑлтатса, ӑсӗ-пуҫӗ сенкеррӗн тӗтреленсе минтевленни те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хыҫҫӑнах каччӑн «чечекри» вӑштӑр-вӑштӑр та вӗл-вӗл таса юратӑвне хӗрхӳ кӗвӗҫӳ йӳҫекӗ те сӑрхӑнса кӗчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫутӑрах хӑмӑр куҫӗсем каччӑн йӑлкӑшаҫҫӗ кӑна, хӗрачанни евӗр ҫӳхе тутине писев сӗрнӗ тейӗн, хӗп-хӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӑл хӑвӑртлӑхпа ҫаврӑнса тӑракан материала перӗннӗ, лешӗ каччӑн халатне ҫавӑрса илнӗ, юрать-ха халачӗ ҫӳхе материалтан ҫӗлетнӗскер, ҫурӑлса каять те, ача тӗрекне ҫухатса ҫывӑхри тулли ещӗк ҫине пырса тӑрӑнать, шӗвӗр ещӗк хӗрри Андрейӑн урине амантать.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петровича татах та хӑйӗн ҫумӗнче тӑратасси килчӗ каччӑн, анчах мастера инженер чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эсир мӗншӗн юрламастӑр, Ревлен Петрович? — хуллен ыйтрӗ Лида, каччӑн шухӑшне татса.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Анчах каччӑн хӗртен уйрӑласси килмерӗ, вӑл хӗре хулӗнчен тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Каччӑн сылтӑм куҫӗ аманнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗҫӗр пӗрле клуба кайма калаҫса татӑлнине аса илсен, каччӑн чӗри татах та ытларах хӑпартланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӳпери уйӑх хӗрпе каччӑн савӑнӑҫне, юратӑвне ҫынсенчен пытарас тенӗн пӗлӗт айне кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫуркунне-и е хӗлле, кӗркунне-и е ҫулла, пӗр-пӗр асамлӑ кун е каҫ хӗрӗн е каччӑн чӗрине шӑппӑн ҫеҫ пырса шаккать те хуҫийӗ те сиссе иличчен чӗре ҫумне йӑпшӑнса кӗрет, ӑна пӗтӗмпех ҫавӑрса илсе тыткӑнласа лартать, ҫепӗҫ туйӑмсем ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗр каччӑн сарлака ал тупанӗн ӑшшине нумайччен туйса тӑчӗ, унӑн пичӗ пӗҫерсе килчӗ, чӗри хытӑран та хытӑрах тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Каччӑн куҫӗсем ҫуталчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Каччӑн куҫӗсем чарӑлса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн ҫивӗч те кӑшт куларах пӑхакан куҫӗсем каччӑн илемсӗр пӗвӗпе ниепле те пӗр килмеҫҫӗ.

Его живые, насмешливые глаза удивительно не вязались со всей его нескладной фигурой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ним каласа тав тума та пӗлместӗп, сӑмах та тупаймастӑп, — терӗ вӑл, именнӗ каччӑн аллине хытӑ чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ, ҫакӑ вӗри чунлӑ каччӑн пысӑк тунсӑхне туйса, нимӗн шарламасӑр лартӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юнӗ выляма пуҫланӑ каччӑн ҫак хурлӑхлӑ кӑвак куҫсене, илемлӗ, сӗткенлӗ тутана, кӑштах кӑтраланса тӑракан сарӑ ҫӳҫе, хӑмӑр платье ҫухин ҫурӑк витӗр кӑшт ҫеҫ курӑнакан чӑлт шурӑ ӳтлӗ кӑкӑра антӑхса кайса чуп тӑвас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Паллашӑр, ку каччӑн ячӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех